27 февраля 2006 г.
Вăхăт сисĕнмесĕр питĕ хăвăрт иртет. Паян шкула чупнă ачасем ыран студентсем ĕнтĕ. Çак чăнлăха никам та хирĕçлеймĕ. Вĕсене вĕрентсе воспитани парассишĕн шкулсенче ытти педагогсемпе пĕрлех класс ертÿçисем те нумай тимлеççĕ. Вĕсем кашни ача шăпишĕн пăшăрханса чунĕсене ыраттараççĕ, инкек-мĕн пулсан канăçа çухатаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, класс ертÿçисене кашни ачан иккĕмĕш амăшĕ тесех калас килет манăн.
Районта вĕсен пултарулăхне аталантарма çулсерен тĕрлĕрен конкурссем ирттереççĕ. 2006 çулта «2006 çулхи чи лайăх класс ертÿçи» ятпа район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ конкурс ирттерет. Унăн тĕллевĕ: пултаруллă ĕçлекен класс ертÿçисене тупса палăртасси, хавхалантарасси тата пĕлтерĕшне ÿстересси, хăйсен ăсталăхĕпе туллин усă курма условисем туса парасси, малта пыракан опыта сарасси, хальхи вăхăтри класс ертÿçисен ĕçĕсене кăтартасси.
Çак конкурса районти чылай шкулсенчи педагогсем хутшăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Çатракассинчи вăтам шкулти Л. Г. Смирнова. Людмила Геннадьевна малтан педучилище, хыççăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситетне пĕтернĕ. Вăл пуçламăш классене вĕрентет. Л.Г. Смирнован ĕç стажĕ 20 çула яхăн. Халĕ унăн класĕнче 17 ача пулсан, вĕсенчен иккĕшĕ «5» паллăпа кăна, 8-шĕ «4» тата «5» паллăсемпе вĕренеççĕ.
Людмила Геннадьевна ачасене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех вĕсен тавра курăмне ÿстерессишĕн нумай тăрăшать, уроксем хыççăн та вĕренекенсемпе тĕрлĕ мероприятисем сахал мар ирттереççĕ. Вĕсен шутне «Савăнăçлă ыйтусен сехечĕ» кружока, викторинăсемпе, КВНсенче, конкурссене кĕртмелле. Диспутсемпе калаçусем сахал пулаççĕ-и тата;
Людмила Геннадьевна ачасемпе пĕр чĕлхе тупма лайăх пĕлет, хăйĕн ĕçне чунтан кăмăллани ăна ку енĕпе нумай пулăшать. Ĕçри опычĕ те кунран кун пуянланса пырать. Шкулта «Солнышко» ятлă ачасен пĕрлешĕвĕ пур, Людмила Геннадьевна вĕрентекен класс ачисем унăн ĕçне активлă хутшăнаççĕ.
Шкулти библиотекăра вулакансен дневникĕ пур, вĕренекенсем унта мĕнле кĕнекесем вуланине çырса пыраççĕ, унăн итогĕсемпе призсене тивĕçеççĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: Н. Дмитриева пĕтĕм Раççейри «А память нам покоя не дает» конкурсра лауреат ятне тивĕçрĕ. Ветерансене хисеплени, Аслă Оттечественнăй вăрçăри паттăрла ĕçсене тĕпчени ку енĕпе нумай пулăшнă. Людмла Геннадьевна ачасене çарпа патритотизмла воспитани парас енĕпе те нумай тăрăшать. Çатракассинчи вăтам шкулта Çар мухтавĕн тата тăван тавралăхăн музейĕ пур. Ачасем унта пулса экспонатсемпе тĕплĕн паллашаççĕ, унти альбомсемпе класс сехечĕсенче паллашаççĕ. Оборонăллă-массăллă ĕçсен уйăхлăхĕнче те ку ĕнĕпе нумай ĕçсем туса ирттереççĕ.
Ачасене пĕрремĕш класран тытăнсах информатика предметне вĕрентни вĕсен пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. А. Теплов хăйĕн пултарулăхĕпе «инфознайка» кружока çÿресе республикăри ăмăртура 2 вырăн çĕнсе илме пултарнă.
Л.Г. Смирнова вĕрентекен класри ачасем шкулта ирттерекен мероприятисене те активлă хутшăнаççĕ. Кĕркуннехи «Тухăç уявĕнче» унăн класĕ 1 вырăн çĕнсе илнĕ. Çĕнĕ çул умĕн «Снежный городок» конкурсра юртан юмахсен персонажĕсене ăсталаса каллех 1 вырăна тивĕçнĕ.
Ачасен пултарулăхĕ аталанни вĕсен класс ертÿçин, вĕрентекенĕн Людмила Геннадьевнан ĕçри ăсталăхĕнчен нумай килет. Тăрăшуллă педагог вара пурнăçри хăйĕн пĕлтерĕшне ăнланса, тивĕçĕсене яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, ашшĕ-амăшĕсем умĕнче те яланах хисепре.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"