27 февраля 2006 г.
Н.М. Федорова Сосновкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 20 çул ытла ĕçлет, вăл 1885 çултанпа пуçламăш класс ачисене вăрентет. Сăмах май каласан, хăй те çак шкултах пĕлÿ пухнă.
Нина Максимовна малтан Канашри педучилищĕне пĕтернĕ, ун хыççăн Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ патшалăх пединститучĕн пуçламăш классен педагогикипе методикин факультетне пĕтернĕ.
Н.М. Федорова хăйĕн ĕçне юратать. Чи пĕчĕккисене пĕрремĕш класа пырсан пĕлÿпе интереслентерме, вулама-çырма, шутлама вĕрентме пĕрре те çăмăл мар. Мĕн чухлĕ тимлĕх, чăтăмлăх, ăнланулăх, чун ăшши кирлĕ. Пултаруллă педагога вара ку тĕлĕшпе ÿпкелеме май çук. Иккĕмĕш категориллĕ специалист хăйĕн пуян опычĕпе ĕçре туллин усă курать, кашни ача тарăн пĕлÿ илсе малаше те лайăх ĕлкĕрсе пытăр тесе тăрăшать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"