20 апреля 2006 г.
Виçĕмкун çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комисси ларăвĕ пулса иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, асăннă комисси председателĕ А.Н. Иванов ертсе пычĕ. Унта Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче çамрăксем право йĕркине пăснă тĕслĕхсене пăхса тухрĕç. Юлашки вăхăтра ку тăрăхра çакăн пек тĕслĕхсем тĕл пулчĕç.
Çакна палăртмалла: асăннă комисси ларăвĕсенче ял тăрăхĕсенче çул çитмен çамрăксем прова йĕркине пăсассипе лару-тăру епле пăхса тухассипе час-часах пăхса тухаççĕ. Кĕçех ку тĕлĕшпе Мăн Сĕнтĕр, Катькас, Юнкă ял тăрăхĕсене отчечĕсене итленĕ. Çитес ларупа вара ку енĕпе Муркаш ял тăрăхĕн ÿкерчĕкне пăхса тухаççĕ.
Асăннă комиссисем кăçалхи 6-мĕш ларăвĕнче вара çавăн пекех 8 административлă ĕçе пăхса тухрĕç. 3-шĕ Уйкас Янасал тăрăхĕпе 2 ĕçĕпе район сучĕ кăларнă приговора тишкерчĕç, тепри - çул çитмен çамрăк право йĕркине пăсни. Çавăн пекех ларура çул çитмен çамрăксем право йĕркине пăснă 3 тĕслĕхе Муркаш ял тăрăхĕпе 1 тĕслĕхе Юнкă ял тăрăхĕпе пăхса тухрĕç. Унсăр пуçне 1 административлă ĕçе - Йÿçкасси ачисене тивĕçлĕ воспитани паман ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе пăхса тухнă .
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"