27 февраля 2006 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем пыраççĕ. «Герой», Ильич яч. хис. хуçалăхсенче, «Агроурожай» ХАОра вĕсем иртнĕ ĕнтĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăхпа апат-çимĕ- управленийĕн ертÿçипе В. К. Ананьевпа пухусенче сăмах мĕн пирки ытларах пымалли пирки калаçрăмăр.
- Сăмах мĕн çинчен пырасси паллă ĕнтĕ. Темĕнле пулсан та коллетивлă хуçалăхсене сыхласа хăвармаллах. Иртнĕ çул вĕсем продукци сутса тата пĕтĕмĕшле 307312 пин тенкĕлĕх укçа тунă, 38477 пин тенкĕлĕх пĕтĕмĕшле тупăш илнĕ, çулталăка 14 процент рентабеллĕхпе вĕçленĕ.
- Паллах, хуçалăхсен кăтартăвĕсем пĕр пек мар ĕнтĕ. Малти-кайрисене кăтартса хăварни те вырăнлă пулĕ.
- Чи малтанах усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне хуçалăхсем таварлăх продукци мĕн чухлĕ туса илнине пăхар. «Свобода» - 1 миллион та 527 пин тенкĕлĕх, «Ударник» - 1 миллион та 441 пин тенкĕлĕх, «Оринино» - 934 пин тенкĕлĕх, «Герой» - 892 пин тенкĕлĕх. Çав тери лайăх кăтартусем. Çав вăхăтрах хытах уксахлаканнисем : К. Иванов яч. хис. - 256 пин тенкĕ, «Хлебороб» - 267 пин тенкĕ, «Тораево» - 304 пин тенкĕ. Уйрăмлăх тÿрех куçа курăнать вĕт, чи малтанах вăл е ку хуçалăх аталану çулĕпе епле утасси. Панкрута тухнă «Юнга», Мичурин яч. хис., «Хлебороб», «Колос» хуçалăхсем пирки калаçма та кирлĕ мар ĕнтĕ.
- Владислав Кириллович, çапах та мĕн пирки пулмалла паян тĕп калаçу;
- Уçăмлăх кунта паллă. Мăйракаллă шултра выльăхсен, çав шутра сăвакан ĕнесен йышне малашне те чакаратпăр, сынасен шутне ÿстерместпĕр пулсан укçа-тенкĕ енчен йывăрлăха кĕрсе ÿкесси паллах.
Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем туянмашкăн кредитсемпе анлăрах усă курмалла. Паянхи куна хуçалăхсем илнĕ 16 миллионлăх кредитсем умра тăракан йывăрлăхсене татса пама çителĕксĕр. Фермăсенче, ытти вырăнсенче çут çанталăк газĕпе, хутса ăшăтмалли ытти хатĕрсемпе перекетлĕ усă курасси пирки калаçни те ытлашши пулмĕ. Çуртри вăрлăхсене, ял хуçалăх техникине çур акине хатĕрлесе çитересси, çĕнĕ техника (тĕш тырă комбайнĕсем, тракторсем, комбинациллĕ агрегатсем т. ыт. те.) туянас пирки ĕçлĕ калаçу ирттересси те çăмăл ыйту мар.
Чи кирли - пухусем ячĕшĕн ан иртчĕр, хуçалăхсен аталанăвĕшĕн усăллă пулччăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"