Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕр стоительстви

20 марта 2006 г.

 

«Эпир тĕллев лартнă: пурăнмалли çурт-йĕр строительствин аталанăвне тулашри инвестицисене явăçтармалла кăна мар, сициаллă пĕлтерĕшлĕ çурт-йĕр фончĕ валли хаклă мар, хăвăрт çĕклемелли пысăк мар габаритлă хваттерлĕ çурт-йĕр строительстви енĕпе пилотлă проект туса хумалла».

(ЧР  Президенчĕ Н. Федоров Патшалăх  Канашне янă çыруран).
 Юлашки çулсенче ЧР  Правительстви ялсен инфраструктурине аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе ЧР  Президенчĕ темиçе указ йышăнчĕ. «Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле»  Çырăвĕнче çурт-йĕр строительствин наци проектĕнче те   вăл çакна палăртрĕ. Мĕншĕн тесен кашни çын пуçне хута яракан çурт-йĕр лаптăкĕпе пирĕн республика федерацин  Атăлçи округĕнчи мĕн-пур регионсенчен иртсе кайнă.

Юлашки çулсенче уйрăм çынсене çурт лартма патшалăх та пулăшать, ку енĕпе республикăра темиçе программа ĕçлет. Иртнĕ çулта пирĕн районта вĕсемпе мĕнле усă курнă, пĕтĕмĕшле ĕçсем еплерех; Çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама ыйтнă район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчен, капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçинчен В.Г. Никитинран.

- Владимир Германович 2005 çулхи строительство ĕçĕсем  пирки пĕтĕмĕшле мĕн калама пултаратăр;

- Муркаш районĕнче 37,2 пин çын пурăнать, пĕтĕмпе 13899 уйрăм çурт тата хваттер шутланать. Юлашки çулсенче пурăнмалли çурт-йĕре хута ярасси ÿссе пынă. 2005 çулта пурăнмалли çурт-йĕр 22658 тăваткал метр чухлĕ хута янă пулсан, çав шутран  социаллă çурт-йĕр - 1048,5 тăваткал метр чухлĕ. Пĕтĕмпе 635 уйрăм çурта  газ кĕртнĕ. Пĕлтĕр пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕ 21,95 тăваткал метр чухлĕ пулнă. 2006 çулта укçа-тенкĕпе тивĕçтерекен мĕн пур çăлкуçсемпе усă курса 26057 тăваткал метр çухлĕ çурт-йĕр ямалла. Ку вăл малтанхи чулхипе танлаштарсан 115 процент чухлĕ пулать. Пурăнмалли çурт-йĕр лартма патшалăх пулăшăвĕпе усă курса районта  социаллă çурт-йĕр тăваççĕ, ипотека кредитне илеççĕ, каялла тавăрмалла мар субсиди те илеççĕ.

- Вĕсем çинче тĕплĕнрех чарăнар-ха;

- Субсидипе усă курса социаллă çурт-йĕр лартмалли программăпа 2005 çул валли 2767,1 пин тенкĕ пăхса хунăччĕ. Ку вăл Муркашри Паркăвăй урамри нумай хваттерлĕ çурт валли. Иртнĕ çулта 10 çемье субсидипе усă курса хута янă çак урамри çуртра хваттер туяннă. Подрядчика пĕтĕмпе 4987 пин тенкĕ куçарса панă, çав шутра вырăнти бюджетран - 2707 пин тенкĕ. Кăçал вырăнти бюждетран çак тĕллевпе 2944,7 пин тенкĕ уйăраççĕ, ăна ял тăрăхĕсем урлă ялта çурт лартакансне параççĕ.

Социаллă ипотека кредичĕн программипе иртнĕ çулта граждансен 32 заявленине пăхса тухнă, вĕсенчен 15-шĕ çак кредита 2708,8 пин тенкĕлĕх илнĕ. 2006 çул валли ипотека кредитне пама 3102 пин тенкĕ пăхса хунă.

- Çамрăк çемьесене çурт-йĕр лартма пулăшассипе ĕçсем мĕнле пыраççĕ;

- ЧР Президенчĕн тимлĕхĕпе çамрăк çемьесене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшасси малалла пырать. Ку тĕлĕшпе вăл 2002 çулхи март уйăхĕнче «Чăаш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвне парассине вăйлатмалли мерăсем çинчен» 5 № Указ йышăннăччĕ. Çак указпа килĕшÿллĕн иртнĕ çулта «Çамрăк çемье» программăпа çăмăллатнă условипе кредит илме  44 заявлени пăхса тухса Раççей перекет банкĕн Муркашри 7037 № уйрăмне янă. Çĕнĕ çул тĕлне 40 çамрăк çемье  çак кредита16104 пин тенкĕ чухлĕ илнĕ.

Республика бюджетĕнчен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 19 çемье 948,6 пин тенкĕ субсиди панă. 2006 çул валли ку тĕллевпе 2108 пин тенкĕ пăхса хунă.

«Ялсене 2010 çулччен социаллă аталантарасси» ркçеспубликăра тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пирĕн района 2328,83 пин тенкĕ уйăрса панă. Ку субсидипе ялсенчи специалистсен 26 çемйи усă курса хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарчĕ. Хальхи вăхăтра ку программăпа каялла тавăрмалла мар субсиди илме 25 çемье документсем хатĕрлесе тăратнă та ĕнтĕ.

- Пурăнмалли çурт-йĕре ăçта ытларах тăваççĕ-ха;

- «Раççей гражданĕсене - тивĕçлĕ тата хăтлă пурăнмалли çурт-йĕр» наци проектне пурнăçласа, пурăнмалли çурт-йĕрĕн коммуналлă инфраструктурине çĕр участокĕсемпе тивĕçтерес тĕллевпе Муркашра генеральнăй плана улшăнусем кĕртнĕ, Парковăй урамри микрорайонта çуртсем лартмалли проект туса хатĕрленĕ. Вĕсен шутне нумай хваттерлĕ 6 çурт, магазин, инженери инфраструктурин системи кĕреççĕ. Ку проект пурнăçланса пырать ĕнтĕ: виçĕ çурта тата магазина хута янă. Хальхи вăхăтра «Моргаушская» МСО» ЗАО строителĕсем   40 хваттерлĕ çурта купалаççĕ.

- Малтанхи çулсенче хута янă тата кивелекен çуртсене тытса тăрассипе мĕнле ĕçсем пурнăçлама палăртнă кăçал;

- Чăн та, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх обьекчĕсен техника тĕлĕшĕнчи пĕтĕмĕшле лару-тăрăвне лайăхлатассипе чылай тимлемелле-ха. Кивелнĕ çуртсем те сахал мар. Çавна май инженери инфраструктурине пурнăçласа, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх реформипе килĕшÿллĕн кăçалхи задачăсен шутне çаксене кĕртмелле:

- районти ялсене аталантармалли планпа килĕшÿллĕн, инженери инфраструктурине лайăхлатас тĕлĕшпе комлекслă ĕçлемелле.*

- граждансен мĕн пур категорийĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма çурт-йĕр лартассине хăвăртлатмалла, ăна валли тĕрлĕ шайри бюджет укçи-тенкипе усă курмалла, çав шутра ипотека кредичĕпе те*

- пурăнмалли çуртсене газ кĕртессине вĕçлемелле*

- ĕçмеллли паха шывпа тивĕçтермелли программăпа килĕшÿллĕн ялсенче шыв пăрăхĕсене çĕнетсе улăштарассипе ĕçлемелле*

- ялсенчи харпăр хăйсен пурăнмалли çĕнĕ  çурчĕсене электричество кĕртмеллле т. ыт. те.

 Пĕтĕмĕшле каласан, ĕçĕсем çителĕклĕ, алла усса ларма вăхăт çук. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлассине тивĕçлĕ предприятисемпе организацисемсĕр пуçне ял тăрăхĕсем те хăйсен тÿпине хывасса шанас килет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика