Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман

20 марта 2006 г.

 

Вăрман илемĕ хĕлле те, çулла та, кĕркунне те, çуркунне те хăй патне туртать. Хĕллехи лăпкă та хĕвеллĕ кун вăрмана йĕлтĕрпе тухсан уçă та таса сывлăшпа киленетĕн. Йывăçсен айĕнче - тарăн шурă юр. Вăл йывăçсен тымарĕсене хĕллехи шартлама сивĕрен хÿтĕлет. Симĕс хыр-чăрăш шурă юр айĕнче аякран çĕлĕк тăхăннăн курăнать. Кĕтмен-туман çĕртен çак шур çĕлĕк çÿллĕ чăрăш тăрринчен татăлса анать те юр кĕмĕл тусан вĕçсе саланать. Хăмăр кăвак йĕкеллĕ хыр тураттисем тетте çакнăн курăнаççĕ. Кайăксем турата силленипе йĕкелсем пĕр-пĕрин çумне çапăна-çапăна шакăртатса илеççĕ.

Тĕлĕрнĕ пек ларакан вăрмана та çивĕч хăлхаллă çын тĕрлĕ сасă илтет. Акă, инçех мар улатакка чирлĕ йывăçа сиплет: так! так-так! таккать. Сăрă пăчăр хĕрлемес хăйне евĕр сасă кăларса вĕçсе иртет, мăшăрĕпе йывăçсем хушшине кĕрсе çухалать. Ашкăнчăк пакша чăрăш тăрринче пиçе çитнĕ йĕкеле тăпăлтарать. Вăрман хĕрринче чĕвĕл-чĕвĕл кĕпшĕл ушкăнĕ ушкăнĕ туй тăвать.

Çуркунне пĕтĕм тĕнче вăраннă, чылай çын куçĕнчен-хăлхинчен пытаннă шавлă пурнăç çуралнă чухне вăрман хăйне евĕр лайăх. Юр ирĕлсе кÿленчĕке куçать, унтан çырмана васкать. Çурхи куна мухтаса кайăксен сасси хытăрах та хытăрах илтĕнет. Акă, карăксем «туйлашаççĕ» - мăшăр шыраççĕ. Çуркунне çитнине, çĕр ăшăнма пуçланине систерсе шурă, кăвак çеçпĕл тапса тухнă,  тавралăха чĕрĕлĕх сăнĕ кĕртнĕ. Хыр-чăрăш, тĕрлĕ йывăç хуппин шăрши сăмсана кăтăклать. Пур чĕр чунпа  кайăк-кĕшĕкĕн савăнăçлă кун çитет: хурăнлăхри уçланкă симĕс курăкпа витĕнет. Куккук кам миçе çул пурăннине «шутлама» тытăнать. Юхан шывсен, кÿлĕсен тăрăхĕнче кайăк кăвакалсем нартлатаççĕ.

Мĕнле кăна сасă илтĕнмест пулĕ хĕл ыйхинчен вăранакан çуркуннехи вăрманта;! Пăчăрăн çинçе сасси чуна уçать, каçхи тăмана - ÿхĕ хÿхлевĕ чуна шиклентерет. Çын пырса кĕреймен шурлăхра ĕнер-паян вĕçсе килнĕ тăрнасем хăйсен çын ăнланман чĕлхипе калаçаççĕ. Юхан шыв хĕрринчи чăтлăхра тăван çĕре вĕçсе çитнипе савăнса шăпчăк юрă шăрантарать.

Уçă сывлăш кÿрекен çуллахи тĕттĕм вăрманта вара пурнăç урăхларах. Ывăнма пĕлми юрлакан кайăксен сасси питех илтĕнмест, уççăн, илемлĕн янăракан шăпчăк сасси те çук.

Акă, кăмпа вăхăчĕ те çитет: хăш кăмпа мĕнле вăрманта ÿснине çеç пĕлмелле. Хутăш вăрманти йывăçсем айĕнче ăвăс кăмпин, хĕрлĕ кăмпин хĕрлĕ калпакĕ аякранах курăнать. Хушăран шур кăмпа е масла тĕл пулать. Шăна кăмписемпе вăрманти чĕр чунсем тĕрлĕ чир-чĕртен сипленеççĕ.

Хăйне евĕр илемлĕ те тунсăхлă курăнать кĕркуннехи вăрман. Çулçисем хăмăр тĕспе витĕннĕ вĕренепе ăвăс кăвар пек çиçеççĕ. Хурăнăн сарă пĕчĕк çулçисем сарăхнă курăк çине вĕлтĕртетсе вĕçсе ÿкеççĕ. Сас-чĕвсĕр  тейĕн кĕркуннехи вăрмана. Çапах та типнĕ çулçă кăштăртатни çывăхрах çын е пĕр-пĕр чĕрчун систерет. Çÿлтен-çÿлте ăшă енне çул тытнă, çитес çуркуннеччен тăван тавралăхпа сывпулашакан тăрнасемпе кайăк хурсен, кайăк кăвакалсен сасси илтĕнет.

Тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕспе витĕннĕ йывăçсем хушшинче сывлăш уçă, таса. Юхан шывсен тĕпĕ курăнать. Сисмен хушăра пилеш кайăкĕ час парать. Улатакка ывăнма пĕлми хăй ĕçне тăвать: так-так! так-так! Юман çулçи симĕс-ха. Вăл пиçсе çитнĕ йĕкелне çĕре сапалать. Шĕшкĕ мăйăрне чылай маларах тăкнă, хĕл кунĕсенче çывăрма хатĕрленет. Хурăнсен тăррисем вара çап-çарах. Йăмран сарă «тенкисем» вĕлтĕртетсе-вĕлтĕртетсе е йĕке евĕр пĕтĕрĕнсе аякалла вĕçеççĕ е шыва ÿксе ишсе каяççĕ. Татса пĕтермен пилешпе палан аякран  хăмач пек, ярăм-ярăм хĕрлĕ шăрçа пек курăнса лараççĕ. Çÿрес те килет ылтăн кĕркунехи вăрманта...

Пирĕн тăрăхри вăрмансенче юман, хыр, чăрăш, лиçван, çăка, ăвăс, вĕрене, тирек, каврăç, хурама, йăмра-хăва-кăчкă-çирĕк, пилеш, улмуççи, палан, çĕмĕрт, йытă çĕмĕрчĕ, шĕшкĕ, уртăш, сарă акаци, шăлан хăмла çырли, кĕтмел тата ытти йывăçсемпе тĕмсем ÿсеççĕ. Вăрман çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те илемлĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика