Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăхĕшĕн хисепре

27 марта 2006 г.

 

Кирек епле ĕçе те чуна парса, юратса пурнăçламалла. Ун чухне ăнăçу пуласси пирки иккĕленмелли çук. Кашни ĕçех кирлĕ пурнăçра, вĕсем пурте çын пурнăçĕпе çыхăннă. Анчах та ĕмĕр тăршшĕпех пурнăçламалли тивĕçе те тĕплĕн шутласа суйласа илмелле. Чун туртман ĕçре малашлăх шанчăкĕ çук. Телее, пирĕн районта кашни отрасльтех хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем вăй хураççĕ.

Культура сферинче тăрăшакансен тивĕçĕ куçа курăнмасть. Анчах та вĕсемсĕр те пурнăçра май çук. Ял çыннисен канăвне усăллă йĕркелессишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеççĕ вĕсем. Хальхи саманара çынсене художество пултарулăх ушкăнне явăçтарма та, вĕсене пĕр коллектива пĕтĕçтерме те çăмăл мар. Апла пулин те вĕсем хăйсен ĕçне юратса йывăрлăхсене çирĕппĕн çĕнтерсе пыраççĕ.

Çакăн пеккисенчен пĕри-хальхи вăхăтра Ильинка ял тăрăхĕнчи Вăрманкассинчи Культура çурчĕн ертÿçинче ĕçлекен Э.Г. Бронина. Халĕ самани те самаях улшăнчĕ. Çавна май пурнăçра та çĕнĕлĕхсем нумай кĕчĕç.

Эльвира Геннадьевна культура  ĕçĕнче 1982 çулта январь уйăхĕнче вăй хума пуçланă. Кăçал унтанпа шăпах чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ. Пурăна-киле ялти клубран Культура çуртне туса хунă. Ун чухне те ăна унăн ертÿçи пулма шаннă.

Э.Г. Бронина пурнăçпа тан пыма тăрăшакан мал ĕмĕтлĕ çын. Çавăнпа та хăйĕн пĕлĕвне куллен ÿстерсе пыма тăрăшать вăл. Çак тĕллевпех ĕнтĕ 2002 çулта Чăваш Республикинчи культура училищин «Социаллă культура ĕçĕ» уйрăмне пĕтернĕ.

Пултаруллă çын кирек ăçта та хисепре . Эльвира Геннадьевна та хастар ĕçĕшĕн район администрацийĕн  Хисеп грамотине, тав сăмахĕсене сахал мар тивĕçнĕ. Ял çыннисен канăвĕ усăллă ирттĕр тесе нумай мероприятисем ирттерме тăрăшать вăл, кашни уявах ялти общественноçпа пĕрле лайăх хатĕрленсе кĕтсе илме тăрăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ ял çыннисем умĕнче те, коллективра та вăл пысăк хисепре.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика