20 апреля 2006 г.
Кĕнеке пирĕн пурнăçра çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çитĕнекен ăрăва пурнăç çулĕ çине тухма пулăшаканни, тарăн пĕлÿ параканни те вăлах. Ачасем кĕнекесене юратчăр, ытларах вулаччăр тесе Муркашра ача-пăча кĕнекисен эрни иртрĕ.
Пĕрремĕш кун Муркашри вăтам шкулти актовăй зала 1-5 классенче вĕренкенсем пухăнчĕç. Ку утренникри кĕнекене халалланă сăвăсемпе каларăшсем, ваттисен сăмахĕсем янрарĕç. Ачасем библиотекарьсемпе тата учительсемпе пĕрле кĕнекен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине çирĕплетрĕç. Библиотекарьсем ача-пăча кĕнекисем çуралнин историйĕпе, кĕнекесене мĕнле пичетленипе паллаштарчĕç. Кунтах «Кĕнекесен тĕнчи- ăслă патшалăх» ятпа кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ.
Ун хыççăн сцена çине ача-пăча произведенийĕсен персонажĕсем тухрĕç. Кунта Бармалейĕ те, Чебурашка та, Буратино та т. ыт. пур. Вĕсем хăйсем çинчен тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тĕрĕс пĕлчĕç, юрларĕç, ташларĕç.
Ача-пăчасен кĕнекисен иккĕмĕш кунне чăваш писателĕсене халалларăмăр. Ача-пăча библиотекинче «Чăваш çыравçисем - ача-пăчасен тусĕсем» ятпа кĕнекесен выставкине йĕркелерĕмĕр. Унта ачасем валли çырнă кĕнекесене вырнаçтартăмăр. 5 класра вĕренекенсем валли литература сехечĕ ирттертĕмĕр. Кунта вĕсене библиотекарьсем Иван Яковлев, Трубина Марфи, Çемен Элкер, Юлия Силэм, Лидия Сарине, Людмила Сачкова пултарулăхĕпе тата вĕсен хайлавĕсемпе паллаштарчĕç. И.Я. Яковлев, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, ачасем валли калавсем нумай çырнă: «Кулач», «Автан», Эп сехет çĕмĕрни» т. ыт. калавсене ачасем паян та юратса вулаççĕ. Юлашкинчен ачасемпе вăйă евĕрлĕ викторина ирттертĕмĕр. Вĕсем тĕрлĕ ыйтусем çине хуравласа чăваш писателĕсене, вĕсен хайлавĕсене аса илчĕç.
Ача-пăча кĕнекисен эрнин виççĕмĕш кунне те ачасем валли çыракан вырăс писателĕсене халалларăмăр. 3 класра вĕренекенсемпе литература сехечĕ пулчĕ. «Ачасене панă пултарулăх» ятпа кĕнекесен выставки ĕçлерĕ. Д.Н. Мамин-Сибиряк çапла каланă: «Мĕнле телей вăл - ачасем валли çырасси». Кунта вĕренекенсем: Агния Барто, Самуил Маршак, Сергей Михалков, Корней Чуковский, Виктор Драгунский пултарулăхĕпе паллашма пултарчĕç. Библиотекарьсем ачасене уйрăмах Корней Чуковскипе Агния Барто пултарулăхĕ çинчен ытларах каласа пачĕç. Ун хыççăн ачасем кроссворд тупсăмĕсене пĕлчĕç, хăйсем юратнă сăвăсене пăхмасăр каларĕç. Килте çак хайлавсем тăрăх сăн ÿкерчĕксем тума заданисем илчĕç.
Çак мероприятире вĕренекенсем çапла пĕтĕмлетÿсем турĕç: ача-пăча валли çыракан писателĕсен произведенийĕсем тĕрĕслĕхе, ырă кăмăллă, хăюллă, ăслă пулма вĕрентеççĕ - вĕсем вулавçăсен чăн-чăн тусĕсем.
Ача-пăча кĕнекисен эрни тăваттăмĕш кунĕ тăван тавралăх, çут çанталăк пирки пулчĕ. Ача тăван тавралăх илемне курма-туйма вĕрентĕр, унăн пуянлăхне упратăр тесен, ăна çут çанталăка юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхтармалла. Çак кун 5-8 классенче вĕренекенсемпе библиотекарьсем экологи вăййине ирттерчĕç, «епле илемлĕ эсĕ тăван ен» ятпа тăван тавралăх пирки çул çÿрев пулчĕ. Вĕсем ачасене Чăваш Республики, унăн уйрăмлăхĕсем, пуянлăхĕсем çинчен пĕлтерчĕç, ăна упрамалли çинче тĕплĕн чарăнчĕç, Хĕрлĕ кĕнекепе паллаштарчĕç. Кунтах тăван тавралăх пирки электронлă презентаци пулчĕ.
Юмах тĕнчи - асамлă тĕнче. Вĕсемсĕр пĕр ача те ÿссе çитĕнмест. Тĕрлĕ халăхсен юмахĕсем 5 класра вĕренекенсем икĕ командăна пайланса хăйсем юмахсене мĕнле пĕлнине кăтартрĕç, вĕсене паянхи пурнăçпа çыхăнтарса инсценировкăсем лартса пачĕç, хыççăн капитансен конкурсĕ пулчĕ. Ачасем çак кун хăйсем юмахсене юратнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Чи активлă ачасем - кĕнекене юратакансем парнесене тивĕçрĕç.
Кĕнеке вулама хăнăхасси çемьерен пуçланать. Ача-пăча кĕнекисен эрнин юлашки кунĕнче библиотекăна ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем «Сирĕн çемьен юратнă кĕнекисем» выставка йĕркеленĕ. Пĕрле калаçса тĕрлĕ конкурссем ирттерсе туслăх тата çирĕпленчĕ. Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче вулакансем валли кинолектори пулать. Ача-пăчасен кĕнекисен эрни вĕçленчĕ пулин те пирĕн библиотека алăкĕ кĕнеке юратакансемшĕн яланах уçă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"