20 марта 2006 г.
Хуçалăх ĕçĕн пĕчĕк формисене аталантарма выльăх-чĕрлĕх, пахча-çимĕç продукцине туса илессине ÿстермелле. Наци проектĕнче çак тĕллевпе чылай укçа-тенкĕ уйăраççĕ.
Пирĕн ял çыннисен те çак ĕçрен тăрса юлмалла мар. Кашни пуçаруллă çемье çак тĕллевпе 300 пин тенкĕ таран кредит илме пултарать. Питĕ меллĕ кредит. Банк проценчĕсене патшалăх саплаштарать-çке. Апла пулсан ĕçлеме ÿркенмелле мар çеç.
Тĕплĕнрех 3-мĕш страницăра паллашăр. Ыйтусем пулсан вырăнти ял тăрăхĕсене е район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленине кĕрсе тухăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"