Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыравçăсем - эсир пĕлекен çынсем

20 марта 2006 г.

 

Кăçалхи июлĕн 1-25-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пулать. Халĕ пирĕн районта та ытти çĕрти пекех хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Июнь уйăхĕ вĕçленĕ те - сирĕн алăкран çыравçăсем шаккĕç. Камсем вĕсем; Тата вĕсен тивĕçĕсем мĕнлерех; Хаçат вулакансене çак ыйтусем кăсăклантарнине шута илсе, эпĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне пирĕн районта ирттерессишĕн яваплă С.Ф. Кириллова уполномоченнăйпа калаçрăм.

- Светлана Фадеевна, çырав ирттересси пĕччен тумаллли ĕç мар. Яваплăх камсем çине ытларах тиенет;

- Çырав вăхăтĕнчи тĕп ĕç, тĕп йывăрлăх переписчиксемпе  инструкторсем çине тиенет. Çыравçăсем ял хуçалăх çыравĕн объекчĕсем пирки сведенисем пуçтараççĕ, вĕсене çырав хучĕсем çине кĕртсе çыраççĕ. Инструкторсем вара çыравçăсен ĕçне йĕркелеççĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх çырăвĕн объекчĕсем çинчен сведенисене тĕрĕс пуçтарнине тĕрĕслесе тăраççĕ.

Çакна та каласа хăвармалла. Маларах ирттернĕ çыравсем çак ĕçре тепĕр фигура кирлине кăтартса пачĕç. Ку вăл - координатор. Унăн тивĕçĕсем вара çакăн пек: координатор камсем переписчиксем пулассине суйласа илет, вĕсене вĕрентет. Çавăн пекех вăл переписчиксемпе инструкторсен ĕçне йĕркелет, вĕсем ял хуçалăх çыравĕн объекчĕсем çинчен сведенисене тĕрĕс пуçтарнине контроллет. Малтанласа тата тĕрĕслес тĕллевпе çырав объекчĕсем патне тухасси те координаторăн тивĕçĕ пулса тăрать.

 - Çапла вара халь çеç асăннă çыравçăсемпе инструкторсем, координаторсем ял хуçалăх çыравĕ ирттерессишĕн яваплă пулса тăраççĕ. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ объекчĕсем пирки сведенисене пуçтараççĕ тата тĕрĕслеççĕ. Çырав объекчĕсенче переписчиксем перепиç пуçланичченех пулса çаврăнаççĕ. Сведенисене ыйтса çырав хучĕсене тултараççĕ.

Çырав тапхăрĕ иртсен, тепĕр хут çав объектсене тухса кĕреççĕ. Юлашкинчен тултарса çырнă çырав докуменчĕсене район шайне параççĕ.

- Пирĕн районта çÿлерех асăннă тивĕçсене миçе çын пурнăçлать; Камсем вĕсем;

- Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерме районта 112 çыравçă, 18 инструктор тата 3 координатор хутшăнать. Вĕсене халăх хисеплекен, халăх шанакан çынсенчен палăртаççĕ: вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем, ял хуçалăх специалисчĕсем, бухгалтерсем т. ыт. те. Çитменнине вĕсенчен чылайăшĕн ку тĕлĕшпе ĕç опычĕ те пур. Çÿлерех асăннă категорирен ытларахăшĕ 2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерес ĕçе те хутшăннă. Çавăн пекех çак яваплă тивĕçсене пурнăçлама çамрăксене, студентсене те явăçтараççĕ.

Палăртмалла, çак ĕçшĕн вĕсене тÿлеççĕ.

- Сведенисем ыйтакансем переписчиксем пулнине ăçтан пĕлмелле;

- Вĕсене хăйсем çыравçă пулнине çирĕплетекен удостоверени параççĕ. Çав удостоверенисене вĕсен, сведенисем илме пырсан, хуçалăх ертÿçисене тата уйрăм çынсене кăтартмалла.

-  Халăхра çырава хушма ху-çалăхран налку илес тĕллевпе ирттерет тесе пăшăлтатакансем те пур. Вĕсен тата çырав вăхăтĕнче сведенисем пама иккĕленсе тăракан çынсен шухăшне сирсе мĕн калама пултаратăр;

- Çывхарса калакан Пĕтĕм Раççейри çыравра илекен сведенисемпе ял хуçалăхĕнчи лару-тăру структури çинчен пĕлме, ăна лайăхлатас тĕллевпе усă кураççĕ. Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çинчен калакан  федераллă саккунра уйрăмах çакăн пирки палăртса каланă: çырав вăхăтĕнче пуçтарнă сведенисем конфиденциаллă (вăрттăн) шутланаççĕ, вĕсемпе саккунра палăртман тĕллевсемпе усă курмаççĕ.

Каламалла, çÿлерех асăннă саккунăн тĕп принципĕ - уйрăм пурнăçа тата харпăрлăх хуçин прависене тĕкĕнмелле марри. Çыравра пуçтарнă сведенисем вăрттăн пулнине çакă та çирĕплетет: уйрăм çынсенчен ыйтса çыракан çырав хучĕсем çине сведенисем камсем  панине те, вĕсен адресне те палăртмаççĕ. Çакă та «тет» тени тĕрĕс маррине кăтартса парать. Уйрăм çынсем, юридически лицосем панă сведенисене кирек кам та кĕме, вăрлама, çухалма, пăсса çырма пултарайман условисенче пăхса тухаççĕ.

Çавăнпа та районта пурăнакансем Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хастар, шанăçпа хутшăнасса шанас килет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика