Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ăшши пурин валли те

20 марта 2006 г.

 

Ятлă çынна ял савать. Ку, чăн та, çапла, мĕншĕн тесен пĕр ялта е урамра пурăнакансем кам мĕнле сывланине пурте лайăх пĕлсе-курса тăраççĕ. Тепĕр çынна курса калаçсан унран уйрăлас та килмест. Сăмахĕпе, ăшпиллĕхĕпе, çынна ырă суннипе туртать вăл хăй патне. Муркаш ялĕнче пурăнакан Мария Васильевна Виноградова шăпах çавăн пеккисенчен пĕри. Вăл Мари Республикинче çуралса ÿснĕ. Çемйи вĕсен пĕчĕк пулман, çичĕ ача çитĕнтерме тивнĕ ашшĕ-амăшĕн. Ун çумне ачаллах «куршанак» çыпăçнă.

Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Йошкар-Олари культурăпа çутĕç училищинче пĕлÿ пухнă.  Алла диплом илнĕ Мария Васильевнана пирĕн Муркаш тăрăхне ĕçлеме яраççĕ. Çамрăк специалист Культура çуртĕнче çулталăк хушши массовик-затейник пулса вăй хурать. Ун хыççăн районти  комсомол комитетĕнче ĕçлет. Хăйĕнчен çирĕп ыйтма хăнăхнă специалист тивĕçсене çине тăрса прнăçлать. 1962 çулта ача-пăча библиотекин ертÿçи пулса ĕçлет. «Ун чух тăтăшах ялсенчи  библиотекăсене тĕрĕслевпе тата методика пулăшăвĕ пама тухаттăмăр. Паянхи пекех астăватăп-ха, пĕррехинче Советскине çити çуран утнине. Чуна парса, ответлăха туйса ĕçлеттĕмĕр»,- аса илчĕ тивĕçлĕ канăва тухнă Мария Васильевна хăйĕн ĕçĕ пирки.

Хастарлăхне кура ăна районти тĕп библиотека ертÿçине лартаççĕ. Уй-хир ĕçĕсене пуçласан кулленех агитбригадăпа тухса çÿренĕ. Пур чухне те машина пулман пирки çуран çÿреме тивнĕ. Вулакансен йышĕ самай пысăк пулнă. Библиотека валли çĕр ытла хаçат-журнал çырăннă, тăватă-пилĕк пин кĕнеке килсе тăнă. 1979 çулта тĕп библиотека системин (ЦБС) ертÿçинче ĕçлеме тытăнать.

- Халăха ытларах хамăр пата явăçтарас, интереслентерес тесе çĕнĕлĕхсене шырама тиветчĕ. «Россияночка» тата «Ветеран» клубсем йĕркелерĕмĕр. Кунта çÿрекенсен йышĕ сахал пулман. Библиотекăна районăн  Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Республикăри «Чи лайăх библиотека» ята тивĕçме пултартăмăр. Мария Васильевна икĕ хут ял Совечĕн депутачĕ, вунă çул ытла халăх заседателĕнче вăй хунă. 1972-1980 çулсенче  Хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ пулнă. Тăрăшуллă хĕрарăма валли обществăлла тивĕçпе пĕрлех, килти хуçалăхра та ĕçĕ çителĕклех. Ачи-пăчине майлаштармалла, выльăх-чĕрлĕхне те ир-каç пăхмалла, пахчи-анкартийĕ те тимлĕх ыйтать. Пур ĕç валли те вăхăтне тупать вăл. Мария Васильевнан ĕçри тăрăшулăхне чылай  Хисеп грамотисем тата хаклă парнесем çирĕплетеççĕ.

1995 çултанпа вăл районти ветерансен канашĕн председателĕнче ĕçлет. Унăн тăтăшах тĕрлĕ ыйтусемпе килнĕ ватă çынсемпе тĕл пулма тивет, ветерансен çурчĕсенче те пĕрре мар пулнă. Районти чылай мероприяти хисепе тивĕçлĕ ветеран йĕркеленипе тата хутшăннипе пулса иртет. «Ватă çын, тăватă çын»,- теççĕ халăхра. Кунта та çавăн пекех.

Мария Васильевнăпа Александр Ефимович çемье çавăрса виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Виççĕшĕ те, тĕрĕс воспитани илсе, лайăх вĕренсе пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Шел, çемье пуçĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.

Игорь ывăлĕ Чулхулари юридици академийĕчен юрист дипломне алла илсе таврăнать. Халĕ вăл Муркашри банкра вăй хурать.

Людмила хĕрĕ Шупашкарти педагогика университетĕнче шкул çулне çитмен ачасен уйрăмне тата вĕрентÿ институтĕнче психологи факультетне пĕтернĕ. Халĕ Людмила Александровна Муркашри диагностикăпа консультаци центрĕн ертÿçинче вăй хурать.

Светлана хĕрĕ Саранск хулинчи коопераци техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ Шупашкарта ĕçлет.

Мария Васильевнан вара паян нихăш ачишĕн те пичĕ хĕрелмĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем: улми улмуççинчен аякка ÿкмест тенĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, хăйĕн çулĕсенчен чылай çамрăк курăнать вăл. Çынсене усал сунманни, ĕçе юратни вăй-хал парса тăраççĕ ăна. Ятлă çынна, ĕç ветеранне, нумай çулсем хушши савăнса пурăнма ырлăх-сывлăх, телей сунас килет.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика