27 февраля 2006 г.
Муниципаллă çурт-йĕре тÿлевсĕр приватизацилесси хальхи Çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн кăçал вĕçленет. Апла пулин те тÿлевсĕр приватизацилес тапхăра тепĕр 2-3 çула тăсма шутлаççĕ. Çакăн пирки Патшалăх Думин комитечĕн ертÿçи Павел Крашенинников тунти кун пĕлтернĕ.
Çапла тума Çурт-йĕр кодексне улшăнусем кĕртмелле пулать.
Мĕншĕн çак тапхăра тата 2-3 çула тăсаççĕ-ха; Хваттерсене приватизацилеменнисем халĕ те йышлă. Çитменнине чиновниксем паллă сăлтавсене пула чăрмав кÿни те вăрттăнлăх мар. Çавăнпа çак ĕçсене 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме çук тесе шутлаççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"