27 февраля 2006 г.
2005 çулхи раштавăн 20-мĕш кунĕнче ман пата пĕри шăнкăравларĕ, унтан тепри, тата тепĕр юлташ. Калаççĕ: «Чăваш календарне, 2006 çулхине эсĕ илнĕ-и; Курнă-и;». Эпĕ калатăп: «Курман». Вĕсем калаççĕ: «Часрах чуп почта киоскне! Ман валли те 3 календарь ил.»
Эпĕ пĕр киоска çитрĕм, унтан-теприне. Ниçта та каланă календарь пулмарĕ. Тупаймарăм. «Хыпар» хаçат редакцине кайрăм. Унта А. П. Леонтьев мана календарь пачĕ.
Ман пата шăнкăравлакансем ун чухне тÿрех каларĕç: 2006 çул валли çулталăк календарĕ кăларса «Хыпар» хаçатăн генеральнăй директорĕ - тĕп редакторĕ А.П. Леонтьев пысăк ĕç турĕ. Календрьте Купăрляри Мишавай пĕвине пичетлесе кăларни мĕне тăрать. Мĕн чухлĕ усă панă вăл мана!
«Çак календаре кăларнăшăнах 2006 çул валли «Хыпар» хаçат çырăнса илетĕпех.
Тÿрех калатăп: манăн пуçа шутсăр савăнăçлă, хĕпĕртенĕ шухăшсем килсе кĕчĕç. Кайран та темиçе çынна ку календаре кăтартрăм. Пĕвен пĕлтерĕшĕ çинчен каласа патăм. Нумайăшĕ ыйтрĕç Купăрля пĕви çинчен, кам ăна туни çинчен, мĕнле усă пани çинчен.
«Çавăн пекех чаплă-и вара;»-тесе ыйтать пĕри. Тепри тÿрех ответлет: «Унта ÿкерсе кăтартнă пĕве вăл - пирĕн сывлăх, пирĕн ĕмĕр, пирĕн таса та сывă пурнăç»
Кам-ха тунă вăл пĕвене; Хăçан çуралнă;
1843 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче Никита Андреевичпа Мария Андреевна çемйинче Етĕрне уесĕнчи Шăмат вулăсне кĕрекен Купăрля ялĕнче (халь Муркаш районĕ) ача çуралнă. Февралĕн 28-мĕшĕнче Шăматри Успени чиркĕвĕнче Павел Петрович Золотницкий священник, Гаврил Иванов тиек, Михаил Алексеев пономарь ачине шыва кĕртнĕ, метрика кĕнекинче ачине Василий ятне панине çырнă.
Василий çемьере виççĕмĕш ача пулнă: асли Степан 5 çулта, Анна 3 çулта пулнă. Ашшĕ-амăшĕ ĕçлеме юратакан çынсем пулнă. Степанпа Анна пĕчĕк Ваççăна нумай пăхнă, пĕрле вылянă. Кайран Пелагея, Варвара йăмăкĕсем, Дмитрий çуралнă. Никита Андреевич хут пĕлмен хресчен пулнă. Вăл хăйĕн ывăлне шутсăр вĕрентесшĕн пулнă. Ачана Шăмата шкула янă.
Пĕррехинче Хусан хулинчен çĕр виçекенсен шкулĕнчен пĕр вĕрентекен. килет. Вăл хăйĕнпе пĕрле пĕр лайăх ачана илсе каясшăн. Шкулти учитель виçĕ ачана суйласа уйăрать. Вĕсенчен Хусанти вĕрентекен пĕр ачана - Никитин Василие суйласа илет. Ашшĕ-амăшĕпе калаçать те ăна Хусана илсе каять. Амăшĕ макăрса юлать: «Пĕтрĕ ман ывăл»,- тесе куççуль кăларать.
Хусанти училище директорĕ Никольский хушаматлă çын пулнă. Унăн ачасем пулман. Вăл экзаменсем тытнă чухне Василий тĕрĕс ответлесе каланипе хĕпĕртенĕ. Василие хăйĕн хушаматне парать те Вятка хулине (халь Киров) çĕр виçекенсене вĕрентсе хатĕрлекен техника училищине вĕренме ăсатать. Çĕнĕ костюм, атă-пушмак илсе парать, тумлантарать.
Вĕреннĕ вăхăтра çамрăк каччă Вятка, Хусан кĕпĕрнисенчи вырăс, çармăс, тутар ялĕсенче çĕр виçсе практикăра çÿрет. Мишавай корпусне вĕренсе пĕтерсен ăна Курлянди кĕпĕрнине, Прибалтикăна яраççĕ. Унта Рига хули çывăхĕнче пĕр барон хуçалăхĕнче пулать, анăçри культурăпа паллашать. Нимĕç, литва, латви чĕлхисене вĕренет. Ĕçе пĕлсе туса пынăшăн аттестат (лайăх хак панă хут) илме тивĕçет.
Амăшĕ вилнине пĕлсен çуралнă яла таврăнать. 1868 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче Василий амăшĕ Мария Андреева 61 çулта водянка чирĕпе вилнĕ. Мартăн 31-мĕшĕнче прихут çăви çинче Костантин Магницкий (этнограф, Василий Магницкийăн ашшĕ), Дмитрий Мурачев тиек пытару йĕркисене пăхăнса Мария Андреевăна пытарнă.
1869 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче Васлий Никитич Никольский 26 çулта Агреппина Степановăпа, Ишек салинчи 16 çултискерпе, Степан Севостьяновичăн хĕрĕпе мăшăрланать. Метрика кĕнекине çырнă чухне Игнатий Степанов пачăшкă, Василий Великанов пономарь пулнă.
1860-мĕш çулсен вĕçĕнче, чăваш ялне таврăнсан, тÿрех хресчен ĕçне кÿлĕнет.
Василий Никитич пуçарса янипе Купăрля ялĕ варричне пĕве пĕвелеççĕ, улма-çырла сачĕ ĕрчетеççĕ, утар ăсталаççĕ. Унăн пархатарлă ĕçĕсем çинчен сас-хура Етĕрне уесчĕн управленине те хăвăрт çитет. 1871 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче управа журналĕнче çакна палăртнă: «Мишавай пулнă Никольские техник должноçне çирĕплетмелле. Ĕç укçи çулталăкне - 250 тенкĕ.»
Техник хăйĕн яваплăхне туйса, вăй-халне шеллемесĕр Етĕрне уесĕнчи пушар е ытти сăлтавсем хыççăн пурăнмаллисĕр юлнă хресченсем валли çурт лартма Çĕр уйăрать, ялсем валли плансем ÿкерет. Ĕçчен нихăçан та пĕр вырăнта ларман, çакна маршрут лисчĕ те çирĕплетсе парать: 1771 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 1872 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен техник хăйĕн çул çуревĕнче 7 вулăсăн 19 ялĕнче пулать. Хăйĕн рапортĕнче 58 ял тата 1224 кил хуçалăх валли план ÿкернĕ тесе çырать. 1879 çулта вăл техник ĕçне пăрахсан та Етĕрне уесĕнчи ялсем нумай çул хушши Купăрляри техник планĕсемпе усă кураççĕ. Çав чертежсенчен хăшĕ-пĕрисем паянхи кун та архивра упранаççĕ.1875 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шăмат салинчи пачăшкă К. Магницкий чул чиркÿ тума ял планне ыйтать. Тепĕр уйăхранах Василий Никольский вĕсен ыйтăвне тивĕçтерет. Мишавай ĕçне пăрахсан та, Етĕрне уесĕн пуçлăхĕ ыйтнипе вăхăтă-вăхăтăн чĕнсе илсе, çĕр ĕçне йĕркелеме ăна хушаççĕ.
Пĕве пĕвелеме (плотина тума) Василий Никитич пускилри ялсен çыннисене явăçтарать.» Унта ĕçлеме хальхи Етĕрне уесĕнчи Ишеккассинчи Ермаковсем, Муркаш районĕнчи Турай тăрăхĕнчи ялсенчи, Янасал тăрăхĕнчи Купăрля, Рикушкăнь, Ваçкасси, Кĕртекасси, Исетерккĕ. Тукас, Элĕк районĕнчи Писĕп тата ытти ялсенчен хресченсем хутшăннă»,- тесе каласа кăтартатчĕ 1876 çулта Рикушкăнь ялĕнче çуралнă Ксения Лукина мамак. Ун чухне трактор, бульдозер пулман. Пĕвене пĕвелеме кĕреçесемпе, наçилккасемпе усă курма тивнĕ. Çынсене пухма, вĕсене апат çитерме Василий Никитич хăйĕн шăллĕне Дмитрий Никитича шаннă. Пĕви тăватă гектара яхăн çĕр лаптăкĕ йышăнать. Çулла унта Василий Никитич ачисем, ялти ытти ачасем пекех, шыва кĕнĕ.
Василий Никитичпа Агреппина Степановна çемйинче тăхăр ача пулнă: Меркурий (1870 ç. çуралнă), Зосим (1873), Елизавета (1874). Пулас профессор Николай 1878 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă, 8-мĕшĕнче тĕне кĕртеççĕ. Хреснашшĕ Шăмат ялĕнчи Стефан Запольский пуп, хреснамăшĕ - Чăваш Сурăмĕнчи Дарья Борисова. Кĕçĕннисем: Валери (1880), Елизавета (1881), Екатерина (1883), Серафима (1886). Василий Никитич вĕреннĕ, халăхра паллă çынсемпе туслă пулнă. Метрика кĕнекисене тĕпченĕ хыççăн çакă паллă: техник ачисене чăвашсен паллă историкĕн, этнографĕн В. Магницкийăн ашшĕ Константин Егорович Магницкий пачăшкă тĕне кĕртнĕ. Хреснашшĕпе хреснамăшне пачăшкăсене, вăрман объездчикĕн арăмне К. Магницкийăн Александра хĕрне, Константин ывăлне тунă. Василий шăллĕне Дмитрие те Константин Магницкий шкулта вĕрентнĕ. Çак икĕ çемье лайăх çыхăнса пурăнни Николайпа Василий, Димитрий ывăлĕсен малашнехи туслăхне татах та çирĕплетнĕ. Дмитрий ывăлĕ Иван та унтах туртăннă.
Вăл пĕвере Николай Васильевич Никольский профессор та, Иван Дмитриевич Никитин этнограф та, Петр Григорьевич Григорьев (истори наукисен кандидачĕ, Шупашкарти наука тĕпчев институчĕн директорĕ), Иван Алексеевич Маркелов (Чăваш АССР культура министрĕ), Чăваш халăх артисчĕ Аврам Ильич Ильин та, Октябрьти революциччен чи нумай поэмăсем, сăвăсем çырнă, пичетленĕ Тарас Кириллович Кириллов та, Иван Яковлевич Яковлевпа пĕрле ĕçленĕ Виктор Никифорович Орлов та (Н.В. Никольский пуçани), Иван Николаевич Лесин преподавтель-пачăшкă та (Юрпаш ялĕнчен, Н.В. Никольский кĕрÿшĕ), Кузьма Романович Романов та (учитель, Писĕп ялĕнчен, Н.В. Никольскийăн йыснăшĕ), Купăрляри шкул заведующийĕсем: Павел Владимиров (Кĕртекассинчен), Илья Ефимов (Прашкушкăньчен), Екатерина Михайлова Зайцева (Тури Сăнартан), чăваш халăх артисчĕ Иван Ксенофонтов (Килтĕшрен), Илья Иванович Ларьков (Исетерккĕрен), кайран - çутĕç министрĕн çумĕ, Валерий Матвеев програничник (Ÿçпантан), Федор Васильев (Кильтĕшрен), техника наукисен кандидачĕсем Владимр Павлович Владимиров (Кĕртекассинчен, кайран Киев хулинче), Леонид Дмитриевич Иванов (Кишинев хулинчен, Молдави) çав пĕвере çуллахи вăхăтра шыва кĕнĕ, савăннă.
Эпĕ лайăх астăватăп 1930, 1940, 1950 çулсенче вăл пĕвене шыва кам кĕнине. Шкул, тырă ампарĕсем, хурал пÿрчĕ енчи пĕр вырăнта хĕр ачасем шыва кĕретчĕç. Аслăраххисем пĕвен кăнтăр енче, йăмра патĕнче, самай тарăн вырăнта. 60-75 çул тултарнисем Алексей Константинович енче.
Эпĕ колхозăн лаша витинче ĕçленĕ чух мĕн чуль лашасене пĕвене шыва кĕртнĕ пуль: эпир, ачасем, вĕсем çине утланаттăмăр. Лашасем шывра лайăх ишетчĕç. Шыва кĕртиччен вĕсене кашни ача хыркăчпа, щеткăпа тасатнă. Лашасене колхоз правленийĕ, лаша вити енчи вырăнтан шыва кĕртеттĕмĕр.
1947-48 çулсене ас тăватăп. Ун чухне эпĕ 7 класс пĕтернĕ хыççăн колхозăн сысна ферминче пĕр çулталăк çурă ĕçлерĕм. Хĕлле пĕвере вак касаттăмăр Ванькка Леонтьевпа. Вара унта сыснасене фермăран хăваласа пыраттăмăр та шыв ĕçтереттĕмĕр. Çавăн пекех колхоз лашисене те, ĕнисене те хĕлле пĕвери вакран шыв ĕçтернĕ. Фермăра сыснасен шучĕ 200-300 çитетчĕ.
Эпĕ 5-6 çулта пулнă пуль. Анне, Евдокия Меркурьевна, кĕпе çума, чÿхеме пĕве патне кайма пуçтарăнчĕ. Унтан йăлăнса ыйтрăм пĕве патне мана илсе кайма. Вăл ача-пăчасен (пирĕн аттепе-аннен 5 ача пулнă) кĕпи-йĕмне пĕвери вакра çăвать. Эпĕ пăхса тăрса шăнса хытрăм. Таврăнсан тÿрех кăмака çине хăпарса кайрăм, ăшăнтăм. Ун чухне эпĕ куртăм: пĕве пуçĕнче тата варта ачасем пĕчĕкреххисем çунашкасемпе, пысăкраххисем йĕлтĕрпе ярăнаççĕ. Ун хыççăн эпĕ те çунашкапа пĕве пуçĕнчен ытти ачасемпе пĕрле ярăнаттăм. Мĕн чухлĕ ача шавĕ пулнă; 50-100-тен те иртнĕ пуль. Кашни килте тенĕ пекех 5-6-шар ача пулнă. Афанасий Сидоровичăн 8-ччĕ, Серафим Ильичăн-10 ача.
Пăр шăнсан конькипе ярăннă. Уйрăмăнах Ванькка Ефимов лайăх ярăнатчĕ.
Ялти пур ача шывра ишме пĕлнĕ. Хăшĕ-пĕрисем шыв айĕнчи тăма илсе кăтартатчĕ е 4-5 метр тарăн чăмса шыв айĕнче ишетчĕ. Эпĕ Ванькка Федотовпа, Демьян Михайловпа, Василий Ивановпа ытларах туслă пулнă. Мана Ванькка Федотовăн пиччĕшĕ Сергей пĕвери шывра ишме вĕрентрĕ: малтан шапа пек меслетпе, кайран-çурăм çинче ишме. Пушă вăхăтра, уйрăмах шăрăх кунсенче, 2-3 хутчен те шыва кĕнĕ. Çулла никам та мунча хутман. Ватти-вĕтти те пурте пĕвере шăмпăлтатнă.
