Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Документсене - электронлă почта урлă

27 февраля 2006 г.

 

Муркашри тĕслĕх библиотека вулакансене çĕнĕ йышши пулăшу сĕнет: электронлă майпа документсемпе тивĕçтерет. Çапла майпа ЧР Наци библиотекин фондĕнчен документсен электронлă копийĕсене (журналсемпе сборниксен статйисене, кĕнекисен сыпăкĕсене) илме пулать. Документсен электронлă варианчĕсене  Наци библиотекинчен электронлă почтăпа, интернет урлă, почтăра е факспа, диск е дискета çинчен илме пулать. Заказсем васкавлă пулсан вĕсен 1-2 кун хушшинче, ыттисем 3-7 кунра пурнăçлаççĕ.

Тĕслĕх библиотекăсем электронлă дисксемпе пуянланчĕç.

Муркаш районĕнчи тĕслĕх библиотекăсене çĕнĕ компакт-дисксем килчĕç. Вулакансемшĕн уйрăмах «Геннадий Айхин. Поэзия тишины» компакт-диск интереслĕ пулмалла. Унăн сăввисене ют çĕршыв чĕлхисене куçарса Чехословакире, Германинче, Швейцарире, Францире, Англинче, Польшăра, Венгринче, Югославире, Нидерландинче, Швецинче, Данире, Финляндинче, Болгаринче, Турцире,  Японире пичетленĕ. Г. Айхи тĕнче поэзийĕн историйĕнче чăннипех паллă сăнар.

1990 çулта вăл  ЧР  К.В.  Иванов ячĕллĕ патшалăх премине тивĕçнĕ, 1994 çулта ăна -  «халăх поэчĕ» ята панă, 1997 çулта вăл  «Чăваш патшалăх университечĕн хисеплĕ докторĕ» ята тивĕçнĕ. Вăл, хăйĕн пултарулăхне кура, тĕнче шайĕнчи наградăсене те илнĕ. Вĕсен шутĕнче: Ф. Петрарка ячĕллĕ преми (1993 ç., Германи), «Золотой венец» (1993 ç., Македони), Норберт Казер ячĕллĕ преми (1996 ç., Итали). Икусствăпа литература командорĕн орденĕн ячĕ (1980 ç., Франци), Б. Пастернакăн литература премийĕ (2000 ç., Мускав). Тепĕр диск вара «Чебоксары - жемчужина Поволжья» ятлă. Унта Шупашкар хулинчи историпе культура, туризм, архитектурăпа скульптура палăкĕсем, промышленноç предприятийĕсем, кунта çуралнă паллă çынсем, хулан хисеплĕ гражданĕсем çинчен каланă. Хальхи хулан сăн-сăпатне сăн ÿкерчĕксенче кăтартни унăн илемне, ĕлĕкхи хула паян та çамрăк пулнине сăнласа парать.

Ытти электронлă изданисенчен те усăллине нумай илме пулать. Вĕсен шутĕнче: «Андриян Николаевăн çăлтăрлă çулĕ», «ЧР Патшалăх символĕсем: истори тата хальхи вăхăт», «Атăл тата Урал тăрăхĕнчи чăвашсем: истори тата паянхи пурнăç», «2002 çулхи пĕтĕм Раççейри халăх çырăвĕ» т. ыт. те.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика