Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черкке витĕр курăнмасть-ши ачăр куççÿлĕ?

22 июня 2006 г.

 

Тантăшĕсемпе урамра вылякан арçын ача лешсем сисиччен уйрăлчĕ те кил еннелле утрĕ. Хырăм выççи канăç памарĕ ăна. Каçхине хытса кайнă юлашки çăкăр çине  савăт тĕпĕнчи песука хырса сапса çисеччĕ-ха. Паян, акă, вăхăт каç еннелле сулăннă пулин те, ăша пĕр татăк та кĕмен. Амăшĕ пĕр ялти икĕ хĕрарăмпа ирех  эрех ĕçсе ларатчĕ. Тухса кайнă-ши вĕсем;  Анне апат пĕçермерĕ-ши; - çак шухăшпа ача киле кĕчĕ. Ĕмĕтленни пулмарĕ унăн. Кÿршĕ хĕрарăмĕ алăк çумнех кайса ÿкнĕрен аран-аран алăка уçса пÿрте кĕчĕ. Амăшĕпе тепĕр хĕрарăм сĕтел çумĕнче çывăраççĕ.  Сĕтел çинче пушаннă сăмакун савăчĕ. Ĕнер амăшĕ Муркашра туянса килнĕ темле пĕчĕк кĕленчесем 5-6 штук выртаççĕ. Миша вĕсене çÿп-çап витрине пăрахрĕ. Унтан амăшне кравать çине вырнаçтарас тесе тăрăшрĕ: вăйĕ çитмерĕ: ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ.

Палларăр-и хăвăр ялти ÿкерчĕке;  Сăнарах пăхăр-ха, сирĕн ялта миçе çакнашкал çемьесем; Халь пÿрнĕре хутлатса шутласа кайăр миçе ача вĕсенче выçă нушаланать. Тата тепĕр ыйту; Çакăн пек ăнăçсăр çемьесенчи ачана пулăшас тесе эсир мĕн турăр;

Малтанлăха, тăван килĕнчех ашшĕ-амăшĕ çумĕнчех ют йăвари кайăк пек пĕччен тăрса юлнă ачасем пирки тивĕçлĕ органсене пĕлтерни тем пекех.

Çук, çук эпир пурте чурăс чĕреллĕ тесе калас килмест манăн. Ют ачана тăван ашшĕ-амăшĕн ăшшине парса ÿстерекенсем 55-ĕн районта. Тавах вĕсене çакăншăн. Вĕсен ытарайми ырă кăмăлне пула вĕсенче 77 ача хăйсене телейлĕ туять.

Çав хушăрах тăван ачисене эрех черккипе улăштарнисем миçен паян; Опекунсемпе пурăнакан çав 77 ачаран 36-шĕ çеç хăр тăлăхсем вĕт. Ыттисем хăйсене çуратнă ашшĕ-амăшĕсемшĕн те кирлĕ мар иккен. Тав Турра, çав ачасене ыр çынсен тĕлне пулма тÿр килнишĕн.

Анчах миçен вĕсем тата анне пĕçернĕ ăшă кукăль мĕн иккенне пĕлменскерсем; Çав паянхи кун районта учетра тăракан 153 ăнăçсăр çемьери ачасем çеç-ши вырăн çинче  тутлă тĕлĕк курса çывăрасси пирки ĕмĕтленеççĕ. Тата миçе айăпсăр чун паян ачалăх тĕнчин илемне кураймасть;

Камран пулăшу ыйтĕ паян  М.А. Горшковăн 5 çулхи ывăлĕ, амăшĕпе  унпа пурăнакан Г. Козлов урăлаймасăр ĕçнĕ чух.  Çутă çук пÿртре çĕрле киле пĕччен юлсан, кам  илĕ-ши ăна хăй хÿттине;  Ачи выçă ларни шухăшлаттарать-и  ăна пуçа пăтранчăк шывпа минретнĕ чух.  Амăшĕ хăйне питĕрсе хăварнă, икĕ кун уншăн хăрушă тĕлĕкрен те хăрушă пулчĕ пулĕ. Тепĕр ачи, интернатра лайăхрах пурăнать пуль, килте нушаланакан Димăпа танлаштарсан.

Атте-аннене суйламалла пулнă пулсан, Ятманти Нина Георгиевнапа Виктор Вениаминович Максимовсенех суйланă пулĕччĕ-ши вĕсен çул çитмен ывăлĕ. Суйлатчĕ пуль: ашшĕ-амăшĕ çамрăклах эрехе иленесси пирки ăçтан пĕлес-ха унăн.

Кам айăплă кăçал тата 6 ачашăн интернат тăван кил пулса тăнишĕн; Ялта эрех туса сутакансем хăйсене  айăплă тесе шутлаççĕ-и; Хăйсене çак шухăш аптратнă пулсан, хăйсен ачисене çур килограмм канфет илес укçана сĕнекен арçынсемпе хĕрарăмсенчен илсе юлнă укçана пăхса савăннă пулĕччĕç-ши вĕсем;

Юрать-ха, ашшĕ кăна ĕçет пулсан. Хĕрарăм пурпĕрех ачисене ура çине тăратма тăрăшать. Эх,  6 уйăхри Кирилл Ведуновăн  шăпи никама та килсе  ан  çаптăрччĕ. Таврăнĕ-ши ун патне тĕнче касса çÿрекен амăшĕ; Ăнланмаллипех ăнланса илессе шанас килет. Кашмашри  Е.И. Герасимовăпа Г.А. Кириллов хăйсем алла черкке тытни 7,8 çулсенчи  ывăлĕсемшĕн тĕнче пĕтсе  килнипех танлашнине. Катькасри Рена Григорьевапа Валерий Анатольевич  Вазиковсен чĕрисем кăшт та пулин тунсăхлаççĕ-ши хăйсен ачисемшĕн.  Ашшĕ-амăш прависĕр хăварни тĕрĕс пĕтĕмлетÿ патне илсе пырĕ-ши вĕсене;

Шанас килет çакна. Алла черкке тытиччен, харпăр хăйне çак ыйтăва парсамăрччĕ: «Ман ачасене кам хÿтĕлĕ пурнăç тумхахĕнчен; Кам;» Хăйсен ушкăнĕ патне ют çын çывхарсан, хур аçипе ами  мĕнле чашкăрнине эсир асăрханах ĕнтĕ.  Кайăк кĕшĕк те  хăйĕн чĕппине  хÿтĕлет пулсассăн, эсир мар пулсан, кам кăларĕ ачăрсене тÿрĕ пурнăç çулĕ çине: Ырăпа усала кам уйăрма вĕрентĕ. Сире эрех сутакансем-и; Иккĕленетĕп.

Кунта манăн районти вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ачалăха хÿтĕлессипе ĕçлекен тĕп специалисчĕ И.С. Кабуркина сăмахĕсене илсе кăтартас килет.

- 20 çул хушшинче 133 ачашăн интернат - тăван кил пулса тăчĕ. Паян ашшĕ-амăшĕсем черкке еннелле туртăнакан аллисене каялла илмен, тепĕр  20 çултан çак кăтарту миçепе танлашĕ;

Халăхра çапла калаççĕ: «Турă ача парать пулсассăн, ачашăн та парать». Чăтăмлăх паринччĕ вăл ĕçекен ашшĕ-амăшĕсене черкке енне тăсăлнă аллисене каялла илме. Юратупа ырату ытларах паринччĕ вĕсене... Хăйсем çуратнă хĕр-ывăлĕсене çитĕнĕвĕсемпе савăнма, вĕсем чирленĕ чух - канлĕхе  çухатма... Çапла мар-и вара шăпа чăн-чăн ашшĕ-амăшĕн.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика