27 февраля 2006 г.
Сывă çын кăна ÿсĕмлĕ ĕçлеме пултарать. Сывлăхлă пуласси вара хамăртан нумай килет.
Февралĕн 13-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче «Муркаш районĕнчи выльăх, йăла пурнăçне çирĕплетсе пурнăç пахалăхне ÿстересси» темăпа физкультура активĕ пулчĕ.
Унăн ĕçне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен директорĕсем, физкультура учителĕсем, тренер-преподавательсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, спорт ветеранĕсем, медицина ĕçченĕсем, библиотекарьсем, спорт энтузиасчĕсем хутшăнчĕç.
Унăн ĕçне район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ертсе пычĕ. Актив питĕ хĕрÿ лару-тăрура иртрĕ. Унта вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ М.А. Романов иртнĕ çулхи физкультурăпа спорт ĕçне тишкерчĕ, кăçалхи задачăсене палăртрĕ. Кун пирки тĕплĕнрех хаçатăн çтиес номерĕнче пĕлтеретпĕр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"