Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк çемьесене, специалитстсене - субсиди. Хваттер туянма

22 мая 2006 г.

РФ Правительстви çамрăк çемьесене хваттер туянма субсиди уйăрмалли правилăсене çирĕплетнĕ. Тепĕр документ та вăя кĕчĕ - ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк специалистсене, ытти граждансене субсиди парасси çинчен.

Правительство палăртнă тăрăх, 2010 çул тĕлне «Жилище» федераллă программа виçинче 181700 çамрăк çемье хваттер туянма пулăшу илмелле. Ял çыннисене пулăшу тепĕр федераллă программăпа та - «Социальное развитие села до 2010 года» - тивĕçет. РФ Ял хуçалăх министерстви шутланă тăрăх, ялти 141000 ытла çемье çапла майпа çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарĕ.

Çамрăк çемьесене те, ялти специалистсене те пулăшăва тĕллевлĕ субсиди шучĕпе уйăраççĕ. Вăл туянакан хваттер хакĕн ытларах пайне саплаштарма май памалла.

Камсем çак субсидисене илме пултараççĕ-ха; «Çамрăк çемьесем» шутне саккунлă çырăннă 30 çултан иртмен ачаллă е ачасăр мăшăрсем кĕреççĕ. Ку шута тулли мар çамрăк çемьесем те лекеççĕ:  ашшĕн е амăшĕн 30 çултан çамрăк пулмалла, çемьере пĕр е темиçе ача шутланмалла.

Тепĕр кирлĕ самант - çемье чăннипех хваттерсĕр пулмалла. Çакна вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тивĕçлĕ йĕркепе çирĕплетмелле.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика