27 марта 2006 г.
2006 çулăн пĕрремĕш кварталĕ вĕçленсе пырать. Çуркунне те вăй илчĕ ĕнтĕ, урамсенче шыв-шур кĕрлет.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнчи самоуправление йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» 131 № Федераллă саккун вăя кĕчĕ. Çак саккунпа килĕшÿллĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен - ял тăрăхĕсен ĕçĕ те, тивĕçĕсем те тĕпрен улшăнчĕç. Урăхла каласан, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хăйсен территоринчи пурнăçĕшĕн, пĕтĕмĕшле лару-тăрушăн яваплăх ÿсрĕ.
Муркаш ял тăрăхĕн территорийĕ пĕчĕк мар. Çавна май ĕçĕ те çителĕклĕ. Паян редакци хăни - Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин. Вăл район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçин А. Чернован ыйтăвĕсем çине хуравлама кăмăл турĕ.
- Николай Иванович, 131 № Федераллă саккун пĕлтерĕшне эсир мĕнре куратăр;
- Ман шутпа, çак саккунăн тĕп пĕлтерĕшĕ - влаç органĕсем халăх патне çывăхрах пулччăр тени тата хăй тытăмлăх органĕ тÿрремĕнех çынсемшĕн тăрăшасси. Ял тăрăхĕсен пĕтĕмпех ĕçне-хĕлне, ăна право йĕркине пăхăнса йĕркелессине, вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассине - пĕтĕмпех çак саккунра çирĕплетсе хăварнă. Чăн та, паян пирĕн умра пысăк та яваплă задачăсем тăраççĕ. Хальлĕхе ял тăрăхĕсен умне лартнă ыйтусемпе тÿрремĕнех ĕçлесе пыратпăр теме çук-ха. Халăха паха шывпа тивĕçтерессипе, çулсене тытса тăрассипе уйрăмах нумай тимлемелле.
- Çапла, çуллахи кунсенче шыв ыйтăвĕ, уйрăмах Муркашра, питĕ çивĕч тăрать.Кăçал ку тĕлĕшпе ырă еннелле мĕнле те пулин улшăну пулĕ-и;
- Малтанхи çулсенче ку ял тăрăхĕнчи халăха шывпа тивĕçтересси Е. Андреев яч. хис. хуçалăх тата Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх çинче пулнă. Нумай çул усă курнă пирки шыв пăрăхĕсем те, колонкисем те кивелсе çитнĕ. Е. Андреев яч. хис. хуçалăхăн вĕсене тытса тăма укçи-тенки çитмест. Çавăнпа та çулла уйăхĕ-уйăхĕпе шывсăр ларни те пулнă. Кун пек чухне çынсем шывпа усă курнăшăн укçине те тÿлесшĕн мар. Пĕрисем анкарти шăвараççĕ, теприсен вара ĕçме те, апат пĕçерме те шыв çук.
ЧР Президенчĕ «2005-2008 çулсенче Чăваш Республикинчи халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» республикăри тĕллевлĕ программа çинчен Указ йышăнни те ахальтен мар. Муркаш ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакан халăха паха шывпа тивĕçтерме проект туса хатĕрленĕ, унăн хакĕ 803 пин тенке ларчĕ. Халĕ проект экспертизăра. 2007 çулта ку ĕçе пурнăçламалла пулать. Ун чухне таса шыв кашни киле мĕн чухлĕ пынине счетчик палăртса пыма пулăшать. Шыв системине тытса тăма ятарлă хуçалăх кирлĕ пулать.
- Çул-йĕрсем, уйрăмах çуркунне, нумай ванаççĕ. Вĕсене юсаса тытса тăрасси пирки мĕн калама пултаратăр;
- Чăн та, юлашки вăхăтра хĕллехи кунсенче те çул-йĕре тивĕçлĕ шайра тытса тăма йывăрланса кайрĕ. Ку таранччен çулсене Е. Андреев яч. хис. хуçалăх тата Лантăшри ДРСУ тытса тăнă. Халĕ вара колхозăн бульдозерĕ ĕçлемест, республика шайĕнчи çулсене юр нумай хÿсе лартнă пирки ялсенче çул уçайман. Кун пирки пире нумай çынсем пĕлтернĕ. Хуçалăх ертÿçисем те укçа-тенкĕ çитмен пирки çак ĕçе пурнăçласшăн мар. Автомашина çулĕ вара ял çыннисене те кунсеренех кирлĕ, мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра ял тăрăхĕсенче пушар та пулнă, «васкавлă пулăшу» та чĕнме тивнĕ. Анчах пĕр машина та чĕннĕ çĕре çитеймен.
Çавăнпа та ялсенче яланах йĕркеллĕ çул пулмалла. Ăна тытса тăма вара укçа-тенкĕ кирлĕ. Çакна шута илсе, саккунпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕн Уставне йышăннă чух халăхпа калаçнă хыççăн тата Муркаш ял тăрăхĕн депутачĕсем хăйсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче çакăнпа килĕшнĕ. Кăçалтан пуçласа малалла 18 çул тултарнисенчен пуçласа кашни çынран 40 тенкĕ сомообложени укçи пухмалла пулать. Пухăннă укçапа халăха шывпа тивĕçтерме тата çул-йĕре тытса тăма, ялсенче тирпей-илем кÿме усă курмалла тесе йышăнса хăварнă.
- Ялсен инфраструктурине, социаллă пурнăçа аталантарни аван-ха, кирлĕ те. 2006 çулта ЧР Президенчĕ «Ăс-хакăлпа чун аталанăвĕн çулталăкĕ» тесе пĕлтерчĕ. Ку тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем тума шутлатăр;
- Ял тăрăхĕн администрацийĕ территоринчи обществăлла йĕркелĕхшĕн те яваплă. Ку енĕпе пирĕн милицин участокри уполномоченнăйĕпе пĕрле нумай тимлемелле. Ялсенче эрех тата тĕрлĕ суррогатсем сутакансем йышланса кайрĕç. Вĕсем халăха эрех сутаççĕ, çынсене вара инкек патне илсе çитереççĕ. Çавна пулах çемьесем арканаççĕ, хăшĕсем вăхăтсăрах пурнăçран уйрăлаççĕ, ачисене тăлăха хăвараççĕ. Эрех сутакансем пирĕн тăрăхра çирĕм çын ытларах. Хăшне-пĕрне административлă майпа явап тыттарнă пулсан та, вĕсем паян те эрех сутнине пĕлетпĕр. Çакна та асăрхаттарас килет, темле пулсан та, пурин те саккунпа килĕшÿллĕн явап тытма тивет. Инкеке лекнĕ çынна больницăра сыватнăшăн та укçа кăларса хума тивет.
Эрех ĕçсе, ÿсĕрле пирус туртнине пула юлашки вăхăтра инкексем те пулчĕç. Кашнинех асăрхаттарас килет: кун пекки пирĕнпе пулмасть тесе шутламалла мар, пурин те пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалла, вут-кăварпа асăрхануллă пулмалла. Газ плитисемпе кăмакисем юсавлă пулччăр, вĕсене вăхăтра пăхса тăмалла. Газ системине юсавсăр пулнине курсан тÿрех 2-10-04 номерлĕ телефонпа Муркашри газ участокне пĕлтермелле.
Çавăн пекех ял тăрăхĕнче обществăлла йĕркене пăсакансем, преступлени тăвакансем чылаййăн, уйрăмах эрех ĕçсе хирĕçекен, ăнăçсăр çемьесенче. Кун пеккисем Муркаш ял тăрăхĕнче 37 çемье. Çак çемьесемпе, вĕсенчи çынсемпе профилактика ĕçĕсем ирттерме вырăнти депутатсене тата авторитетлă çынсене çирĕплетсе хăвартăмăр. Вырăнти общественноç та ку тĕлĕшпе активлăх кăтартасса шанас килет. Çамрăксене тÿрĕ çултан пăрăнма парас марччĕ, вĕсем сывă пурнăç йĕркине курса, хăнăхса ÿсчĕр.
- Юр кунсерен чаксах пырать. Çавна май ялсене, урамсене тир
Çпей-илем кĕртесси те аякра мар. Ку енĕпе сирĕн тĕллевсем мĕнлерех;
- Ял тăрăхĕн территорине тирпей-илем кĕртессипе те тăрăшмалли нумай. Ял сăн-сăпачĕ илемлĕрех пултăр тесе кăçал çуркунне вырăнти депутатсем Муркашри ача-пăча паркĕ çумне йывăçсем лартса хăварасшăн. Çак парк айккипе асфальт сарнă сарлакарах утма çул пулмалла. Чиркÿ пулмалли вырăнта хальлĕхе кĕлĕ çуртне тума пуçласшăнах. Çынсем хытах ыйтаççĕ, ăна тума тытăнсан укçа пухма та шантараççĕ. Пурте пĕр шухăшлă пулсан ăна тума вăй çитеретпĕрех пулĕ тетĕп.
Парксенче тата çул хĕррисенче, газонсем çинче, чечексем çитĕнтерме пулать тесе шутлатăп. Кунта кашни предприятипе учреждени хутшăнса çак ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывасса шанас килет. Ялсен, урамсем илемлĕ хамăршăн, пуриншĕн те лайăх пултăр.
Кашни магазин е буфет умĕнче çÿп-çап валли ятарлă ещĕк пулмалла. Ĕç кунĕ вĕçленсен унта ĕçлекенсен ку ещĕке пушатмалла, ăна валли ятарлă контейнерсем пулмалла. Çак тивĕçсене вĕсем йĕркеллĕ пурнăçламан пирки ещĕксене каçхине çимелли шыраса йытă-кушаксем тÿнтереççĕ, мĕн пур таса мар çÿп-çап урамра вĕçсе сапаланать. Магазин хуçисен паян тупăш илессишĕн кăна тăрăшмалла мар, тирпей-илем пирки те шутламалла. Çавăнпа та санэпиднадзор центрĕн ĕçченĕсемпе рейдсем ирттермелле пулать.
Çакна та каламалла. Муркашри пасар территорийĕнче тасалăхпа тирпейлĕх тивĕçлĕ шайра мар. Суту-илÿ вĕçленнĕ хыççăн унти çÿп-çапа, хут таткисене тÿрех пуçтармаççĕ, вĕсем вара ытти территорисене вĕçсе сапаланаççĕ. Ăна вара никам та пуçтармасть. Кунтах таса мар хутсене, çÿп-çапа çунтараççĕ, çакă та килĕшÿллĕ пулăм мар, сывлăша варалать, мĕншĕн тесен унта çунтарма юрамасть. Киосксем те пурте пĕр вырăнта лармаççĕ, автомашинăсене лартма ятарлă лаптăк çук. Кунта йĕрке тума та нумай тимлемелле. Çакна та каламалла, çамрăксем пĕчĕк пакетсенче сутакан хĕвелçаврăнăш, мăйăр тĕшши, типĕтнĕ çĕр улми т. ыт. те илсе çиеççĕ., пакетсене урам варринех пăрахса хăвараççĕ, культура çитменни курăнать. Обществăлла вырăнсенче сăра ĕçме юрамасть пулин те, урамсенче сăра кĕленчисем сахал мар выртаççĕ. Йĕркелĕх органĕсен ку енĕпе çирĕпрех ыйтасчĕ.
Район центрĕ, Муркаш ялĕ, республикăри конкурсра хутшăнса икĕ хутчен малти вырăнсене йышăннăччĕ. Кăçал ял тăрăхĕн депутачĕсем ку ыйтăва пăхса тухса ятарлă положени çирĕплетрĕç.
Чи тирпейлĕ те илемлĕ район центрĕ» конкурсра çĕнтерсе çитес çул республика кунне Муркашра ирттерессе шанаççĕ вĕсем. Ун чухне республика бюджетĕнчен района çак уява ирттерме укçа-тенкĕ енчен те пулăшу пулать тесе шутлатпăр. Çавăнпа та кашни çыннăн, кашни хуçалăхăн хăйсен пÿрт-çурт-йĕри таврашне, урамсене тирпейлĕ тытасчĕ, пур çĕрте те тасалăхпа илем хуçалантăр, чечексем ешерччĕр.
- «Чи кăтартуллă ял» смотр-конкурс положенийĕпе кăштах паллаштарăр-ха;
- Малтанах çакна пĕлтерес килет. Муркаш ял тăрăхĕн администрацийĕ тата Муркаш ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕпе пĕрле ун пирки йышăну турăмăр.
ЧР Президенчĕ 2006 çулта Патшалăх Канашне янă Çырăвне «Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле» тесе ят пачĕ. Унта вăл тирпей-илем кĕртесси ял тăрăхĕсен тĕп ĕçĕсенчен пĕри пулнине палăртнă. Çакна шута илсе эпир хамăр территоринче чылай ĕçсем пурнăçлама палăртрăмăр. Вĕсенчен хăшне-пĕрне асăнса хăвартăм ĕнтĕ. Кăçал çĕнĕ Культура çурчĕ йĕри-тавра тирпей-илем кĕртмелле, ун умĕнче фонтан пулмалла, Новая, Колхозная тата Чапаев урамĕсенче çулсем тумалла. Кăçал иртекен смотр-конкурса эпир «Юрататăп сана, тăван ялăм» тесе ят патăмăр.
Унăн тĕллевĕ - ялсенчи çынсене тăван тавралăха упрама тата хÿтĕлеме хăнăхтарасси, тирпей-илем кĕртессипе ырă опыта сарасси, экологи тĕлĕшĕнчен пĕлÿ парасси т. ыт. те. Çак смотр-конкурсра «Чи лайăх харпăр хăй хуçалăхĕ», «Чи тирпейлĕ урам», «Чи тирпейлĕ картиш», «Чи тирпейлĕ подъезд», «Чи илемлĕ предприяти е учреждени умĕ» номинацисем пулаççĕ.
Унăн итогĕсене июль вĕçĕнче пĕтĕмлететпĕр. Ăна валли ятарлă комисси те çирĕплетнĕ. Çĕнтерÿçĕсем хаклă парнене тивĕçĕç. Паллах, вĕсене палăртнă чухне пурне те шута илетпĕр, чи кăтартуллисене суйлатпăр. Пурне те çак смотр-конкурса активлă хутшăнма, тăван тавралăха тирпейлĕ тытма ăнăçусем сунатпăр. Тăрăшсан пурте пулать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"