20 марта 2006 г.
«Çемье медицинин службине ĕçе кĕртнĕ май çынсене амбулатори пулăшăвĕ парассин калăпăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ, врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ».
( ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çыруран).
Хальхи вăхăтра патшалăх политикине тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - халăх сывлăхне упраса хăварасси. Сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсем те хăйсен тăрăшулăхĕпе çак тĕллеве пурнăçлассишĕн вăй хураççĕ.
РФ Президенчĕн администрацийĕ, Правительство çакна лайăх ăнланаççĕ: сывлăха çирĕплетес тесен пурин те пĕрле тăрăшмалла. Унсăрăн лайăх кăтартусем тума май çук. Пĕр медицина ĕçченĕсем хăйсем кăна ĕмĕр вăрăмăшне тата пурнăç пахалăхне тĕпрен улăштараймаççĕ, мĕншĕн тесен пысăк пĕлтерĕшлĕ çак енсем нумай сăлтавсенчен килеççĕ.
Раççей Президенчĕ палăртнă «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк та паха. Çын сывлăхне сыхласси нацин, патшалăхăн ĕçĕ пулса тăчĕ.
Наци проектне пурнăçласа пирĕн халăх чирлессине чакармалла, çынсен пурнăç шайне ÿстермелле, демографилле лару-тăрăва лайăхлатмалла.
Наци проекчĕн çак тĕллевĕсене пурнăçлама правительство сахал мар укçа-тенкĕ уйăрать.
Наци проекчĕн çул-йĕрĕсенчен пĕри вăл - пуçламăш звенори медицина ĕçченĕсен ĕçне вăйлатасси тата лайăхлатса пырасси. Çак задачăна пурнăçлас тесе эпир врачсемпе медицина сестрисене, вĕсем квалификациллĕ медицина пулăшăвне парассин пахалăхне лайăхлатса пыччăр тесе, ятарласа вĕрентетпĕр.
Участоксенчи терапевтсемпе педиатрсене, пĕтĕмĕшле практика врачĕсене çак тĕллевпех кăçал ĕç укçине те хушса пачĕç. Çак врачсене кăçал ĕç укçине тата 10-шар пин тенкĕ, вăтам медицина ĕçченĕсене - врачсене пулăшакансене - 5-шер пин тенкĕ хушса тÿлеме тытăнчĕç. Ку вара вĕсен ĕçри яваплăхне татах та ытларах ÿстерет, халăх сывлăхĕшĕн тăрăшма хистет.
Паянхи кун районти 59 çын çак хушма укçана илсе тăраççĕ. Вĕсем хăйсем активлăхне ÿстерсе, çынсем патне ытларах тухса çÿрессишĕн тимлеççĕ. Хальхи вăхăтра районти кашни участокрах врачсем пур, вĕсен çемье врачĕн принципĕпе ĕçлемелле, кашни çемьери çынсем, ашшĕсемпе аслашшĕсем, амăшĕсемпе асламăшĕсем мĕнпе чирленине пĕлсе тăмалла. Ăрусен, йăхăн сывлăхне пĕлсе тăни, вĕсен ачисемпе мăнукĕсем мĕнле чирсемпе чирлессине те палăртма май парать.
Наци проектне пурнăçласа район больницисене валли тĕрлĕ оборудованипе тивçтерме сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, вăл диагностика аппаратурине илме каять. Эпир те хамăр районта рентген аппаратурине илме шутлатпăр, вăл вара 3 млн. тенкĕ ытла тăрать. Çавăн пекех чĕре тата ытти органсен ĕçне тĕрĕслекен аппарат та илмелле. Хальхи вăхăтра ку ыйтупа ЧР Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствисемпе калаçусем ирттеретпĕр, сроксене палăртатпăр.
Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçал йывăр çын хĕрарăмсене тата ача çуратнисене пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çие юлнă хĕарăмсем валли ятарлă сертификатсем туса хатĕрленĕ. Хĕрарăмсен консультацийĕсенче вара вĕсене тĕрĕслеме тата сывлăхне сăнаса тăма 2 пин тенкĕ, ача çуратттарма 6 пин тенкĕ уйăраççĕ. Çак укçан ытлрах пайĕ ача çуратакан уйрăмри тата хĕрарăмсен консультацийĕсенчи медицина ĕçченĕсене шалу укçи тÿлеме каять. Йывăр çын хĕрарăмсем тата ача çуратмалли çулсенчи хĕрарăмсем пурте ача çуратмалли уйрăмра тата хĕрарăмсен консультацийĕсенче яланах кĕтнĕ пациентсем пулĕç. Вĕсем кирек хăш больницăра та медицина пулăшăвне илме пултараççĕ. Çак тĕллевпе укçа-тенкĕ килме пуçланă та ĕнтĕ. Малашне вара медицина пулăшăвĕ парассин пахалăхне лайăхлатассипе ĕçлеме пуçлатпăр.
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр çул-йĕрĕ вăл - вакцинаци туса тĕрлĕ чирсенчен асăрхаттарасси. «В» гепатитран, хĕрлĕ шатраран, полиомиелитран, грипран прививка тăвассине наци каландарьне кĕртнĕ. Прививкăсене, уйрăмах ачасене, тÿлевсĕр туса ирттеретпĕр.
2006 çулхи иккĕмĕш çур çулта «Васкавлă пулăшу» уйрăмĕнче ĕçлекен мĕн пур персоналăн ĕç укçийĕ 80 процент чухлĕ ÿсет. Çавăн пекех ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче ĕçлекен фельдшерсен шалăвне те ÿстерме палăртнă. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, района «Васкавлă пулăшу» автомашинисем те килмелле.
Ĕçлекен халăха диспансеризацилессине çĕнĕ шая çĕклеме палăртатпăр. Бюджет сферинче ĕçлекенсене диспансеризацилеме, 35-55 çулсенчисене валли кашни çын пуне 500 тенкĕ уйăраççĕ. Çак укçа та, пĕтĕмĕшле илсен, ĕç укçине ÿстерме каять, анчах та ку хутĕнче ансăр профиллĕ специалистсем валли.
Пĕлетĕр ĕнтĕ, сывлăхлă пуласси ытларах çынран хăйĕнчен, унăн пурнăç йĕркинчен килет. Раççейри çынсене хăйсен сывлăхне çирĕплетме хавхалантарас тĕлĕшпе диспансеризаци витĕр тухса хăйсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕсленисене эмелсене çур хакпа илме майсем туса пама планлаççĕ.
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн федераци бюджечĕн укçи-тенкипе Раççейри 6 миллион çын диспансеризаци витĕр тухĕ.
Чи кирли вара - районти сывлăха сыхлас ĕçре вăй хуракансем хăйсен пурнăçпа тан пымаллине, наци проектне пурнăçламаллине лайăх ăнланаççĕ. Районти сывлăх хуралçисен паянхи тĕллевĕ - «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн халăх сывлăхне çирĕплетесси, ĕмĕр тăршшĕне вăрăмлатасси, ачасем ытларах çуралччăр тесе тăрăшасси, пурнăç пахалăхне лайăхлатса пырасси. Çак задачăсене пурнăçлама районта паян майсем те, кадрсем те çителĕклĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"