22 июня 2006 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ĕнер республика Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата Федераци ведомствисен территорири органĕсен хăш-пĕр ертÿçисемпе йăлана кĕнĕ тунти кунхи планерка ирттернĕ.
Кăçал Федераци бюджечĕн планран ирттернĕ тупăшĕсемпе усă курса уйăрнă укçа-тенкĕне чи малтанах юхан шыв порчĕпе Шупашкар аэропортĕнчи вĕçев çулне çĕнетнĕ çĕре ярĕç. Федераци бюджечĕн шучĕпе çавăн пекех федераци министерствисемпе тата агенствисемпе 2007 çулхи инвестици программине тунă чухне анлăн ĕçлеме тивет. Калаçса татăлнă килĕшÿсем пурнăçа кĕччĕр тесе отрасль министрĕсене Сергей Гапликов çак ĕçсене вăйлатма хушнă.
Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев кăçалхи çурхи ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Вăл çакна палăртнă: тĕпрен илсен, кăçалхи калчасем пĕлтĕрхинчен лайăхрах, çумăр çунине пула вĕсем лайăх шăтса тухнă. Чăваш Енре 18 пин гектар çĕре çĕнĕрен пуса çаврăнăшне кĕртнĕ. «Халĕ, - Михаил Игнатьев, - çум курăксемпе анлăн кĕрешмелле».
Михаил Игнатьев çакна та пĕлтернĕ: çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен пуçласа Раççей Перекет банкĕ тинех ял çыннисене килти хушма-хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредитсем пама пуçланă. «Россельхозбанк» ку ĕçе кăшт маларах пуçланă. Халĕ республикăра 1091 çемье кредит илме документсем тăратнă, 670 çемьен заявкисем банксенче выртаççĕ. Николай Федоров вице-премьера çăмăллатнă кредитсем парассине вăйлатма хушнă.
ЧР ПА пресс-служби.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"