Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПИД - хăрушă чир

18 апреля 2006 г.

Спид çинчен илтмен, пĕлмен çын республикăра çук та пулĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем те, читрен сыхланас енĕпе ĕçлекен тухтăрсем те чир çинчен пĕлтерсех тăраççĕ. Анчах та темшĕн-çке, ку чирпе ытларах кашни çын хăйĕн айăпне пула чирлеме пултарнине ăнланасшăн мар. Çавăнпах ĕнтĕ чир çĕршывра та, пирĕн Чăваш Республикинче те анлă сарăлсах пырать. Апла пулсан та вăл чирпе чирлесен те чире лекес çук тесе шутлакансем питех те нумай. Спид чирĕ паян та Америкăра е Африкăра мар - пирĕн патрах, пирĕн килтех. Темшĕн чир çинчен лайăх пĕлекенсем те унран сыхланмаççĕ. Ĕнер нимĕнле чир те ермен, паян та çаплах иртсе кайĕ, теççĕ пулмалла. Çавăнпа та тĕрĕс çулпа утнинчен ырри нимĕн те çук.

Пирĕн республикăна юлашки вăхăтра Спид инфекцийĕ Мускав хулинчен, Мускав облаçĕнчен, Мускав, Чулхула, Ульяновск, Самара облаçĕнчен  тата  Тутар  Республикинчен килет.  Чăнах та пирĕн çынсем юлашки çулсенче таçта та çÿреççĕ: кам ĕçлеме, кам канма-савăнма. Килти пурнăçран ырри нимĕн те çук та, анчах çитнĕ-çитмен пурăнăç, ĕç çукки хăвалать çынсене тĕнче касса çÿреме. Тĕнчере вара ВИЧ-инфекцийĕ (СПИД) ытла та анлăн сарăлнă.

Чи малтанах, ку халиччен пĕлмен чир çинчен 1981 çулта Америкăра, чиртен 5 çамрăк гомосексуалистсем вилнĕ хыççăн, калаçма пуçланă. Ку чире СПИД ятне панă. Журналистсем вара ăна «XX ĕмĕрти чума» тенĕ. Тĕрĕссипе чума, оспа, холера чирĕсем тĕнчери пиншер-пиншер çыннăн пурнăçне татнă пуласан та, вĕсем хушшинче сывалнисем те нумай пулнă. СПИД вара никама та чĕрĕ хăвармасть. СПИДран пурте вилеççĕ, мĕншĕн тесен эффективлă эмелсем, вакцинăсем е сывороткăсем те çук. Çавăнпа СПИД чирĕнчен тĕнчере 20 миллион ытла çын вилнĕ. Вирус ернисен шучĕ 35 миллион. Кашни кун тĕнчере 20 пин çынна СПИД вирусĕ ерет. Кашни сехетре СПИДран тĕнчере 300 çын вилет (кашни минутра 5 çын). Апла пулсан, епле хăрушлăх кĕтет этемлĕхе малашлăхра.

Раççейре СПИД ернĕ 1-мĕш çынна 1987 çулта тупса палăртнă. Вĕсен шучĕ çултан-çул ÿсет. 1988 çулта - 4500, 1999 çулта -14 пин, 2000 çулта - 52 пин ытла вирус ернĕ çынсене тупса палăртнă. Тупса палăртнă вирус ернĕ кашни çын патне, тупса палăртманнисем 30-100 çын таран пулма пултараççĕ.

Чире пĕр çынран теприне вирус куçарать. Вăл 3 майпа анчах пулма пултарать. Пĕрремĕшĕ - ар çыхăнăвĕсе  урлă. Ар çыхăнăвне тытнă вăхăтра презервативпа анчах вирус ересрен сыхлама пултарать.

Иккĕмĕшĕ - вăл юн урлă - ун пек чирлекенсем 90 процент - вĕсем наркотиксене юна яракансем, таса мар, юн юлнă шприцсемпе укол тунă çынсем, пĕр шприцпа темиçе çын усă куракансем, татуировка тăвакансем.

Виççĕмĕшĕ - СПИДпа чирленĕ хĕрарăмсем (30 процент) ачисене чирлĕ çуратаççĕ.

Савăт-сапапа, пĕр туалет çÿренипе, пĕр-пĕрне чуп тунипе, юнашарах выртса çывăрнипе (ар çыхăнăвне кĕмесен) чир ермест. Мунчара, бассейнра, кÿлĕсенче те ермест. Юн ĕçекен хурт-кăпшанкăсенчен те ермест.

Вирус ернĕ хыççăн малтанхи инкубаци тапхăрĕнче виçĕ эрнерен пуçласа виçĕ уйăх таранччен, хăшĕсен çулталăк нимĕнле чир паллисем те çук. Ку тапхăрта юна тĕрĕслени те нимĕнле улшăнусем те кăтартмасть. Çын хăйĕн вирус пуррине пĕлме пултараймасть, анчах вируса тепĕр çынна ар çыхăнăвĕсем урлă ертме пултарать. Ку питĕ хăрушă!

Вирус пĕрре лексен организмра мĕн виличченех пурăнать. Вирус ернĕ хыççăн 10-15 çултан (5-6-7) СПИД тапхăрĕ пуçланать. Çын организмĕ ытти инфекципе кĕрешме пултарайми пулать, çынна темĕнле чир те лекме пултарать. Çыннăн ÿпке чирĕсем пуçланаççĕ, шыçăсем туахççĕ, ÿт çине шатра тухать, нерв системи, вар-хырăм улшăнать.

Çапла вара хĕрсемпе каччăсен, пур çыннăн та кăмăл-сипет тасалăхĕ, пĕрре анчах мăшăрланни, ăнсăртран курнă пĕлмен çынпа ар çыхăнăвĕ тытманни, эрех-сăра ĕçсе е наркотиксемпе усă курса пуçа минретменни - СПИДпа кĕрешмелли чи хăватлă мелсем.

Никамăн килне те, нихăçан та çак хăрушă СПИД чирĕ ан кĕтĕрччĕ. Никамăн та çак чиртен вилмелле ан пултăрччĕ, ашшĕ-амăшĕсем çамрăк ачисемшĕн куççÿль ан юхтăрччĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика