Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх культурине çирĕплетессишĕн - пĕрлехи тимлĕхпе

27 февраля 2006 г.

 

Кулленхи пурнăçа сăнани çакна çирĕплетсе парать: çынсем хăйсен сывлăхĕ пирки чирлеме пуçласан кăна хыпкаланма, пăшăрханма пуçлаççĕ. Çакна нумайăшĕ хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетсе пама пултарать. Кашниех пĕлетпĕр – чиртен сиплениччен сыхланма çăмăлтарах, ăна валли ытлашши нумай та кирлĕ мар: сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, физкультурăпа спортпа туслашмалла. Анчах ку тĕлĕшпе районта пурнăçламалли ĕçсем чылай-ха. Кунта тĕрлĕ отрасльсемпе организацисем, учрежденисем пĕрле тăрăшни кирлĕ.

Февралĕн 13-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче «Муркаш районĕнчи халăхăн сывлăх культурине, ырă йăласене çирĕплетсе пурнăç пахалăхне ÿстересси» темăпа физкультура  активĕ пулни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Унта çак ĕçшĕн яваплисем – шкул директорĕсемпе, физкультура учителĕсем, тренер-преподавательсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, спорт ветеранĕсемпе энтузиасчĕсем, медицина ĕçченĕсемпе библиотекарьсем хутшăнчĕç.

Актива район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ертсе пычĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин тĕп специалисчĕ М.А. Романов хăйĕн докладĕнче 2005 çулта физкультурăпа сывлăха çирĕплетес, спортăн массăлăхне ÿстерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине тĕплĕн тишкерсе кăçал умра тăракан задачăсене палăртрĕ. Çак ĕçĕн шайĕ районти халăхăн сывлăхĕ мĕнле пулнине кăтартать. Сывлăхран хакли пурнăçра нимĕн те çуккине ăнланса кашни çыннăн йăла культурине ÿстермелле, çирĕп сывлăхлă пулассишĕн тăрăшмалла. Çак ыйтăва татса парасси вара район администрацийĕн тата вĕрентÿпе çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать.

Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем çак тĕллевпе 2003 çулхи мартăн 28-мĕшĕнчи ларăвĕнче Муркаш районĕнче 2003-2006 çулсенче халăхра физкультурăпа спорта, туризма тата сывă пурнăç йĕркине аталантармалли комплекслă программа йышăннăччĕ. Хыççăн та çак ыйтăва депутатсем хăйсен ларăвĕнче иртнĕ çулта тата район пуçлăхĕ çумĕнчи коллегин ларăвĕсенче темиçе хут та пăхса  тухнă. Çак тĕллевпех 2005 çулта спортăн тĕрлĕ енĕсемпе ăмăртусем сахал мар ирттернĕ. Уйрăмах «2005 çулхи Раççейри йĕлтĕр йĕрĕ», район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокĕшĕн йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсем, В. Егорова призĕшĕн çăмăл атлетика кросĕсем массăллăн иртнĕ.

Пысăк çитĕнÿсем тума пысăк тĕллевсем кирлĕ. 2006 çула ЧР Президенчĕ «Ăс-хакăлпа чун аталанăвĕн çулталăкĕ» тесе пĕлтерчĕ. ЧР Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвне те вăл «Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле» тесе ят панă. Çак задачăсене пурнăçлама муниципаллă шайра, район территорийĕнче физкультурăпа спорт массăлăхне ÿстересси, ял çыннисен культурăллă- массăллă канăвне йĕркелесси, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси малти вырăна тухса тăраççĕ.

Хальхи вăхăтра физкультурăпа спорта юратакансем валли районта спорт залĕсем - 26, спорт сооруженийĕсемпе  площадкисем - 93, 1 йĕлтĕр бази пур. Çакă районшăн, паллах, çителĕксĕр. Пурăнмалли çĕнĕ çуртсене хута янă чухне  вĕсен çывăхĕнче ансат спорт площадкисене туса хăварни кирлĕ.

Физкультурăпа сывлăха çирĕплетес, спорт массăлăхне ÿстерес ĕçе хальхи вăхăтра районта 60 çын пурнăçлать, вĕсенчен 38-шĕ – физкультура учителĕсем, ДЮСШ преподавателĕсем – 18. Анчах паян районта кадрсем çитменни те çивĕч ыйту. Çавна пулах хăш-пĕр шкулсенче физкультура урокĕсене пуçламăш классен учителĕсем ирттереççĕ, опытлă специалистсем ĕç укçи пĕчĕк пирки шкулсенчен каяççĕ. Малтан физкультура урокĕсем эрнере виçĕ сехет пулнă пулсан, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче каллех 2 сехет кăна хăварнă.

Иртнĕ çулта районта массăллă разрядлă спортсменсене 2143 хатĕрленĕ, çав шутран 42 çын – 1 разрядлă спортсмен, 7-ĕн – Раççей спорт мастерĕн кандидачĕсем, вĕсем, тĕпрен илсен, боксерсем (тренер-преподавателĕ С.В. Черкашин). Спорт секцийĕсемпе ушкăнĕсенче пĕлтĕр 6816 çын (6-60 çулхисен 27,6 проценчĕ) хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетсе, ăсталăхне туптанă. Икĕ ДЮСШра спортăн 5 тĕсĕпе 640 вĕренекен (вĕсенчен 22-шĕ çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекцире учетра тăрать) ăсталăхĕсене ÿстереççĕ.

2005 çулта район тата хуçалăхсен шайĕнче спортăн 16 тĕсĕпе 60 ăмăрту иртернĕ, вĕсене 9 пин ытла çын хутшăннă. Çак ăмăртусенчен 13-шĕ республика масштабĕпе пулнă (çăмăл атлетикăпа, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, мини-футболпа, йĕлтĕрпе чупассипе т. ыт. те). Ăмăртусем ирттернĕ çĕре хуçалăхсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем активлă хутшăнаççĕ. Кунта уйрăмах Муркашри чăх-чĕп фабрикин директорне Н.Г. Ванеркина, Муркаш райпо канашĕн ертÿçине Б.В. Андреева асăнмалла, вĕсем яланах спонсорла пулăшу та параççĕ. Инструктор-методистсем вара Муркашри чăх-чĕп фабрикинче, Ильич яч. хис., «Герой», хуçалăхсенче кăна пур.

Район спортсменĕсен пĕрлештернĕ командисем пĕтĕм Раççейри тата республикăри 55 ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене те сахал мар йышăннă. Физкультурăпа спорт массăлăхне ÿстерес тесен шкулсенче, хуçалăхсенче унăн пурлăхĕ базине çирĕплетмелле, спорт инвентарĕ çителĕклĕ пултăр. Паллах, ку енĕпе çитменлĕхсем, татса памалли ыйтусем татах та пур-ха. Вĕсем пирки кăçал ытларах тимлемелле. Активра тухса калаçакансем физкультурăпа спорта аталантарас, сывлăх культурине çирĕплетес, сиенлĕ йăласенчен хăтăлас тĕлĕшпе кирлĕ сĕнÿсем нумай пачĕç, çитменлĕхсене палăртрĕç, вĕсем çак ĕçе лайăхлатассишĕн канăçсăрланни сисĕнет.

Физкультура активĕн ĕçне район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов пĕтĕмлетрĕ. Вăл çакна палăртрĕ. Сÿтсе явнă ыйтупа, паллах, лайăх еннелле результатсем пур, анчах татса памалли ыйтусем те сахал мар. Çакăнта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ахальтен чĕнмен, вырăнсенчи физкультурăпа спорт массăлăхне ÿстерессишĕн вăсен те нумай тимлемелле. Условисем çук тесе лармалла мар, спортăн ансат сооруженийĕсене (волейбол, баскетбол валли) хатĕрлеме тăрăшмалла. Çак ĕçе тивĕçлипе йĕркелесе ярсан малашне сывлăха сиплесси çине мар, физкультурăна атанлантарасси çине укçа-тенкĕ ытларах кайтăр. Сывă пурнăç йĕркине ачасене садикренех хăнăхтармалла (шăлсене, куçсене упрамалла, спорта юратмалла т. ыт. те).

Физкультурăпа спорт массăлăхне  аталантарма ялсенче ытларах çынсене явăçтарса тĕрлĕрен мероприятисем ирттермелле. Кунта вара ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, шкул директорĕсен, спорт активисчĕсен ытти общественноçăн пĕрле тăрăшни кирлĕ. Ĕçлекенсене пулăшас та килет. Сывлăхлă пуласси ытларах хăйĕнчен килнине пĕлсе кашни çын хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплăха туйса тăма вĕрентĕр.

Физкультура активĕ сÿтсе явнă ыйтупа тивĕçлĕ решени йышăнса кăçала валли конкретлă задачăсем палăртса хăварчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика