Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача-пăча кĕнекисен эрни

20 апреля 2006 г.

 

Исетерккĕри библиотекăра ача-пăча кĕнекисен эрни çав тери интереслĕ иртрĕ.

Пĕрремĕш кунне «Кĕнеке уявĕ» ятпа утренник пулчĕ. Унта кĕнеке пирки нумай юмахсем пулчĕç, кĕнеке пирки юрăсем янрарĕç.

Иккĕмĕш куна чăваш писателĕсене  халалларăмăр. 4 класра вĕренекенсем «Шăпăрлан» ятлă спектакль лартса пачĕç.

Ача-пăча кĕнекисен эрнин виççĕмĕш кунĕ А. Барто 100  çул тултарнă ятпа иртрĕ. Унта ачасем çак писателĕн пултарулăхĕпе, библиографийĕпе паллаштарчĕç, унăн сăввисене, тупмалли юмахсене пысăк хавхаланулăхпа вуларĕç.

Тăваттăмĕш куна кайăксене халалларăмăр. Кайăксем пирки кĕнекесем питĕ нумай. Вĕсене юрланă тăрăх та уйăрса илме пулать иккен.

Тепĕр кунне ачасем юмахсен тĕнчинче çÿресе савăнчĕç, нумай персонажсен пурнăçĕнче пулса курчĕç.

Юлашки кун вара «Атте, анне тата эпĕ - вулама юратакан çемье»  ятпа иртрĕ. Унта кĕнеке вулама юратакан çемьесем хутшăнчĕç. Вĕсем кĕнекесенчи персонажсен ролĕнче пулчĕç, юратнă кĕнекесен авторĕсемпе геройĕсене тупса палăртрĕç.

Ачасем кĕнеке эрни савăнăçлă  иртнипе кăмăллă юлчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика