27 февраля 2006 г.
Депутатсен районти Пухăвĕн председателĕн февралĕн 20-мĕшĕнчи 7 № хушăвĕпе депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 7-мĕш ларăвне кăçалхи февралĕн 28-мĕшĕнче 10 сехетре райадминистрацин ларусен залĕнче пухаççĕ.
Ларура пăхса тухма çак кун йĕркине сĕннĕ:
1. Район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн 2006-2010 çулсенчи программа çинчен.
2. Районта 2004-2006 çулсенче преступлени тунине хирĕç кĕрешмелли комплекслă программăна пурнăçлани çинчен.
3. Депутатсен районти Пухăвĕн 2005 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнчи С-6Ÿ4 № «2006 çулта пурăнмалли пÿлĕмсене тытса тăнăшăн тата юсанăшăн тÿлевсене, шывпа тивĕçтернĕшĕн тата шыв уйăрнăшăн тарифсене çирĕплетесси çинчен» йышăнăва улшăнусем кĕртесси çинчен.
4. Депутатсен районти Пухăвĕн 2001 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнчи С-3Ÿ4 № «Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнчи Хисеп кĕнеки çинчен положени çинчен» йышăнăва улшăнусем кĕртесси çинчен.
Ларăва ял тăрăх пуçлăхĕсене, предприяти, организаци ертÿçисене, райадминистрацин ответлă ĕçченĕсене чĕнеççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"