Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсир хисепе тивĕç

27 февраля 2006 г.

 

Кун-çулăн чăрсăр урхамахне никам та тытса чараймасть. Çулсем пĕр чарăнмасăр малалла шăваççĕ. Çавна май этемĕн пĕркеленнĕ сăн-питне çĕнĕ картсем хушăнаççĕ.

Сăмахăм манăн паян 1936 çулхи нарăсăн 11-мĕшĕнче Муркаш районне кĕрекен Ваçкасси ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă Евгения Семеновна Павлова çинчен пулĕ. Сахал мар хура-шурне тÿснĕ вăл, анчах нихçан та пуçне усман.

Евгенĕн (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче иртнĕ.

- Вăрçă пуçланнă çул эпĕ пилĕк çулхи ача пулнă. Атте 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче вăрçа тухса кайсан анне 4 ачапа тăрса юлчĕ. Аннен ачисене пăхма вăхăт та пулман. Арçынсем вăрçа кайса пĕтнĕ. Колхозри лайăх лашасене те вăрçа илсе кайнă. Аннесем хĕлле йĕтем çинче çапуççипе авăн çапнă, тыррине фронтах ăсатсах тăнă.Çуркунне 4-5 хĕрарăм кунтăк çакса тырă акнă, кĕркунне тырă вырнă, çĕрулми кăларнă. Тырă вырнă вăхăтрах кантăр татма та кайнă. Авăн çапнăшăн пĕр çĕклем улăм паратчĕç, унпа кăмака хутаттăмăр. Вутти çукчĕ, çăкăр пĕçерме те улăмпах хутатчĕç. Хĕлле тата окоп чавма илсе каятчĕç,- каласа парать Евгения Семеновна çав вăхăта аса илсе.

 1943 çулхи кĕркунне Купăрляри пуçламăш шкула çÿреме тытăннă. Анчах та 1класс пĕтерсен йывăр чирленипе 2класа шкула çÿреймен. Килте кĕнекесем вуласа хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Унăн вĕрентекенĕ Марфа Григорьевна Золотова киле пырса пулăшсах тăнă. Çапла хĕл каçнă хыççăн та чир иртсе кайман. Çулла, Н.В. Никольский Купăрляна килни çинчен пĕлсенех, амăшĕ хĕрачине илсе кайса профессора кăтартнă. Николай Васильевич парса янă курăк шĕвекĕсене тата эмелсене ĕçсе ача сывалнă. Çартан таврăннă Иван Иванович фельдшер пăхсан çапла каланă: «Урине, сан ачун хăрах ÿпки çĕнĕрен çитĕннĕ». Шкулта хĕрачан пĕлĕвне тĕрĕслесе пăхнă хыççăн ытти ачасемпе пĕрлех 3 класа куçарнă.

Купăрляри шкула (1948-1957 çулсенче 7 çул вĕренмелли шкул) пĕтернĕ хыççăн Йÿçкассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн, тем пек малалла вĕренме каяс килнĕ пулсан та, укçа çуккипе каяйман. Ун чухне вăтам шкулта вĕренме те çулталăкра 150 тенкĕ тÿлемелле пулнă пулсан, аслă шкулсенче вĕренме татах та ытларах тÿлемелле пулнă. Çемьене тытса пыраканĕ те вăрçăран таврăннă ашшĕ анчах. Аслă аппăшĕ качча кайнă, амăшĕ 1951 çулта вилнĕ. Колхозра ĕç укçи питĕ пĕчĕк пулнă.

Тăватă çул çамрăк хĕр колхозра ĕçленĕ. 1956 çулта ялти клуб ертÿçи тата библиотекарь ĕçĕсене туса пынă. Çĕрпÿри техникумра куçăмсăр майпа вĕреннĕ. 1960 çулта ял Совечĕн депутачĕ пулнă май, Уйкас  Янасал ял Совечĕн секретарĕ пулса та ĕçленĕ.

Кĕркунне, юпа уйăхĕнче, Сосновкăри 8 çул вĕренмелли шкулта вожатăй пулса ĕçлеме тытăннă.

- Ун чухне 400 ачана яхăн вĕреннĕ. Пушă вăхăт та пулман ман, ачасемпе тĕрлĕ мероприятисене йĕркелемелле пулнă. Шкул директорĕпе Георгий Платоновичпа тата класс ертÿçисемпе тачă çыхăну тытса ĕçлени ачасемпе тĕрлĕ уявсем, конкурссем, походсем йĕркелеме май панă. Вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайман ачасем сахал пулнă, йĕркене пăсакансем пачах пулман. Пушă вăхăта усăллă ирттернĕ. Тимĕр-тăмăр е кирлĕ мар хут пухаттăмăр, çуркунне-кĕркунне йывăç лартаттăмăр. Паян кун та астăватăп улттăмĕш класс ачи Николай Егоров 1,5 т тимĕр-тăмăр пухнине. Эрозие хирĕç кĕрешме ачасемпе лартнă йывăçсенчен вăрмансем ÿссе ларчĕç. Тимур командисем тата мĕн чухлĕ ватă çынна вутă çурса купаласа, анкартинче йăран чавса, шыв йăтса, юр уçса панă. Походсене каяттăмăрччĕ, спорт вăййисем выляса савăнатчĕç ачасем, ялтан-яла концертсемпе çÿреттĕмĕр. Çамрăк йĕрлевçĕсем хамăр патри вăрçă паттăрĕсем тата ытти паллă çынсем çинчен тĕпчесе пĕлетчĕç, ытти облаçсенчи пионерсемпе  çырусем ярса илетчĕç. Пирĕн шкулти пионерсен дружини районта 5 хутчен «сылтăм флангрисем» ятсем илме тивĕçлĕ пулнă,- каласа парать Евгения Семеновна.

Ачасемпе ĕçленĕ вăхăтрах хастар вожатăй хăй те обществăлла ĕçсене активлă хутшăннă. Темиçе хутчен те Пĕтĕм Союзри халăхсен çыравне хутшăнса çыравçă пулса ĕçленĕ, суйлавсем вăхăтĕнче те вăл суйлав участокĕнче вăй хунă. Шкулти художествăлла пултарулăх ушкăнĕн концерчĕсенче унăн уçă сасси илем кÿретчĕ.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасемпе пĕрле пулма тăрăшнă. Уй-хирте улăм пуçтарнă, улăх-çаран çинче те утă çулнă, типĕтнĕ, çум çумланă. Пĕр сăмахпа каласан яланах халăхпа пĕрле пулнă.

«Ĕçне кура хисепĕ»,-теççĕ халăхра. Чăннипех те, Е.С. Павлова мухтава тивĕçлĕ çын пулнине нумай  Тав хучĕсем, район тата республика шайĕнче  Хисеп грамотисем, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçни çирĕплетеççĕ. Халĕ Евгения Семеновна тивĕçлĕ канура. Юратнă мăшăрĕпе Георгий Николаевичпа пĕрле икĕ ывăл пăхса ÿстернĕ. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ, ĕçлеççĕ.  Килти хуçалăха мăшăрĕпе иккĕшех тытса пыраççĕ, ачисемпе мăнукĕсем вĕсене пулăшсах тăраççĕ. Уявсенче вара пÿрт туллиех хăнисем. Кăçал та, нарăсăн вунпĕрмĕшĕнче, çывăх тăванĕсем, ачисемпе мăнукĕсем тата ял-йыш юбилей кĕрекине ларчĕç. Эпир те, Сосновкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ĕçлекенсем, ăна юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Вăрăм ĕмĕр сукмакĕпе тумхахсене сирсе малалла çирĕппĕн утма çирĕп сывлăх, сар хĕвел пек ăшă кăмăл, тăванусемпе килĕшÿлĕх, канлĕ ватлăх сунатпăр. Сĕтелÿ çăкăр-тăвартан, кĕрекÿ тăванусенчен ан татăлтăр.

Лариса Ильина, Сосновкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти тăван ен культурин учителĕ.          

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика