23 мая 2006 г.
Эпĕ Нина Емельяновна Калинина 1932 çулта июлĕн 4-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕр районĕнчи Катькас ялĕнче çуралнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне 9 çулта пулнă.
Хресчен çемйинче, нумай ача-пăчаллă çемйере çитĕннĕ. Атте вăрçă пуçланиччен вилнĕ, аннепе кăна пурăннă. Пĕтĕмпе 9 хĕр ача çуралнă. 3 хĕр ачи çамрăклах вилнĕ. Вăрçă пуçланиччен 2 аппа качча тухнă та ĕнтĕ. Зинаида - 1912 çулта, - 1915 çулта çуралнăскерсем, качча та тухнăччĕ, эпĕ çемьере чи кĕçĕнни пулнă.
Аслă Отечечтвеннă вăрçă пуçланнин эпĕ питĕ лайăх астăватăп. Вăрçă пуçлансан пирĕн çийĕн пĕрмай тĕрлĕ самолетсем питĕ нумай вĕçсе иртетчĕç. Эпĕ пĕлме пултарайман: ку самолетсем хамăрăнах е тăшмансен;
Вĕçсе иртекен самолетсене вĕсен аял енче номерĕсем тăрăх пирĕн колхозăн территорийĕнчи вышка çинчен сăнаса пĕлсе тăма тата кирлĕ çĕре пĕлтерме салтак-хĕрачасене 2 çынна янăччĕ. Вĕсем унти конюшня çуртĕнчех выртса çывăрса пурăнатчĕç. Конюшня çурчĕ пирĕн анкарти хыçĕнчехчĕ. Çавăнпа вĕсем пирĕн киле яланах пырса çÿретчĕç.
Пирĕн анне те питĕ кăмăллă хĕрарăм пулнă май, вĕсен ыйтăвĕсене яланах тивĕçтернĕ. Хĕр ачасен ячĕсем Даша, тепри Валя, иккĕшĕ те вырăс хĕрĕсемччĕ.
Малтанхи вăхăтра вĕсем ферма çывăхĕнчи конюшньăри конюхсен çуртĕнче пурăнчĕç. Вĕсем вырăс хĕрĕсем, çитĕнсе çитнĕскерсем пулин те, мана юрататчĕç, хăйсем патне çывăрма та вырттаратчĕç. Хăйсем валли апатне те конюхсен çуртĕнчех пĕçерсе çиетчĕç, мĕн те пулин çитмесен тÿрех пирĕн пата пырса аннерен илсе каятчĕç.
Кĕр енне кайсан вĕсене çултан тепĕр енче, вар пуçĕнче, çĕр пÿрт тата пысăк, çÿллĕ вышка туса пачĕç. Вышка çинче дежурствăра тăратчĕç, самолечĕсем вĕçсе кайнине бинокольпе пăхса вĕсен номерĕсене пĕлсе кирлĕ çĕре çийĕнчех телефонпа шăнкăравласа пĕлтеретчĕç. Телефонĕ те вышка çинчехчĕ. Дашăпа Валя хăçанччен пирĕн ял çывăхĕнче пурăннине астăваймастăп. Вăрçă пуçлансан астуса юлмалли тата çакă пулчĕ. Пирĕн яла вăрçă пынă вырăнсенчен килнĕ хĕрарăмсепе хĕрсем нумайччĕ. Вĕсен пĕчĕк çемьеллĕ килсене вырнаçтарса тухнăччĕ. Пирĕн килте телефон пурччĕ. Эвакуаципе килнĕ хĕрсем хĕлле кăçатăсемпе пирĕн пата пухăнатчĕç. Пирĕн пурчĕ вăтамччĕ. Пÿрте кĕрсен кăçатăсене хывса хурса туфлисем тăхăнатчĕç те патефон кĕввипе ташлама тытăнатчĕç. Патефон пластинкисем нумайччĕ, тĕрлĕрен музыка пурччĕ.
Патефонĕ пирĕн пата мĕнле лекнине те асăнас килет. Вăрçă пуçлансан пирĕн ял çумĕпе иртекен шоссе çумĕпе Сĕнтĕртен килекен, Шупашкар еннелле каякан пĕр çемье машинине хурăнлă шоссе çулĕ çине лартса хăварсах пирĕн пата киле çемйипех кĕнĕччĕ. Хăйсем çамрăках марччĕ, ачи те пурччĕ.
Пирĕн патра хваттерте тата апат çисе пурăнчĕç. Пирĕн патран тухса кайнă чухне хваттершĕн тата ĕçсе-çисе пурăннăшăн тÿлесе хăварма укçа пулман, вара укçа парас вырăнне хăйсен патефонĕпе пластинкисене тата йĕпписене парса хăварчĕç. Çав патефон сассипе яла эвакуаципе килнĕ хĕрсем пирĕн килте савăнса пурăнчĕç.
Вăрçă пуçланнă вăхăтра эпĕ хам 9 çулта кăна пулнă пулин те, аннепе пĕрле колхоз ĕçне хутшăннă: çур аки умĕн алăпа вăрлăх суйланă, тырри шăтса тухсан алăпа çум курăксенчен тасатнă, вырма пуçлансан тырă вырнă, авăн çапнă, кĕлте туртнă. Кĕлтисене авăн вучаххинче типĕтетчĕç. Пире, ачасене те типĕтме шанатчĕç, типĕ кĕлтесене йĕтем çинче çапăççипе алăпа çапатчĕç.
Асра юлмалли тепĕр самант те пулчĕ. Вăрçă пуçланнă кунсенче Сĕнтĕртен Шупашкар еннелле хурăнлă çулпа автомашинăсем питĕ нумай каятчĕç. Эпĕ ытти çамрăксемпе пĕрле шоссе хĕрринче ĕнесем кĕтсе çÿреттĕм. Пĕр машин шоферĕ, хамăр ял çынниех, Павел Егоров ятлăскер (вăл манăн куми пулнă), машинăпа пырса катчĕ. Мана палласа илсе хăйсем патне машина патне чĕнче илчĕ те: «Эпир вăрçа кайрăмăр, килтисен пĕлтер»,- тесе хăварчĕ.
Вăрçăран хăй каялла таврăнаймарĕ. Вăл вăхăтра пирĕн колхоз председателĕнче хамăр ял çынни Кузьма Тямин ĕçлетчĕ.
Вăрçă пĕтнине те питĕ лайăх ас тăватăп. Ун чухне эпĕ Шомик шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренеттĕм. Пире стройпа тăратса Атăл хĕрсене илсе кайрĕç, митинг пулчĕ. Ун чухне Атăл хĕрринче нимĕн те çукчĕ. Çавăн хыççăн çулсерен Çĕнтерÿ кунне пирĕн тăрăхран Атăл хĕррине пухăнса уяв е ярмарка ирттерме пуçларĕç.
Вăрçă хыççăн «Восток» колхозăн сысна ферминче 11 çул ĕçлерĕм. (Мулкачкасси ялĕнче). Кайран почтальонкăра 28 çул вăй хутăм, пенсие тухрăм. Вăрçă вăхăтĕнче ĕçленине паллă туса «Тылпа ĕç ветеранĕ» ята пачĕç. Лайăх ĕçленĕшĕн нумай грамотăсене тивĕçрĕм, Хисеп хăми çинче яланах пулнă.
Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 61 çул та çитрĕ. Кам вăрçăра, кам тылра çывхартнă ăна. Пурте пĕр тĕллевпе фашистсене çапса аркатассишĕн тăрăшнă. Çавăна Çĕнтерÿ уявĕ - кашнин уявĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"