22 февраля 2006 г.
Çак кунсенче кун район администрацийĕн çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекн комисси ларăвĕ пулса иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, асăннă комисси председателĕ А. Н. Иванов ертсе пычĕ.
Çакна палăртмалла. Иртнĕ çулăн декабрĕн 23-мĕшĕнче Чăваш республикин «Чăваш Республикинче çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен комиссисем çинчен» саккунне йышăннă. Комисси ларăвĕнче пĕрремĕш ыйтупа шăпах çак саккуна пăхса тухрĕç.
Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа вара асăннă комиссин иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç. Комиссин 2006 çулхи задачисене палăртрĕç.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата соцаллă аталану министерстваин Муркаш районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайĕн начальникĕ, асăннă комисси председателĕн çумĕ Н. П. Петрова çакна палăртрĕ: пĕлтĕр çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси пĕтĕмпе 24 лару ирттернĕ, вĕсенче 213 материал пăхса тухнă: çав шутран ашшĕ-амăшĕсем тĕлĕшпе 129, çул çитмен çамрăксем тĕлĕшпе 70, çул çитмен çамрăксене эрех ĕçтерме явăçтарнă çитĕннисен тĕлĕшпе 14 ĕç. Комисси ларăвне чĕннĕ хыççăн та килменнисен патне вырăна та тухнă пĕлтĕр. Çакнашкал вырăна тухса ирттернĕ ларусем, тĕслĕхрен, Мăн Сĕнтĕрти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пĕрре мар иртнĕ. Çакнашкал мероприятисене районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен подразделенийĕпе Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчи çемьесемпе ĕçлекен комиссийĕпе пĕрле йĕркелени вĕсен пĕлтерĕшне татах ÿстерет.
Ашшĕ-амăшĕсен те, шкулсен те паян шутламалăх пур, мĕншĕн тесен çул çитмен çамрăксем преступленисем тăвасси ÿссех пырать. Виçĕм-çул, акă, çул çитмен 29 çамрăк хутшăннипе 20 преступлени тунă пулсан, пĕлтĕр ку кăтартусем пысăкланчĕç: çул çитмен 34 çамрăк 25 преступлени турĕ. Иртнĕ çул асăннă комисси учетра тăракан çул çитмен районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен подразделенийĕнче çамрăксен ашшĕ-амăшĕсемпе пуху ирттернĕ. Нина Пантелеева çак ырă пулăма кăçал та сыхласа хăварни пуриншĕн те усăллă пулнине палăртрĕ. Тата вăл, акă, мĕн çинче чарăнчĕ. Час-часах вырăнсене тухса çÿренĕ, рейдсем ирттернĕ май куç умне çакăн пек ÿкерчĕк тухса тăрать: Муркаш çамрăкĕсене пур çĕрте те курма пулать каçхине: Москакассинче те, Атапайĕнче те, Катькасра та тата ытти çĕрте те. Кунта шутламалăх пур.
Çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссисенче çавăн пекех йĕркене пăснă çул çитмен çамрăксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсен тĕлĕшпе материлсем пăхса тухрĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"