20 марта 2006 г.
Тĕрлĕ уявсене интереслĕ мероприятисемпе паллă тăвасси районта йăлана кĕнĕ. Акă, иртнĕ шăмат кун та районти Культура çуртне халăх йышлăн пухăнчĕ, яшсемпе хĕрсем кунта хăйсен тус-юлташĕсен пултарулăхне хак пама килнĕ. «Чи илĕртÿлли тата килĕшÿлли» конкурс ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Унта кăмăл пуррисем пурте хутшăнма пултарчĕç пулин те, конкурса йĕркелекенсем 5 хĕре кăна суйласа илчĕç. Вĕсен шутĕнче: Ирина Романова, Екатерина Углева, Марина Иванова, Ксения Романова, Екатерина Васильева.
Каччăсем те аякра тăрса юлмарĕç, вĕсем жюри членĕсем пулчĕç. Алексей Марковпа Геннадий Константинов хĕрсен пултарулăхне тивĕçлипех хак пачĕç.
Пĕрремĕш конкурсра чи çивĕч ăслине тĕрĕслерĕç. Хĕрсем пурте пултаруллă пулни палăрчĕ. Тĕрĕс хуравсемшĕн хĕрсем чекчек евĕрлĕ жетонсене тивĕçрĕç.
Иккĕмĕш конкурсра хĕрсем вăр-вар ĕçлеме пĕлнине кăтартрĕç. Хăшĕн алли çыпăçуллăрах, кам хăвăртрах çăмха тума пултарать. Кунта Марина Иванова палăрчĕ, жюри Катя Углевăн ĕçне те тивĕçлĕ хак пачĕ, унăн çăмхи чи пахи пулчĕ.
Çамрăксен пурнăçран юлас мар тесен çивĕч ăс-тăнпа пĕрлех, хастар ĕçлеме те, юрра-ташша та маттур пулмалла. Виççĕмĕш конкурсра хĕрсем чечексем çинчен юрăсем шăрантарчĕç. Кунта та чи пултарулли Катя Углева пулчĕ.
Çĕлеме пĕлни те пулас амăшĕсене питĕ кирлĕ. Тепĕр конкурсра хĕрсем тÿмме лартса ăмăртрĕç. Катя Углева палăртнă вăхăтра 6 тÿмме лартма ĕлкĕрчĕ пулсан, Марина Романова 5 тÿмме çĕлесе лартрĕ.
Хутран кĕпе (платье) хатĕрлесси те çăмăл ĕç мар. Кунта та тавçăрулăх, ăсталăх сахал мар кирлĕ. Платьесен çыпăçуллă, илĕртÿллĕ пулмалла. Кунта та каллех Катя Углева çĕнтерчĕ.
Юлашки конкурсра хĕрсем ташшисемпе тĕлĕнтерчĕç. Кунта кашниех жетона тивĕçрĕ. Пур конкурс та интереслĕ, хаваслă иртрĕ. Тунсăхлама никамăн та вăхăт пулмарĕ. Чи нумай жетон пухса пĕрремĕш вырăна Катя Углева тухрĕ. Ирина Романовапа Катя Васильева иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Пĕтĕмлетсе вара çапла каламалла. Хĕрсем пурте пултаруллă, илĕртÿллĕ, тавçăрулăхпа палăраççĕ. Вĕсем пурте асăнмалăх хаклă парнесене тивĕçрĕç. Культура çуртне пухăннă çамрăксем вара çакăн пек интереслĕ мероприятисене йĕркелекенсене тав турĕç.
Тăрăшсан тем те тума пулать çав.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"