27 февраля 2006 г.
Халĕ вара ертсе пыракан кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе Президент Программипе вĕренес кăмăл пур специалистсем валли хыпар. 2006-2007 çулсенчи вĕренÿ çулĕнче, Патшалăх планĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн халăх хуçалăхне йĕркелеме ертсе пыракан кадрсем хатĕрлеме специалистсем суйласа илессипе конкурс иртет. Вăл кăçалхи мартăн 31-мĕшĕччен пырать. Специалистсене конкурс майĕпе суйласа илнĕ çĕре 40 çултан иртмен, аслă пĕлÿллĕ, аслă е вăтам звенора 1 çултан кая мар ертÿçĕ пулса ĕçлекен пултаруллă специалистсем хутшăнма пултараççĕ. Асăнмалла, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 3 çултан кая пулмалла мар. Стажировкăна чикĕ леш енне кайма кăмăл пур специалистсен ют чĕлхене лайăх пĕлмелле.
Специалистсене суйласа илессинче производствăна реконструкцилемелли тата региона аталантармалли программăсене хутшăнакан экономика секторĕнчи предприятисем яракан специалистсен çăмăллăхсем пулма пултараççĕ. Çавăн пекех пĕчĕк хуласемпе яллă районсенчи халăх хуçалăх организацийн ертÿçисен те.
Специалистсене конкурс майĕпе суйласа илессине хутшăнма документсене Раççей Федерацийĕн халăх хуçалăхне йĕркелеме ертсе пыракан кадрсем хатĕрлессине йĕркелекен Комиссин Чăваш Республикинчи уйрăмне çак адреспа тăратмалла : Шупашкар хули, Республика лапамĕ, Правительство çурчĕ, 112-мĕш пÿлĕм. Документсене мĕнле йĕркепе тата формăпа тăратмаллине Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствинчен 62 - 10 – 07 телефонпа ыйтса пĕлмелле, е mail эконом 15 @ cap. ru. çырмалла.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"