23 июня 2006 г.
Вулакансен ыйтăвĕсене район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Олег Иванович Тимофеев хуравлать.
- Пай çĕрĕсене харпăрлăха илнине çирĕплетекен документсене 90-мĕш çулсенче пачĕç. Вĕсене тепĕр хут çĕнетме кирлĕ-ши;
- «О государственной регистрации прав на недвижимое имущество и сделок с ним» Федераллă саккун ĕçлеме пуçличчен панă свидетельствăсем паян та вăйра тăраççĕ. Свидетельствăсем çук пулсан конкретлă колхозăн, совхозăн çĕрне приватизацилени çинчен район администрацийĕ кăларнă решенирен çырса илнисене (выписка) панă. Çак выпискăсем те вăйне çухатман. Ку «Об обороте земель сельско-хозяйственного назначения» Федераллă саккунăн 18 статйипе килĕшсе тăрать. Анчах та çĕр хуçи хăйĕн пайне сутма е унпа урăхла майпа усă курма шутлать пулсан, ăна юстици органĕсенче регистрацилемелле. Ку ĕçе куçман пурлăха регистрацилекен Муркаш район регистраци службинче тăваççĕ.
Райхаçатăн çитес номерĕнче пай çĕрĕсене арендăна парас, сутас, йăхран йăха куçарас, улăштарас ыйтусем çине хуравлăпăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"