Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушлăхра

22 февраля 2006 г.

 

Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Таня хĕрĕм  Чăваш  Патшалăх  Педагогика  Институтне (халĕ педуниверситет) вĕренме кĕчĕ. Кĕçĕн классенчи ачасене вĕрентекен пулма шухăшларĕ. Астăватăп-ха вĕсене тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ паратчĕç.

Çапла, пĕррехинче киле килсен çурхи пахчана тухрĕ те тĕрлĕрен хурт-кăпшанкăсем тытса коробкăна вырнаçтарма тытăнчĕ. Вĕсен, вĕренÿ программипе килĕшÿллĕн, 100 яхăн тĕрлĕ хурт-кăпшанкă пухмалла иккен, кайран зачет та тытмалла.

Вăл хулана кайсассăнах эпĕ те ăна пулăшма шутларăм. Пахчана тухсан е кил-çурт таврашĕнче çÿренĕ чухне тавралла пикенсех сăнама тытăнтăм. Пĕррехинче пахчана тухрăм та пÿрт патнелле утатăп. Унччен те пулмасть чÿрече айĕнче, пÿрт пĕрени çинче, çутă-кăвак тĕслĕ, 3-4 сантиметр тăршшĕ, вăрăм усисемлĕ нăрă куратăп та тытса коробкăна хупса лартатăп. Кăшт вăхăт иртсен хуларан килнĕ хĕрĕм нăрăна хăйĕн колекцине вырнаçтарчĕ, института илсе кайрĕ.

Тепĕр шăмат кун хуларан таврăнчĕ те тÿрех мана тĕпчеме тытăнчĕ.

- Атте, çав нăрра эсĕ ăçта тытнăччĕ-ха; - тет.

- Ара, пÿрт пĕрени çинче тытрăм, - хуравлатăп ăна.

- Вăт, эпĕ те преподавателе çавăн пек каларăм та вăл çав нăрă пирĕн пÿрте çисе яма пултарни çинчен асăрхаттарчĕ, - хыпкаланать хĕрĕм.

Мĕн тетĕр, опытлă преподаватель ахаль çеç хумханман пулĕ. Йывăç пÿртĕн пахчаналла пăхакан икĕ стенине асбестлă-цементлă плитасемпе хупласа та хутăмăр. Пĕр сăмахпа каласан, пÿрте нăрра çисе яма памарăмăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика