27 марта 2006 г.
РФ Правительсви палăртнă вăхăт шутламалли йĕркепе килĕшÿллĕн, 2006 çулхи март уйăхĕн 26-мĕшĕнчен тытăнса октябрь уйăхĕн 29-мĕшĕччен çĕршывра «çуллахи» вăхăт вăя кĕрет. Çавна май 2006 çулхи март уйăхĕн 26-мĕшĕнче 2 сехетре (вырăнти вăхăтпа) Раççей Федерацийĕн пĕтĕм территорийĕнче сехет йĕпписене 1 сехет малалла куçараççĕ.
Сăмах май тĕнчери промышленноç тĕлĕшĕнчен аталаннă мĕн пур çĕршывра талăкăн çутă вăхăчĕпе туллинрех усă курас тата энергоресурссене перекетлес тĕллевпе «çуллахи» вăхăтпа усă кураççĕ. Хăш-пĕр патшалăхра 1916 çултанпах йăлана кĕнĕ. Раççейре - 1981 çултанпа.
Сехет йĕпписене куçарнин пĕлтерĕшĕ - административлă вăхăта тата хĕвел вăхăтне шайлаштарасси. Кăçал 100 ытла çĕршывра «çуллахи» вăхăт çине куçаççĕ. Çав шутра - пĕтĕм Европа. Ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, «çуллахи» вăхăт çине куçни этем организмĕшĕн пĕртте сиенлĕ мар. Халăхшăн вара çурхи кунсем пуçланнă май пахчара, дачăра ĕçлемешкĕн, канмашкăн çутă вăхăт ытларах пулĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"