Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ саккун çĕнĕлле ĕçлеме ыйтать

20 марта 2006 г.

 

2006 çулăн пĕрремĕш кварталĕ вĕçленсе пырать. Çуркунне те вăй илчĕ ĕнтĕ, урамсенче шыв-шур кĕрлет.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнчи самоуправление йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» 131 № Федераллă саккун вăя кĕчĕ. Çак саккунпа килĕшÿллĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен - ял тăрăхĕсен ĕçĕ те, тивĕçĕсем те тĕпрен улшăнчĕç. Урăхла каласан, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хăйсен территоринчи пурнăçĕшĕн пĕтĕмĕшле лару-тăрушăн яваплăх ÿсрĕ.

Муркаш ял тăрăхĕн территорийĕ пĕчĕк мар. Çавна май ĕçĕ те çителĕклĕ. Паян редакци хăни - Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин. Вăл район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçин А. Чернован ыйтăвĕсем çине хуравлама кăмăл турĕ.

- Николай Иванович, 131 № Федераллă саккун пĕлтерĕшне эсир мĕнре куратăр;

- Ман шутпа, çак саккунăн тĕп пĕлтерĕшĕ - влаç органĕсем халăх патне çывăхрах пулччăр тени тата хăй тытăмлăх органĕ тÿрремĕнех çынсемшĕн тăрăшасси. Ял тăрăхĕсен пĕтĕм ĕçне-хĕлне, ăна право йĕркине пăхăнса йĕркелессине вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассине - пĕтĕмĕшле çак саккунра çирĕплетсе хăварнă. Чăн та, паян пирĕн умра пысăк та яваплă задачăсем тăраççĕ. Хальлĕхе ял тăрăхĕсен умне лартнă ыйтусемпе тÿрремĕнех ĕçлесе пыратпăр теме çук-ха. Халăха паха шывпа тивĕçтерессипе, çулсене тытса тăрассипе уйрăмах нумай тимлемелле.

- Çапла, çуллахи кунсенче шыв ыйтăвĕ, уйрăмах Муркашра, питĕ çивĕч тăрать.Кăçал ку тĕлĕшпе мĕнле те пулин улшăну пулĕ-и;

- Малтанхи çулсенче ку ял тăрăхĕнчи халăха шывпа  тивĕçтересси Е. Андреев яч. хис. хуçалăх тата Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх çинче пулнă. Нумай çул усă курнă пирки шыв пăрăхĕсем те, колонкисем те кивелсе кайнă. Е. Андреев яч. хис. хуçалăхăн вĕсене тытса тăма укçи-тенки çитмест. Çавăнпа та çулла уйăхĕ-уйăхĕпе шывсăр ларни те пулнă. Кун пек чухне çынсем шыв укçине те тÿлесшĕн мар. Пĕрисем анкарти шăвараççĕ, теприсен вара ĕçме те, апат пĕçерме те шыв çук.

ЧР  Президенчĕ «2005-2008 çулсенче Чăваш Республикинчи халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтересси» республикăри тĕллевлĕ программа çинчен Указ йышăнни те ахальтен мар. Муркаш ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакан хăлăха паха шывпа тивĕçтерме проект туса хатĕрленĕ, унăн хакĕ 803 пин тенке ларчĕ. Халĕ проект экспертизăра. 2007 çулта ку ĕçĕ пурнăçлама пулать. Ун чухне таса шыв кашни киле мĕн чухлĕ пынине счетчик палăртса тăма пулăшать. Шыв ситсемине тытса тăма ятарлă хуçалăх кирлĕ пулать.

- Çул-йĕрсем, уйрăмах çуркунне, нумай ванаççĕ. Вĕсене юсаса тытса тăрасси пики мĕн калама пултаратăр;

- Чăн та, юлашки вăхăтра хĕллехи кунсенче те çул-йĕре тивĕçлĕ шайра тытса тăма йывăрланса кайрĕ. Ку таранччен çулсене Е. Андреев яч. хис. хуçалăх тата Лантăшри ДРСУ тытса тăнă. Халĕ вара колхозăн бульдозерĕ ĕçлемест, республика шайĕнчи çулсене юр нумай хÿсе лартнă пирки ялсенче çул уçайман. Кун пирки пире нумай çынсем пĕлтернĕ. Хуçалăх ертÿçисем те укçа-тенкĕ çитмен пирки çак ĕçе пурнăçласшăн мар. Автомашина çулĕ вара ял çыннисене те кунсеренех кирлĕ, мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра ял тăрăхĕсенче пушар та пулнă, васкавлă пулăшу» та чĕнме тивнĕ. Анчах пĕр машина та чĕннĕ çĕре çитеймен.

Çавăнпа та ялсенче яланах йĕркеллĕ çул пулмалла. Ăна тытса тăма вара укçа-тенкĕ кирлĕ. Çакна шута илсе, саккунпа килĕшÿллĕн  Уставне йышăннă чух халăхпа калаçнă хыççăн тата Муркаш ял тăрăхĕн депутачĕсем хăйсен  Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче çакăнпа килĕшнĕ. Кăçалтан пуçласа малалла 18 çул тултарнисенчен пуçласа кашни çынран 40 тенкĕ сомообложени укçи пухмалла пулать. Пухăннă укçапа халăха шывпа тивĕçтерме тата çул-йĕре тытса тăма усă курмалла тесе йышăнса хăварнă.

- Ялсен инфраструктурине, социаллă пурнăçа аталантарни аван-ха, кирлĕ те. 2006 çулта  ЧР Президенчĕ «Ăс-хакăлпа чун аталанăвĕн çулталăкĕ» тесе пĕлтерчĕ. Ку тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем тума шутлатăр;

- Ял тăрăхĕн администрацийĕ территорийĕнчи обществăлла йĕркелĕхшĕн те яваплă. Ку енĕпе пирĕн милицин участокри уполномоченнăйĕпе пĕрле нумай тимлемелле. Ялсенче эрех тата тĕрлĕ суррогатсем сутакансем йышланса кайрĕç. Вĕсем халăха эрех сутаççĕ, çынсене вара инкек патне илсе çитереççĕ. Çавна пулах çемьесем арканаççĕ, хăшĕсем вăхăтсăрах пурнăçран уйрăлаççĕ, ачисене тăлăха хăвараççĕ. Эрех сутакансем пирĕн тăрăхра çирĕм ытларах. Хăшне-пĕрне административлă майпа явап тыттарнă пулсан та, вĕсем паян те эрех сутнине пĕлетпĕр. Çакна та асăрахаттарас килет, темле пулсан та, пурин те саккунпа килĕшÿллĕн явап тытма тивет. Инкеке лекнĕ çынна больницăра сыватнăшăн та укçа кăларса хума тивет.

Эрех ĕçсе, ÿсĕрле пирус туртнине пула юлашки вăхăтра инкексем те пулчĕç. Кашнинех асăрхаттарас килет: кун пекки пирĕпе пулмасть тесе шутламалла мар, пурин те пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалла, вут-кăварпа асăрхануллă пулмалла. Газ плитисемпе кăмакисем юсавлă пулччăр, вĕсене вăхăтра пăхса тăмалла. Газ пăрăхĕ татăлнине курсан тÿрех 2-10-04 номерлĕ телефонпа Муркашри газ участокне пĕлтермелле.

Çавăн пекех ял тăрăхĕнче обществăлла йĕркене пăсакансем, преступлени тăвакансем чылаййăн, уйрăмах эрех ĕçсе хирĕçекен, ăнăçусăр çемьесенче. Кун пеккисем Муркаш ял тăрăхĕнче 37 çемье. Çак çемьесемпе, вĕсенчи çынсемпе профилактика ĕçĕсем ирттерме вырăнти депутатсене тата авторитетлă çынсене çирĕплетсе хăвартăмăр. Вырăнти общественноç та ку тĕлĕшпе активлăх кăтартасса шанас килет. Çамрăксекне тÿрĕ çултан пăрăнма парас марччĕ, вĕсем сывă пурнăç йĕркине курса, хăнăхса ÿсчĕр.

- Юр кунсерен чаксах пырать. Çавна май ялсене, урамсене типей-илем кĕртесси те аякра мар. Ку енĕпе сирĕн тĕллевсем мĕнлерех;

- Ял тăрăхĕн территорине тирпей-илем кĕртессипе те тăрăшмалли нумай. Ял сăн-сăпачĕ илемлĕрех пултăр тесе кăçал çуркунне вырăнти депутатсем Муркашри ача-пăча парĕ çумне йывăçсем лартса хăварасшăн. Çак парк айккипе асфальт сарнă сарлакарах утма çул пулмалла. Чиркÿ пулмалли вырăнта хальлĕхе кĕлĕ çуртне тума пуçласшăнах. Çынсем хытах ыйтаççĕ, ăна тума тытăнсан укçа пухма та шантараççĕ. Пурте пĕр шухăшлă пулсан ăна тăма вăй

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика