Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермер (хресчен) хуçалăхĕсене аталантарма - кредит

20 апреля 2006 г.

 

«Агропромышленноç комлексне аталантарасси» наци проектĕнче хуçалăх ĕçĕн пĕчĕк формисене аталантарас тĕлĕшпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсем туса хурасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă.

Хальхи вăхăтра хресчен (фермер) хуçалăхĕсене йĕркелесе ял хуçалăх продукцине туса илессипе тата  ăна тирпейлессипе ĕçлеме майсем пур. Пĕр тăвансем, виçĕ çемьерен ытла мар, пĕрлешсе фермер хуçалăхне туса хума пултараççĕ. Хальхи вăхăтра патшалăх ялти пĕчĕк хуçалăх формисене хавхалантарма укçа-тенкĕ сахал мар уйăрать.

«Чăваш Республикин бюджетĕнчен 2006 çулта ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене, агропросмышленноç комплексĕн организацийĕсене илнĕ кредитăн процент ставкисене укçа-тенкĕпе субсиди илмелли правилăсене»  ЧР Министрсен Кабинечĕ 2005 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче 328 № йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ.

Унпа килĕшÿллĕн хресчен (фермер) хуçалăхĕсене аталантарма çакăн пек кредитсем параççĕ:

1. Пĕр çулталăклăх паракан кĕске вăхăтлăх кредитсем çаксем: ял хуçалăх чĕр таварĕсем илсе вĕсене тирпейлеме, сĕрмелли-çунтармалли  материалсем, минераллă удобренисем, ÿсентăрансене хÿтĕлемелли хатĕрсем, запаслă пайсем, сезонлă ĕçсене пурнăçлама т. ыт. пурлăх ресерссĕсене илме, çавăн пекех ял хуçалăх культурисен тухăçне страхланă чух страхлакан взноссене тÿлеме илме пулать.

2. 5 çуллăха кредитсене çак  ĕçсем валли параççĕ: ял хуçалăх техникине - груз турттаракан автомобильсене, тракторсене, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп ĕрчетме тата выльăх апачĕ хатĕрлеме кирлĕ техникăна илме,  ăратлă выльăх туянма.

Кредит илнĕ хыççăн республика бюджетĕнчен процент ставкисене çакăн чухлĕ субсидилеççĕ:

1. кĕске вăхăтлăх кредитсене: 2006 çулта панă мĕн пур кредитсемпе кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа - декабрĕн 15-мĕшĕчченхи тапхăрччен*

2. агропромышленноç комлексĕнчи организацисене пăхса-пулăшса тăракан, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене 2005 çулта панă кредитсемшĕн, енчен те илнĕ кредита илнĕрен 1 çулталăк иртмен пулсан.

Нумай вăхăтлăх илнĕ кредитсемшĕн:

1. 2006 çулта мĕн пур кредитсемшĕн кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 15-мĕшĕччен*

2. 2002 çултан пуçласа 2005 çулти илнĕ кредитсемшĕн - кредитпа усă курнă срокшăн - 2005 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа 2006 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕчченхи тапхăрччен.

Кĕске вăхăтлăха илнĕ кредитăн суммине процент ставкин 2Ÿ3 пайĕ чухлĕ субсидилеççĕ. 2002-2006 çулсенче илнĕ нумай вăхăтлăх кредитăн субсиди виçи процент ставки чухлĕ пулать.

РФ  Правительстви 2006 çлухи февралĕн 9-мĕшĕнчен 81 № йышăнăвне çирĕплетнĕ тăрăх, федераллă бюджетран субсиди тÿлесе

 хресчен (фермер) хуалăхĕсене  çакăн пек кредитсем параççĕ:

 пĕр çулталăклăх паракан кĕске сроклă кредитсем. Кун пек чухне, енчен те кредита тÿлемелли срок бюджетĕнчен (2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 15-мĕшĕччен) иртсе каять пулсан, кредита 2007 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен кая юлмасăр тÿлесе татмалла.

РФ  Ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ переченьпе килĕшÿллĕн, сĕрмелли-çунтармалли материалсем,  запаслă пайĕсем, ял хуçалăх техникине юсамалли материалсем:, минераллă удобренисем, ÿсентăрансене хÿтĕлемелли хатĕрсем, выльăх апачĕ, ветеринари преперачĕсем т. ыт. пурлăх ресурссĕсене илме*

çамрăк выльăх тата кайăк-кĕшĕк илме ял хуçалăх культурисен тухăç-не страхланă чух страхлакан взноссене тÿлеме.

Илнĕ çак кредитсен процент ставкин 95 процентне хресчен (фермер) хуçалăхĕсене федераллă бюджетран, 5 процентне республика бюджетĕнчен тÿлеççĕ.

Ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен 2003-2006 çулсенче инвестици кредичĕсене 3 çуллăха параççĕ. Агропромышленноç комлекĕснче ĕçлекен организацисене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене выльăх-чĕрлĕх фермисене, комлексĕсене тума, юсаса çĕнетме  РФ Правительствин февралĕн 4-мĕшĕнчи 69 №  Постановленийĕпе килĕшÿллĕн нумай вăхăтлăх кредитсене 8 çуллăха параççĕ.

Çавăн пек çăмăллăхсемпе усă курса хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хамăр çĕршывра туса кăларнă ял хуçалăх техникине, ăратлă выльăхсене илме, нумай çул ÿсекен йывăç-тĕмсене лартма, выльăх-чĕрлĕх комлексĕсене тума тата юсаса çĕнетме 5 çуллăха кредит параççĕ.

Кредитсене панă чух çак условисене шута илеççĕ: перекет банкĕн районти уйрăмĕнче расчет счечĕ пулмалла* финанспа хçуçалăх ĕçне пуçланăранпа 6 уйăхран кая мар пулсан* çулталăкра ĕçлесе илнĕ укçа калăпăшĕ (НДСпа пĕрле 50 млн. тенкĕрен ытла пулмалла мар), кредита тÿлеме пултараслăх, ăна сезонлă ĕçсене шута илсе уйрăм графикпа тÿлесси* мĕнле те пулин ĕçе пуçланă пулсан унăн 30 процентне хăй тÿлеме пултарасси т. ыт. те.

Хресчен (фермер) хуçалăхсем кредит илнĕ чухне çак хуçалăхăн мĕн пур членĕсене обязательнăй йĕркепе поручительсем пулмалла. Кредит илмелли ыйтусемпе эпир кашни кунах (вырсарни кунсăр пуçне) Раççей перекет банкĕн Муркашри уйрăмне эрне варринче 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен пыма пултаратăр. Шăматкун эпир 15 сехетчен ĕçлетпĕр. Сирĕн кредит илессипе çыхăннă ыйтăвăрсем çине эпир яланах хуравлама хавас. Çакна ан манăр. Паян ĕçлекен, мал ĕмĕтлĕ çынна патшалăх та пулăшать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика