27 июня 2006 г.
Уйрăм хушма хуçалăхсене аталантарма паракан кредитпа пĕчĕк калпăшлă техника туянма пулать тенĕччĕ. Мĕн-мĕн кĕрет-ши унта;»
(Редакцие шăнкăравланинчен)
Ку ыйту çине хуравлама эпĕ «Чувашагрокомлект» акционерсен уçă обществи ял хуçалăх техникипе ĕçлекен сервис центрĕн ертÿçинчен В.Н. Жирновран ыйтрăм. Акă мĕн хуравларĕ вăл:
- «Пĕчĕк калăпăшлă» ăнлава çаксем кĕреççĕ:
1. Пĕчĕк калăпăшлă универсаллă йăран хушшине чĕрмелли 16кВТ (22 лаша вăйне) çитиччен тракторсем (код 47 2411).
Беларус - 082В9 - 12,5 лаша вăйлĕ (9,2 кВТ), Беларус-215 - 20,4 лаша вăйлĕ (15 кВТ). Вĕсене «Минскри трактор завочĕ» производство пĕрлешĕвĕ туса кăларать.
КМЗ - 012 - 12 лаша вăйлĕ (8,8кВТ). Курганри машинăсем тăвакан завод» акционерсен уçă обществи туса кăларать.
Т-0,2. 03. 3-1 «Уралец» - 14,7 лаша вăйлĕ (10,8 кВТ), Т-0,2. 03. 3-1 «Уралец» - 12 лаша вăйлĕ (8,8 кВТ). «ЧТЗ - Уралтранс» чикĕллĕ яваплă общество туса кăларать.
2. Халь çеç асăннă 1 пунктри транспортсемпе ĕçлемелли çак ял хуçалăх машинисем:
код 47 3100 - уйсене хатĕрлемелли тата ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçламалли машинăсем: БЗС-1,0 сÿре*
код 47 3200 - çĕр ĕçлекен машинăсем: икĕ корпуслă ПМ-2-40, ПМ-2-25 плугсем*
код 47 3300 акмалли тата лартмалли, удобрени сапмалли машинăсем: икĕ ретлĕ Л-101 çĕрулми лартмалли агрегат*
код 47 3400 - ÿсентăрансене пăхса тăмалли машинăсем: КОРН-1,45 культиваци тумалли, йăран купаламалли, çемçетмелли агрегат*
код 47 3500 тĕштырă, кĕрпе, пăрçа йышши тата çÿллĕ культурăсене пухса кĕртмелли тата пĕрремĕш хут вĕсемпе ĕçлемелли машинасем: ГП-5,8, ГНК-2,28 кĕреплесем*
код 47 3600 - çĕрулми, пахча-çимĕçе, улма-çырлана тата техникăлла культурăсене пухса кĕртмелли тата вĕсен анисем çинче малтан ирттермелли ĕçсене пурнăçламалли машинăсем: çĕрулми кăлармалли пĕр ретлĕ КК-1Б агрегатсем - Т25 трактор валли*
код 47 3900 машинăсемпе тиемелли-пушатмалли, транспорт, пулăшу оборудовнийĕ тата инвентарь ТТК-05 трактор тележки, 1ПТС-2,5 трактор полуприцепĕ.
3. Садпа пахчара тата вăрман хуçалăхĕнче усă курмалли инвентарĕпе пĕчĕк механизаци хатĕрĕсем - код 473700: «Нива-
Супер» МБ-2Б-02 («Красный Октябрь-Нева» акционерсен хупă обществи), «Каскад» МБ-6841 («Каскад ПМ» акционерсен хупă обществи), «Казви» МБ-1Д2М1 («Калугăри двигатель» акционерсен обществи), «Агро» («УМПО акционерсен уçă обществи) мотоблоксем* 6 ретлĕ алăпа лартмалли СМ сеялка, арбуз-дыня культурăсене вĕтетмелли ИБК-5А.
4. Хурт-хăмăр ĕрчетес, пурçăн пухса кăларса ĕçре тата хÿтĕ тăпра çинче ĕçлемелли машинăсемпе оборудованисем - код 47 3800: электричествăпа ĕçлекен пыл тумалли М4, 32, РЭ ПРС-176 сава, теплицăра усă курмалли касмалли ФТУ 1,8 инветарь, ОЗГ-400В машина, тăварламалли «Росинка» система, теплицăри микроклимата тĕрĕслмелли тата йĕрклемелли FC-320 «Ромашка» система.
Бортлă автомашинăсем тулли шасси тиесен 3,5 тонна итрмен агрегатсем - код 45 1112: УАЗ-33353, УАЗ-3741, ГАЗ-2705,ГАЗ-3302 тата ун модификацийĕсем.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"