Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Флюорографи - туберкулеза ир тупса палăртмалли меслет

20 апреля 2006 г.

 

Йывăр чирсенчен чылайăшĕ, çав шутра туберкулез та, çын организмне хавшатма пуçласан кăна хăйне палăртать. Кун пек чухне туберкулезпа чирлĕ çынсене нумай вăхăт хушши сиплеме тивет. Туберкулезпа чирлĕ çынсем врач патне пулăшу ыйтма мĕншĕн çийĕнчех пымаççĕ-ха; Сăлтавĕ акă мĕнре. Чир пуçламăшĕнче çынсем хăйсене лайăх туяççĕ: ĕçлеççĕ, спорт вăййисене хутшăнаççĕ. Кун пек чухне, паллах, вĕсем хăйсем чирлине çийĕнчех пĕлмеççĕ, тепĕр чухне сăн-питрен те сывă курăнаççĕ. Туберкулез чирĕ хăйне ăнсăртран палăртсан - ÿпкерен юн кайма е юнлă сурчăк тухма пуçласан кăна - вĕсем врач патне пулăшу ыйтма пыраççĕ. Ватă çынсем хăйсем ÿсĕрме тытăннине ÿсĕм тата табак туртни çине йăвантараççĕ. Çавăнпа та вĕсем поликлиникăна çÿрессинчен пăрăнаççĕ. Анчах тĕрĕслесе пăхсан, вĕсенчен чылайăшĕ ÿпке туберкулезĕпе чирлĕ пулни палăрать.

Çын туберкулезпа чирлесен хăй вăйран кайнине, температура ÿснине, тарланине, час ывăннине асăрхать. Çак  палăрăмсем туберкулезпа  чирлисемшĕн çеç мар, ÿпкен ытти чирĕсемшĕн те пĕрешкел пулаççĕ. Акă мĕншĕн хăвăра йывăр туйсанах сывлăха тĕрĕслеме врач патне каймалла.

Туберкулезпа чирлени палăрсанах врачсем сиплеме тытăнаççĕ. Туберкулез чирĕ вăрттăн иртнине вăхăтра тупса палăртас ĕçре флюорографи меслечĕпе тĕпчени нумай пулăшать. Çак меслет туберкулез чирне врач патне кайичченех тупас палăртма май парать. Çакăн пек тĕпчеве 15 çула çитнĕ çамрăксенчен пуçласа пурне те тĕрĕслеççĕ. Кирек мĕнле чирпе аптранă пулсан та, врач çав çынна чи малтан флюорографи меслечĕпе тĕрĕслет. Ку çын организмне сиен кÿмест. Акă мĕншĕн пурне те - кил хуçи хĕрарăмĕсене те, пенсионерсене те çулталăкра  сахалтан та пĕр хут туберкулезпа чирлĕ е чирлĕ маррине пĕлес тĕллевпе флюорографи меслечĕпе тĕрĕслеççĕ. Хĕрарăмсем, хăйсене хăйсем сывлăхлă тесе, çакăн пек профилактикăлла тĕрĕслеврен пăрăнма тăрăшаççĕ. Врачсем сăнанă тăрăх, флюорографипе нумай вăхăт тĕрĕсленмен çынсем хушшинче туберкулезăн йывăр формипе чирлисем тĕл пулаççĕ. Ÿпке туберкулезĕпе чирлисем - сывă çынсемшĕн пысăк хăрушлăх. Мĕншĕн тесен туберкулез - сикекен чир.

Юлташсем, хăвăрăн сывлăха тăтăшах тĕрĕслесе тăрăр! Çемье членĕсене тата тăванăрсемпе пĕлĕшĕрсене флюорографипе тĕрĕслени  усăллă çеç пулнине ăнланса илме пулăшăр.

Астăвăр! Флюорографипе тĕрĕслени туберкулеза тата ытти чирсене аталанма пуçласанах тупма пулăшать.

Флюорографире пулнă хыççăн та сире врач чĕнет пулсан, ун патне пĕр тăхтаса тăмасăрах кайăр. Туберкулезран сываласси чире малтанхи тапхăрĕнчех сиплеме пуçланинчен нумай килет.

2005 çулта пирĕн районта ÿпке туберкулезĕпе çĕнĕрен 22 çын чирленĕ, вĕсенчен 12 çынна флюорографи меслечĕпе тупса палăртнă. 2004  çулта Муркаш районĕнче Республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерĕн флюорографи тăратакан 4 машини ĕçленĕ. Ун чухне ÿпке туберкулезĕпе чирлекен  26 çынна тупса палăртнă.

Пирĕн районта 2 флюорографи кабинечĕ: Муркашри тĕп  больницăра тата Мăн Сĕнтĕр больницинче. Вĕсем пурне те тÿлевсĕр йышăнаççĕ.

О.Ю. Петрова,  районти тĕп больница фтизиатрĕ

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика