Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пултаруллисем ăмăртрĕç

20 апреля 2006 г.

 

Вĕрентÿ ĕçĕ çине паян пур çĕрте те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакна валли шкулсенче те çулсеренех пурлăх бази пуянланса пырать. Вĕрентÿ ĕçĕ ача сачĕсенчех пуçланать. Кунта ачасене шкула кайма хатĕрлеççĕ, малтанхи хăнăхусем параççĕ.

Кирек ăçта ĕçлесен те паян педагогăн, воспитателĕн паянхи пурнăçпа пымалла, хăйĕн пĕлĕвне, ăсталăхне ÿстерсе пымалла. Çакна ЧР Президенчĕ  ЧР Патшалăх Канашне янă «Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле» Çырăвĕнче те палăртрĕ, приоритетлă наци проекчĕсенчен пĕри шăпах вĕрентÿ ĕçĕ пирки ĕнтĕ. Кашни ача паха пĕлÿ илме пултарни паянхи пурнăçшăн та, общество аталанăвĕшĕн те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Калас пулать, районти шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче хăйсен ĕçне чунтан парăннă, пултаруллă педагогсем ĕçлеççĕ. Çакна иртнĕ кĕçнерникун  Муркашра иртнĕ КВН тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Савăнăçлисемпе тавçăруллисен клубĕн вăййинче 5 команда хутшăнчĕ. Вĕсен шутĕнче: Муркашри «Солнышко» тата «Путене»,  Москакассинчи «Колокольчик», Мăн Сĕнтĕрти «Мечта» тата Чуманкассинчи «Малыш» ача сачĕсен командисем.

Командăсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ конкурссенче кăтартрĕç. Вăйă «Манăн ача сачĕ - манăн тăван кил» ятпа иртрĕ. Малтан унта хутшăнакансем пĕр-пĕрне саламласа хăйсемпе паллаштарчĕç. Ун хыççăн кашни команда теприне ыйту парса çивĕч ăсне тĕрĕслерĕ.

Капитансен конкурсĕ питĕ интереслĕ иртрĕ. Кашни команда капитанĕ хăйсен садикне тин çеç ĕçлеме пынă çамрăк воспитателе кирлĕ сĕнÿсемпе ачана тĕрĕс воспитани пама вĕрентнине итлеме питĕ кăсăклă пулчĕ. Капитанĕсем те вара пĕри тепринчен те  пултаруллăрах.

Çамрăк воспитательсене вĕсен усăллă канашĕсем кулленхи ĕçре, паллах, сахал мар кирлĕ пулĕç.

Курма пухăннисем те тĕрлĕ ыйтусем çине хуравласа командăсене очкосем хушса пачĕç.

Пултаруллă ĕçлекен çын юрра-ташша та ăста пулать. Çак чăнлăха та воспитательсем тĕрлĕ такмаксем каласа тепĕр хут çирĕплетрĕç, пĕри те артистран та кая мар. Илемлĕ юрă-ташă вара кăмăла çĕклет, тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать.

Жюри членĕсемне итогсене пĕтĕмлетсе чи пултаруллисене палăртма çăмăл пулмарĕ, мĕншĕн тесен кашни команда çивĕч ăсĕпе, анлă тавракурăмĕпе уйрăлса тăрать.

Юлашкинчен çакă паллă пулчĕ. Чи нумай очко пухса пĕрремĕш вырăна Муркашри «Солнышко» ача сачĕн команди (ертÿçи К.П. Макарова) йышăнчĕ, 1 степеньлĕ дипломпа хаклă парнене тивĕçрĕ. «Колокольчик» тата «Путене» ача сачĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç, вĕсене те дипломпа хаклă парнесем пачĕç. «Мечта» тата «Малыш» ача сачĕсен командисем те тĕрлĕ номинацисемпе  Хисеп грамотисемпе парнене тивĕçрĕç.

Конкурссем вăхăтĕнче куракансене Çатракассинчи вăтам шкулти ачасен «Журавушка» кăтартуллă ансамблĕ илемлĕ юрри-ташшисемпе савăнтарчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика