Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никольские чысласа

23 мая 2006 г.

Иртнĕ эрне кун майăн 19-мĕшĕнче пирĕн паллă ентешĕмĕр пĕрремĕш чăваш профессорĕ, историкĕ, этнографĕ, «Хыпар» хаçата никĕслекенĕ Н.В. Никольский çуралнăранпа 128 çул çитрĕ. Çавна май Купăрляра ăна асăнса лартнă палăк умĕнче çак кун митинг иртрĕ. Шкул ачисем, ялта пурăнакансем йышлăн пуçтарăнчĕç унта.  Ăна Уйкас  Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.И.  Егоров уçрĕ.

Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хăйĕн сăмахĕнче Н.В. Никольский тунă ĕçсем чăваш халăх пурнăçĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ:

- Чăвашлăха упрассинче, халăхăн историне, йăли-йĕркине сыхласа хăварассинче вăл пысăк утăм тунă. Айтăр-ха, ентешĕмĕрĕн шухăш-ĕмĕтне асра тытса, малашне те çак ĕçре пĕрле пулар. Çитĕнекен ăру ашшĕ-амăш чĕлхипе калаçтăр, унăн ĕмĕртен сыхланса юлнă йăли-йĕркине ăша хывса, тĕрĕс воспитани илсе ÿстĕр тесе хамăртан кирлине йăлт тăвасчĕ,- терĕ вăл.

Пирĕн ентешĕмĕрĕн чысне-сумне хăпартас ĕçре «Хыпар» издателтьство çурчĕ» патшалăх унитарлă предприятипе унăн генеральнăй директорĕн - тĕп редакторĕн А.П. Леонтьевăн та тÿпи пысăк.

- Ун чухнехи саманан сулăнчăкĕсенче те тÿрĕ чухлĕ чăваш хăйĕн чысне çухатман, хăйĕн совеçĕпе выляман,- Николай Васильевичăн кун-çулне аса илнĕ май палăртрĕ Алексей Петрович.

- «Хыпара» вуламалла, чăвашла калаçмалла, Никольский пек пулмалла, - пулчĕ унăн сĕнĕвĕ шкул ачисем патне. Ял тăрăхне, шкула, музея, правление вăл Никольский çинчен çырнă кĕнекене те парнелерĕ.

Хĕлле Хусанта «Хыпар» хаçат 100 çул тултарнине уявлама кайсассăн, Хусан чăвашĕ В.А. Дедушкин Никольский çуралнă кунне килме ĕмĕтленни çинчен пĕлтернĕччĕ.

7-8 çул пирĕн ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕпчекенскер, пушă алăпа килмерĕ вăл: Николай Васильевич Хусанта пурăннă çуртсенчен пĕринчен унăн 3 пуканĕпе,  арчине, тумбочкине, вăл усă курнă ытти япаласене илсе килнĕ. Никольский музейĕшĕн пысăк парне пулчĕç вĕсем, хăйсен тивĕçлĕ вырăнне йышăнчĕç кунта. Василий Афанасьевич, И.Я. Яковлев ялĕнче Тăхăръялта çуралнăскер, унăн, Н.В. Никольскин, А.Г. Николаевăн юратнă юррисене шăрантарчĕ палăк умĕнче.

 Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçи И.В. Николаев  Никольский ятне асра тытса, ун пекех малта пулма тăрăшни пирки каларĕ. Асăннă хуçалăх районта, чăннипех те, ура çинчех çирĕп тăракансен йышĕнче.

Никольский тăванĕсен ячĕпе митингра В.Н. Ипатьева тухса калаçрĕ. Николай Васильевичăн ырă ятне çуле çĕклеме пулăшнăшăн район администрацине, «Хыпарçăсене» тав турĕ. Шкул ачисем концерт лартрĕç.

Ун хыççăн митинга хутшăнакансем  Никольский музейĕнче пулчĕ.

Шомикра вара  çав кун «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетикăпа ăмăрту иртрĕ. Пĕтĕмпе 18 команда (248ăн чупрĕç) хутшăнчĕ унта. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен  малти виçĕ вырăна Шомиксем, Шатракассисем, Панклисем пайларĕç. Вăтам шкулсенчен  Калайкассисем çĕнтерчĕç. Çатракассисемпе Муркашсем -  2 тата 3 вырăнсенче. Предприятисемпе организацисенчен «Волга» хуçалăх спортсменĕсем çĕнтерчĕç.  «Моргаушрайбытпа» «Лидер» командисем - хыççăнхи парнеллĕ вырăнсенче. Ăмăртăва ытти районсенчи шкул  ачисем те хутшăнчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика