20 апреля 2006 г.
2006 çулта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ
Иртсе каякан кашни кун пире июль уйăхĕ патне çывхартать. Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çитсе пынăçĕмĕн, ун çинчен ытларах ăнланнăçемĕн çĕнĕ ыйтусем татах та çуралсах тăраççĕ. Паянхи калаçура хускатаканнисем те кашни çынна кăсăклантараканнисемех. Яланхи пекех вĕсем çине Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне пирĕн районта ирттерессишĕн яваплă С.Ф. Кириллова хуравлать.
- Светлана Фадеевна, çыравçăсене тулли те тĕрĕс информацие камăн памалла;
- Ял хуçалăхĕнчи лару-тăру пирки çырав вăхăтĕнче çыравçăсене ял хуçалăх организацийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем, уйрăм предпринимательсем, харпăрлăх хуçисем, çĕр лаптăкĕн хуçисем е вĕсене арендăна илекенсем параççĕ. Енчен те мĕнле те пулин сăлтавпа вĕсем çырава хутшăнаймаççĕ пулсан, çыравçăна тĕрĕс хыпара вĕсем çакна валли уйăрнă представителĕ пĕлтерет.
- Калăпăр, çыравçă пынă чух ертÿçĕ вырăнта çук, харпăрлăх хуçи килте çук, тейĕпĕр. Кун пек чухне мĕн тумалла;
- Çыравçăсен тĕллевĕ çакăн пек: вĕсен тĕрĕс те тулли информацие обязательнăй йĕркепе илмелле. Харпăрлăх хуçи пĕрре пынă чух килте пулмарĕ пулсан, унăн вĕсем патне тепĕр хут килмелле. Ку ĕçе çăмăллатма та пулать. Çыравçăсемпе çырав участокĕ урлă çыхăнма пулать, çапла майпа хăçан тĕл пуласси пирки калаçса татăлмалла.
Пирĕн районта пĕтĕмпе 3 координатор, 18 инструктор участокне йĕркеленĕ.
Москакассинчи координатор участокне Ильинка, Мăн Сĕнтĕр, Катькас ял тăрăхĕсенчи 2-шер, Москакассипе Ярапайкасси ял тăрăхĕсенче пĕрер инструктор участокĕ кĕрет.
Муркашри координатор участокне: Муркаш, Çатракасси, Хорнуй, Оринин, Ярославка, Юнкă ял тăрăхĕсенчи пĕрер инструктор участокĕ кĕрет.
Йÿçкассинчи координатор участокне вара Турай, Йÿçкасси, Шетмĕпуç ял тăрăхĕсенчен пĕрер, Чуманкассипе Уйкас Янасал ял тăрăхĕсенчен пĕрле пĕр инструктор участокĕ кĕрет.
- Тепĕр ыйту. Çырав хучĕсене мĕнле чĕлхепе çырмалла;
- Ял хуçалăх çыравĕ çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн çырав хучĕсене вырăсла çырмалла. Анчах та тĕп халăхсем сахал пурăнакан республикăсенче уйрăм çынсемпе юридически лицосенчен вĕсен чĕлхипе е çав республикăри тăван чĕлхепе çырса тултарма та юрать. Çырав хучĕсене уйрăм тĕслĕхсенче вара хурав паракан мĕнле чĕлхепе лайăхрах пĕлет, çавăн пек çырать.
- Ял хуçалăх çыравне хутшăнасси - кашнин ирĕклĕ ĕç. Çапла вĕт;
- Уйрăм çынсем çырава хутшăнассипе хутшăнмасси - ирĕклĕ пулăм. Никам та никама та ирĕксĕр майпа информаци партарма право çук. Çавăнпа пĕрлех çакна манас марччĕ: Çырава хутшăнасси - Раççейри кашни гражданинăн тивĕçĕ. Çырав çинчен калакан саккунра та çаплах çырнă: «Обществăлла тивĕç»-, тенĕ.
Районти кашни çын çакна ăнланасса, Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хастар хутшăнасса шанас килет. Мĕншĕн тесен хамăрăн ялти пурнăç мĕнле пуласси шăпах çырава эпир епле хутшăннинчен, эпир панă тĕрĕс хуравсенчен нумай килет.
- Тавах, Светлана Фадеевна, хуравсемшĕн.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"