27 февраля 2006 г.
Февралĕн 15-мĕшĕнче, юн кун пирĕн районта министерствăсен кунĕ иртрĕ. Муркаш районне ку хутĕнче ЧР Çыхăнупа информатизаци патшалăх комитечĕн тата федераллă почта çыхăнăвĕн управленийĕн, «Раççей почти» ФГУП Чăваш Республикинчи филиалĕн яваплă ĕçченĕсем килчĕç. Вĕсен шутĕнче В.А. Гаврилов - ЧР Çыхăнупа информатизаци патшалăх комитечĕн ертÿçин çумĕ, çак комитетăн пай ертÿçисем Н.В. Озеров, Р.И. Ушаков, почта çыхăнăвĕн управленийĕн республикăри филиалĕн ертÿçи С.Т. Тимофеева
Унăн темисем - Чăваш Республикинчи пысăк пĕлтерĕшлĕ «Сывлăх сыхлавĕ», «Вĕрентÿ», «Раççей гражданĕсене - туянма май пур тата хăтлă çурт-йĕр», «Агропромышленноç комлексĕн аталанăвĕ» наци проекчĕсене пурнăçласси, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, ял тăрăхĕсен, обществăлла организацисен çамрăк граждансен ăс-хакăлпа пултарулăхне, пуçарулăхне ÿстерес енĕпе ĕçленин пĕлтерĕшĕ, районти çыхăну енĕпе информатизаци ĕçне йĕркелесе çĕнĕлĕхсем кĕртесси, ял тăрăхĕсем 131 федераллă саккунпа килĕшÿллĕн епле ĕçлесе пыни.
Республика представителĕсем район пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа, унăн çумĕпе А.Н. Ивановпа, пай ертÿçисемпе пĕрле тăватă ушкăна пайланса ял тăрăхĕсенче, хăш-пĕр çыхăну уйрăмĕсенче, предприятисемпе учрежденисенче пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулусем ирттерчĕç.
С.Т. Тимфеева ертсе пыракан ушкăн район пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа тата Муркашри почтамт ертÿçипе И.В. Павловапа унти коллективпа тĕл пулчĕ. Малтанах унта Ирина Валентиновна почтамтăн иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене тишкерчĕ. Коллективра пĕтĕмпе 105 çын ĕçлет, вĕсенчен 67-шĕ - почтальонсем. Иртнĕ çулта кунта пĕтĕмпе 7055,4 пин тенкĕ тупăш илнĕ (2004 çулхипе танлаштарсан - 126,6 процент чухлĕ). Коллективăн йăлана кĕнĕ тĕп тивĕçĕ - почтăн тĕрлĕ пулăшăвĕсене парасси тата коммерци ĕçĕ. Район çыннисене кунсерен 3 пин экземпляр ытла тĕрлĕрен хаçат-журнал валеçеççĕ. 16 ял тăрăхĕнче 19 çыхăну уйрăмĕ вырнаçнă. Çыхăну ĕçченĕсем çынсенчен электричествăшăн, газшăн укçа илеççĕ, кашни уйăхра 9535 çынна пенси укçи параççĕ. Почтамтра компьютер çыхăнăвне йĕркелени, унăн пулăшăвĕпе ытларах усă курни кулленхи тивĕçĕсене пурнăçланă чух, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртнĕ чух нумай пулăшать. Çакă вăл çыхăну ĕçченĕсем пурнăçпа тан пынине пĕлтерет.
Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов та тĕл пулура çивĕч ыйтусем хускатрĕ, кашни отрасль ĕçĕн итогĕсене тишкерчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, социаллă пурнăçра та, экономика аталанăвĕнче те район пĕр вырăнта тăман, малаллах утнă. Уйрăмах йывăр лару-тăру паян агропромышленноç комлексĕнче, ял хуçалăх продукчĕсен хакĕсем пĕчĕк пулни ку тĕлĕшпе ура хурса пырать. Малалла Ю.А. Иванов ЧР Президенчĕн программипе килĕшÿллĕн наци проекчĕсене пурнăçламалли задачăсем çинче чарăнчĕ. Ку енĕпе те ытларах ял хуçалăхĕнче тимлемелле. Тăрăшса вăй хурсан экономика çирĕпленет, ку вара ĕç укçине ÿстерме май парать, вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Кредитсем илсе ял хуçалăхне аталантарассипе ытларах тимлемелле, выльăх-чĕрлĕх ÿстерсе сутмалла, ĕçлеме те условисем туса памалла. Ÿт хушаслăх пысăк хуçалăхсенче ку енĕпе те лару-тăру лайăх. Малалла вăл - вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ тĕлĕшпе çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕни, хăтлă хваттерсемпе, демографи çинчен каларĕ. Çынсем çурт лартма е хваттер илме çăмăллатнă кредитсемпе усă кураççĕ.
Ял тăрăхĕсенче хăй тытăмлăха тивĕçлипе йĕркелемелле, мĕншĕн тесен нумай ĕçсене вĕсен хăйсен туса пымалла пулать, яваплăх пысăк, ăс-хакăлпа чун аталанăвĕ тĕлĕшĕнчен малалла нумай ĕçлемелле Сиенлĕ йăласенчен хăтăлса пымалла. Тĕллев лартнă пулсан, ăна пурнăçламалла. «Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле» тесе ят панă ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвне Н.В. Федоров. Унсăрăн паян май çук.
Почта çыхăнăвĕн управленийĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи С.Т. Тимофеева республика наци проекчĕсене пурнăçлассипе епле ĕçлесе пыни çинче чарăнчĕ, Раççей почтин паянхи задачисем, çĕнĕ программăсене пурнăçа кĕртесси, ĕç пахалăхне ÿстересси, ытларах тупăш илесси, пурнăçа кĕртесси пирки те нумай каларĕ. Халăхпа ытларах калаçса çырăнтару ĕçне лайăхлатмалла. Компьютерсемпе тивĕçтерессипе республикăра пĕрремĕш вырăнта тăрать. Ял тăрăхĕсемпе çыхăну уйрăмĕсем малашне пĕрле таччăн çыхăнса ĕçлени икĕ енĕшĕн усăллă пулĕ.
Республикăри хĕрарăмсен Канашĕн ертÿçи пулнă май Светлана Терентьевна çемьере ăс-хакăл культурине ÿстересси, сывлăх культурине çирĕплетесси, чун тасалăхне, çемье ăшшине упрасси хĕрарăмсенчен, амăшĕсенчен нумай килнине палăртрĕ.
Муркаш почтамчĕн коллективĕпе тĕл пулнă хыççăн ку ушкăн Турай ял тăрăхĕнче пулчĕ. Унта вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.В. Павлов, кунти çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем, ял çыннисем кĕтсе илчĕç. Кунта паян Европа шайĕнчи юсав ирттернĕ хыççăн савăнăçлă лару-тăрура çыхăну уйрăмне уçрĕç.
Сăмах калакансем: И.В. Павлова, Ю.А. Иванов, А.В. Павлов халĕ çыхăну уйрăмĕнче вăй хума условисем лайăх пулнине, халăхшăн нумайрах тăрăшса ытларах пулăшу памаллине палăртрĕç. Кун пек çыхăну уйрăмĕ хальлĕхе районта урăх çук-ха. Чăн-чăн офис вăл халĕ. Апла пулсан çĕнетнĕ çуртра çĕннĕлле ĕçлеме ăнăçусем пулччăр пурне те.
Юлашкинчен тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче пулнă ушкăнсем район пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа пĕрле министерствăсен кунĕн итогĕсене пĕтĕмлетрĕç, çынсен ыйтăвĕсемпе паллаштарчĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"