26 мая 2006 г.
Кашни çуркунне çĕмĕртсем шап-шурă çеçкене ларнă чух, шурă-кăвак сиреньсемсем илемĕпе куçа илĕртнĕ чух чĕрене тунсăх пусать. Шăпах çак вăхăтра вунпĕрмĕшсемшĕн шкулта юлашки шăнкăрав янăрать. Çавăнпах пулĕ çак ытарайми илемлĕ вăхăт кашни çыннăн асĕнче тăван шкулпа уйрăлми çыхăнса кĕрсе юлать.
Кăçал районти 445 яшпа хĕршĕн янăрарĕ ĕнер юлашки шăнкăрав, çав шутран 73-шĕ пурнăç çулĕ çине Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан пурнăç çулĕ çине тухаççĕ. Çавна май юлашки шăнкăрава халалласа линейка пуçлансан, чи малтанах шкул директорĕ В.В. Ялушкин сăмах илчĕ. Вăл вунпĕрмĕшсене юлашки шăнкăрав ячĕпе саламларĕ, экзаменсенче ăнăçусем сунчĕ.
Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов шкултан вĕренсе тухакансене çак хаваслă, çав вăхăтрах тунсăхлă кун ячĕпе саламланă май район бюджетĕнче ытларах пайĕ вĕренÿ ĕçне аталантарма кайнине палăртрĕ:
- Экзаменсене ăнăçлă тытса сывпуллашу каçне çĕкленÿллĕ кăмăлмпа ирттерме, пурнăç çулĕ çине тухмалла пултăрччĕ. Ăçта пулассăн та, тăван шкула, тăван района ан манăр. Унăн пуласлăхĕ сирĕнтен нумай килет,- терĕ Юрий Александрович яшсемпе хĕрсене саламланă май. - Хăвăр стена хаçатĕнче ÿкернĕ кăвакарчăнсем пекех пулăр, аçăр-аннĕрсемшĕн те, тăван çĕршывшăн та, мĕншĕн тесен кăвакарчăнсем - мир, телей кайăкĕ. Телейлĕ пулăр, упрăр çав телее.
Унтан шкултан вĕренсе тухакансене депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ В.Г. Данилов саламларĕ. Яшсемпе хĕрсене пурнăçăн кашни минутне, сехетне, самантне хаклама чĕнчĕ. Пĕлĕве малалла ÿстерсе, ăста специалистсем пулма ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Шкулпа сывпуллашма хатĕрлекенсене çавăн пекех Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин саламларĕ. Яшсемпе хĕрсене малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх суннă май тăван тавралăха тирпей-илем кÿрес ĕçре хастар пулнăшăн тав турĕ.
Налук органĕн представителĕ Н.Е. Иванова налук темипе çыхăннă сочиненисен конкурсĕнче палăрнă О. Ефремовăпа С. Королькова саламласа, асăнмалăх парнесем пачĕ.
Паянхи вунпĕрмĕшсен пĕрремĕш вĕрентекенĕсем Т.Ф. Иосифовăпа Н.К. Чернова сăмахĕсем те, паянхи класс ертÿçисем О.И. Михайлова, Г.В. Андреева, Л.И. Порфирьева каланисем те чĕрене хускатрĕç.
Акă, чуна хумхантаракан шăнкăрав янăраса кайрĕ. Вунпĕрмĕшсемшĕн юлашки пулчĕ вăл. Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов калашле, малашнехи пурнăçра шăнкăравсем татах пулĕç-ха, анчах урăххисем: явалăха туйса умри тивĕçе чун-чĕре хушнă пек пурнăçлама хушаканнисем. Эппин, вĕсен пурнăç çулĕ вăрăм та тумхахсăр пултăр. Йывăрлăхсене çĕнтерме вăй-хал çиттĕр.
Район пуçлăхĕ çавăн пекех Муркашри лицейран вĕренсе тухакансене те юлашки шăнкăравпа саламларĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"