27 февраля 2006 г.
Хальхи вăхăтра районти культура учрежденийĕсенче смотр-отчетсем пыраççĕ. Тĕрлĕ жанрлă пултарулăх ушкăнĕсем ял çыннисене хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе савăнтараççĕ.
Çак кунсенче Москакассинчи Культура çуртĕнче «Шуçăм» юрăпа ташă халăх ансамблĕ концерт лартассине пĕлсен шартлама сивве пăхмасăрах унта халăх лăк туллиех пухăнчĕ. Сумлă жюри те кунтах.
Концерт юрăпа ташă сюитипе пуçланчĕ. Номер хыççăн номер шыв юххи пек юхса пычĕ. Концерта Г. Любимова ăста ертсе пычĕ. Икĕ сехете яхăн тăсăлнă концерт питĕ хăвăрт иртрĕ. Юрă хыççăн юрă илемлĕн шăранчĕ сцена çинче, уйрăмшаррăн юрлакансем куракансене çав тери килĕшрĕç: Р. Олангина, М. Кораблева, С. Кириллова хăйсен пултарулăхĕпе пурне те тыткăнларĕç. Т. Еропанов юрăçа сцена çинчен нумай вăхăт хушши вĕçертмерĕç. Чăннипех пуласлăхĕ пысăк çак çамрăкăн.
Ташă ушкăнĕ тĕрлĕ халăхсен ташшисемпе пурне те тыткăнларĕ. Хĕрĕхе яхăн ташăçă хăйсен пултарулăхĕпе куракансен кăмăлне тивĕçтерчĕ. Ташĕсене И. Петрова хатĕрленĕ, концерта йĕркелекенсем ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П. Быков тата Н. Кондукторова.
«Шуçăм» юрăпа ташă ансамблĕ чăннипех хăй пултаруллă пулнине халăх умĕнче тепĕр хут çирĕплетрĕ, куракансем те унпа кăмăллă юлчĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"