21 апреля 2006 г.
Кайăк-кĕшĕк грипĕ грипĕ сасртăк пуçланкан инфекци чирĕ, вăл вирус ертнипе пулать.
Гриппа чирленĕ кайăк-кĕшĕкĕшĕн тата вĕçен кайăксен хăйсене хăйсем тытни те пачах урăхла: вĕсен ахаль чухнехи пек мар, пуçĕсене çавăраççĕ, мăйăсем кукăрăлса лараççĕ, вĕсем питĕ кичем, апат çимеççĕ. Çавăн пекех вĕсем кăвакарса каяççĕ, киккирикĕсемпе янах айĕсем шыçса хуралаççĕ, йывăррăн сывлаççĕ.
Енчен те кайăк-кĕшĕкĕшĕн çак паллисене е вĕсем вилсе выртнине курсан çынсен кун пирки тÿрех районти ветеринари службине пĕлтермелле.
Çынна кайăк-кĕшĕк грипĕ ытларах вĕсемпе тÿреммĕнех хутшăннă е вĕсен каяшĕпе вараланнă япаласемпе усă курсан ерет. Чăх-чĕп пуснă, тĕкне татнă тата ăна пĕçерме хатĕрленнĕ вăхăтра грипп чирĕ ерес хăрушлăх пысăк.
Енчен те кайăк-кĕшĕк ашне тата çăмартине çителĕклĕ чухлĕ пĕçермесĕрех çисен те çак чир ерме пултарать.
Грипп чирĕ ернĕ кайăк-кĕшĕк каяшĕ ÿсен-тăран çине, шыва е сывлăша лексен те çынна шыв ĕçнĕ е шыва кĕнĕ чух, çав сывлăшпа сывласан тата таса мар алăсем урлă ерме пултарать.
Кайăк-кĕшĕк грипĕ ернĕ хыççăн чирĕн малтанхи паллисем сисĕниччен темиçе сехетрен пуçласа 5-7 кун таран иртме пултарать. Чит хăвăрт пуçланать, çынна шăнтса пăрахать, ÿт температури 38 градуса çитет е пысăкрах та пулма пултарать, пуç, мыщăсем, пыр ыратаççĕ. Чирлĕ çыннăн вар витти пулма пултарать, вăл нумай хăсать. Унăн сывлăхĕ çав тери хăвăрт хавшаса пырать. Тепĕр 2-3 кунран нÿрĕ ÿслĕк (час-часах юнпа хутăш), сывлăш пÿлĕнни пуçланаççĕ. Ун хыççăн çын питĕ йывăррăн сывлама тытăнать, пĕвер, пÿре, пуç мими сиенленни те пулма пултарать.
Чирĕн малтанхи паллисем пуçлансан тÿрех тĕрĕс дигноз лартса вăхăтра сипленме врач патне каймалла, мĕншĕн тесен кая юлса сипленме тытăнсан сир шала кайнă пирки нумай органĕсем сиенленсе çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен асăраханас тесен халăхăн килти кайăк-кĕшĕкпе вĕçен кайăксемпе килти хуçалăхра, пасарсенче тата шывсем çинче кайăксем массăлллăн пухăннă вырăнсенче тĕл пулмалла мар.
Ирĕк паман вырăнсенче чăх ашĕпе тата çăмартапа сутă тăвкансенчен те апат-çимĕçе ан туянăр. Ĕçме вара кĕленчесенчи шывпа е вĕретнĕ шывпа кăна усă курмалла.
Çăмартана пĕçерме лартиччен унăн хуппине супăнь шывĕпе тĕплĕн çумалла. Чĕрĕ чăх ашне тытнă хыççăн та (пуснă, тирпейленĕ чухне), кайăк-кĕшĕкĕн ытти продукчĕсем алăра пулнă хыççăн та алăсене хуçалăх супăнĕпе çумалла.
Чăх çăмартине 10 минутран кая мар, ашне вара 100 градусран пĕчĕк мар температурăри 30 минутран сахал мар пĕçернĕ хыççăн кăна çиме юрать.
Кайăк-кĕшĕк грипĕ ерес хăрушлăх пур тапхăрта килти кайăк-кĕшĕке çак чир ан ертĕр тесе вĕсене харпăр хăй хуçалăхĕнче хупă пÿлĕмсенче усрамалла, килхушшине вара вĕçен кайăксене хăратакан кĕлеткесем (катемписем) е урăх япаласем вырнаçтармалла. Çав вăхăтра килте чăх-чĕп хисепне ÿстерме е хунаттарма кайăк-кĕшĕке туянма та кирлĕ мар.
Кайăк-кĕшĕке пăхма ятарлă тумтир пулмалла (халат, саппун, алса тулĕ, перчетке). Чăхсен пÿлĕмĕсене тасатса тирпейленĕ чухне ĕçме, çиме тата пирус туртма юрамасть. Тасатнă пÿлĕмсене час-часах, эрнере 2-3 хутран кая мар, каустика содин вĕри ирĕлчĕкĕпе е (хлораминăн) 3 процентлă шĕвекĕпе тепĕ хут çуса тасатса тухмалла. Усă курнă ытти хатĕрсене те (шăпăра, кĕреçене, витресене) çак ирĕлчĕксемпе çуса тасатмалла. Кайăк-кĕшĕк пурăнакан пÿлĕме тĕплĕн дезинфекци тунă хыççăн вĕсем ларакан вырăна тата йăвасене пĕр сехет урлă икĕ хутчен ирĕлтерсе хатĕрленĕ извеçпе шуратмалла. Çÿлерех асăннă сĕнÿсене асра тытсан эсир хăвăра кайăк-кĕшĕк грипĕнчен сыхласа хăварма пултаратăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"