27 марта 2006 г.
Çут тĕнчере çыннăн ăшă кăмăл пулнине нимĕн те çитмест. Паянхи çăмăл мар лару-тăрура çынна сивĕ сăмахпа çапса хуçма нумай ăс кирлĕ мар. Анчах та, тав Турра, пурнăçра ырă çынсем нумайрах. Сăмах кунта Мăн Сĕнтĕр райповĕн буфетĕнче ĕçлекенсем пирки пырать.
Эпĕ Мăн Сĕнтĕрти ветерансен çуртĕнче пурăнатăп. Çамрăк мар ĕнтĕ. Ватлăхра пĕччен юлма питĕ йывăр. Тепĕр чух вĕри кукăль-пÿремеч çиме «Приволжское» кафе çумĕнчи буфета çÿретĕп.
Кунта ĕçлекен Г.И. Огадерова аслă буфетчица, Т.М. Галкина, Г.В. Кольцова, А.И. Просорова буфетчицăсем килекенсене яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереççĕ. Чăннипех кунта килсен кăмăл çĕкленет, пурăнас килет. Пысăк тав çак буфетчицăсене чун ăшшишĕн, çынсене хисепленишĕн. Ĕçре ăнăçусем, çирĕп сывлăх, телей сунатăп вĕсене.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"