Пĕвере шыва кĕни сывлăхшăн шутсăр усăллă пулнă. Эпĕ астăвасса 1925-1937 çулсенче çуралнисенчен пурте салтака кайнă. «Эпĕ çав чирпе чирлетĕп, салтака каясран хăтарăр»,- тесе калакан пĕр каччă та пулман. Вăрçă вăхăтĕнче хăйсен ирĕкĕпе Купăрляри виçĕ хĕр: Ольга Филиппова, Раиса Андриянова, Ольга Ефимова салтака кайрĕç, хăйсен пуçĕсене Тăван çĕр шывшăн хучĕç. Тен, вĕсем пĕр каччăпа та тĕл пулман, чуп туман.
Ку пĕве пуçĕ те, пĕви те юлашки вăхăтра самаях япăхланнăччĕ. Пĕррехинче эпĕ автомашинăпа кайнă чухне кăшт кăна ÿпĕнсе каймарăм çырмана, пуçĕпе иртнĕ чух.
2003 çулта Н.В. Никольский профессор 125 çул тултарнă май ку пĕве пуçне çĕнетсе юсарĕç. Пĕве тавра çатан тата хăмаран тытнă картана çĕнĕрен йĕркене кĕртрĕç. Халь пĕве пуçĕпе асфальт çул иртет. Пĕвере ачасем катамаранпа савăнса ярăнаççĕ. Пуçлăхсем пĕвене тулнă лапрана юшкăна тасатса тарăнлатма шутлаççĕ.
Эпĕ ача чухне пĕвере карас пулă нумайччĕ. Ăна сĕрекепе сĕрсе те, алăпа та тытаттăмăр. Ял халăхне валеçсе панă, ытлашшине катки-каткипе, пички-пичкипе Шупашкара ăсатнă, пасарта хула çыннисене сутнă.
Василий Никитичпа (вăл 1907 çулта вилнĕ) Агреппина Степановна (вăл 1916 çулта вилнĕ) кашни çул тырă авăртса, апат туса пулăсене тăрантарнă. Ун çинчен Ксения Лукинична мамак (1876 çулта çуралнă) каласа паратчĕ.
Пĕвесем Иришка варĕнче тăватă ярăмлăччĕ. Пĕчĕк пĕве, тĕп кукăрти, тимĕрçĕ лаççи валли пулса. Иккĕмĕш пĕве, чи пысăкки, Мишавай пĕви тени, пулă ĕрчетме, виççĕмĕш кĕпе-йĕм çума, тăваттăмĕшĕ - кантăр, пуса, йĕтĕн, çăка йывăççин хуппине хутма, лашасене шыва кĕртме.
Кайран мăн пĕверен пăрăх тăрăх лашасем, ĕнесем, сыснасем, сурăхсем валли шыв ямалла турĕç.
Чомантей (1663 çулта çуралнă), Юрка (1708), Юрмекей (1733), Андрей (1774), Никита (1814) ĕмĕтленнине Иришка вар-çырминче пĕве тăвас шухăша Василий Никитич Никольский пурнăçланине Купăрля ял халăхĕ те асра тытать, ялан ăна аса илет.
Халь ку пĕве хĕрринче Н.В. Никольский профессор палăкĕ ларать. Унтах беседка. Пĕве хĕрринче вырнаçнă паркĕ те Николай Васильевич ячĕпе хисепленсе тăрать. Унта Чăваш Республикин Президенчĕ лартнă хурăн та ÿсет. Кашни çул майăн 19-мĕшĕнче кунта Купăрляри тата çывăхри ялсенчен халăх пуçтарăнать. Шупашкартан та килеççĕ.
1884 çулта Василий Никитич Никольские, мишавай пулса лайăх ĕçленине курса, Етĕрне районĕнчи Шăмат вулăсĕн старшини пулма суйласа лартаççĕ. Вăл ултă пин ытла çын пурăнакан вулăса ертсе пырать.
Н.В. Никольский çемьене лайăх, йĕркеллĕ тытакан çын шутланнă, тăватă ывăлне тата тăватă хĕрне вĕреннĕ çынсем тунă. Пурте пĕлеççĕ, унăн ывăлĕ Николай Васильевич Никольский 200 ытла наука кĕнеки пичетлесе кăларнă. Хăйĕн ачисене унăн шăллĕ Димитрий Никитич та вĕрентме тăрăшнă. Унăн аслă ывăлĕ Иван Димитриевич - Юркки Иванĕ-чăваш юррисене, юмахĕсене, халăх каланă халапсемпе тупмалли юмахсене пухнипе паллă. Вăл хăйĕн наука ĕçне 1906 çултах пичетлесе кăларнă. Тепĕр ывăлĕ Никтополион Димитриевич виçĕ аслă вĕренÿ шкулăсенче вĕреннĕ. Вĕсенчи Киеври çар училищинче 1917 çулта, Мускаври Тимирязев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх академийĕнче 1921-1926 çулсенче, Мускаври агро-педагогика институтĕнче 1930-1931 çулсенче.
50 çул каярах, эпĕ ас тăвасса, ялта ялан, кашни çул пушартан мĕнле сыхланмаллине, пушар тухсан камăн мĕн-мĕн тумаллине каласа ăнлантаратчĕç. Ваçкасси ял Совет председателĕ Нина Гаврилова ăна кирлĕ ĕç тесе йĕркелетчĕ. Ун чух кам пакурпа, кам витрепе, кам лаша кÿлсе, кам пичкепе тухмаллине палăртатчĕç. Кашни килти кăмакана тата унăн мăрйине Яков Семенов тĕрĕслетчĕ. Мишавайăн мăн пĕвинчен кам витрепе, кам лашапа шыв йăтмаллине палăртса май уйăхĕнче смотр-кăтарту (репетици) тăватчĕç. Ун чух ирттернĕ ĕçсем пушартан сыхланас ĕçре чылай пулăшнă.
Пĕве хĕрринче хĕрсемпе каччăсем пухăнатчĕç каç еннелле. Тĕрлĕ юрăсем юрлатчĕç, тĕрлĕ вăйă вылятчĕç. Михаил Алексеев апрель уйăхĕнче Н.В. Никольский çăки патăнче чуччу хуратчĕ. Çамрăксем те, ачасем те хĕпĕртесе ярăнатчĕç.
Пĕве патĕнче турник тунăччĕ. Мĕнле фигурăсем, упражненисем туман-ши; Алăпа туртăнас тесе пĕрин хыççăн тепри тупăшнă. Пăт пуканĕ йăтас енĕпе мала тухса çĕнтерес тесе тăрăшнă. Пĕве çывăхĕнчех тĕрлĕ вăйă: футболла, волейболла, чушкăлла, пытанмалла вылянă. Вăйăсене фронтран киле таврăннă арçынсем те пĕрле хутшăнатчĕç. Эрех-сăра, сăмакун ĕçсе вăрçасси, ятлаçасси, усал сăмахсем каласси, вăрласси, ашкăнасси пулман. Темле выçă пулсан та футболла, волейболла Гельмс Леонтьев, Петр Яковлев тата ытти ачасем лайăх вылятчĕç. Кĕрешекенсенчен Василий Иванов, Макар Цветков, Иван Федотов çĕнтеретчĕç.
Инçене-инçене, катара юлчĕ Купăрля ялĕн историйĕ, патша хушнипе ревизи ирттерсе çын чунĕсене шутлани. Çынсем ырă ĕçсем туни паянхи куна та мăнаçлăн юлчĕ. Çĕр вăтăр çул ытла пĕве шывĕпе усă кураççĕ ялта пурăнакансем. Мĕн чухлĕ усă парать карас пĕвийĕ, Мишавай пĕви. Ирхине ирех, каçхине те ĕнесене, сурăхсене кĕтĕве хăваланă чух кашни кун пĕве хĕрринче шыв ĕçтереççĕ. Пĕвене юратса , савса, хĕпĕртесе пăхса эпир ялта тунă нумай-нумай ĕçсене, паллă, чаплă çынсене, ĕлĕкхи, авалхи Кăрмăш, Етĕрне уесĕсенчисене аса илетпĕр. Купăрля ялне ку уессенчи хресченсем Мишавай ялĕ тесе чĕннĕ. Нихăçан та, никам та манас çук асран кайми мăнаçлă Мишавай пĕвине.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"