Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар хăрушлăхĕ кун йĕркинчен тухман-ха

25 января 2006 г.

 

Район администрацийĕпе  Муркаш  Енри пушар хуралĕ 5 çул каялла республикăра пуринчен те малтан  районта ялсемпе экономика объекчĕсене пушарсенчен сыхлассине вăйлатассипе тĕллевлĕ программа йышăнчĕç. Паян кунсерен мар, сехетсерен улшăнса тăракан пурнăçра  2002-2006 çулсем валли çакнашкал йышăну туни пысăк утăм пулнине хыççăнхи çулсем яр уççăн кăтартса пачĕç. Акă, программăна йышăннă çул районта 62 пушар алхаснă пулсан, тĕллевсене уçăмлатнă хыççăн «хĕрлĕ автан» ирĕкре пулнă тĕслĕхсем кашни çулах сахалланчĕç. Апла пулсан çынсен пурнăç шайĕ тĕрекленчĕ, район экономики аталану çулĕпе тепĕр утăм малалла кайрĕ, программа йышăннин усси ума тухрĕ. Танлаштарма, пĕлтĕр районта пушарсене пула сиксе тухнă чрезвычайлă лару-тăрусем 42 пулчĕç. Каламалла, тĕллевлĕ ĕçсене пула пирĕн район республикăри яллă районсем хушшинче хамăр ене гражданла оборона тĕлĕшпе, чрезвычайлă лару-тăрупа пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе пĕлтĕр республикăра чи лайăххи пулса тăчĕ, 1-мĕш степеньлĕ диплома çĕнсе илчĕ. Çакăнта, паллах, пушар хуралĕ хăйĕн ĕçне вăхăтра та вырăнлă, çĕнĕ пурнăçри саккунсемпе килĕшÿллĕн туса пыни те пур. Çавăнпа та паянхи уçă калаçăва патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн ертÿçине  И. Н. Смирнова чĕнни те ăнсăртран мар.

- Илья  Николаевич, «пушарнăй çывăрсан - лăпкăлăх хуçаланать» тенине ырăпа ăнланмалла ĕнтĕ, анчах эсир ертсе пыракан патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн çывăрас тĕллев çук. Ĕçлекен аллинче кăтартусем те.

- Картсем алăра, тесшĕн пулас эсир, анчах мĕн туни çеç лăпланмалли сăлтав мар-ха. Раççей   Президенчĕ    В. Путин иртнĕ çул наци проекчĕсене çул пани,  Чăваш  Республикин   Президенчĕ  Н.  Федоров çĕнĕлле шутласа творчествăлла ĕçлени тăван ен экономикипе пурнăçне малалла яма пулăшни çинчен пĕлтерни пушар хуралне те  айккинче хăвармасть. Эпир çакна ăнланатпăр. Ăнланатпăр та ĕçлетпĕр. 2005 çулта район территоринче 42 пушар регистрацилерĕмĕр, вĕсенче çын вилнисем тата пиçсе кайнисем пулмарĕç пулсан та, «хĕрлĕ автан» 312 пин тенкĕлĕх пурлăха кĕллентерчĕ. Кунта хамăр пушар хăрушсăрлăхне çултан çул яваплăха туйса ĕçленин пĕр кăтăртăвĕпе паллаштарам. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 1995 çулта районта 74 хутчен вут-çулăм ирĕке кайса алхаснă тĕслĕх пулнăччĕ. Пушар вăл контроллеме çук çулăм пулнине пĕлсе тăрса, пушар хисепĕ чакни лăпланмалли сăлтав маррине те шута илетпĕр. Çакă вăл пирĕн кулленхи ĕç никĕсĕ пулса тăрать.

Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенчех пĕлтĕр тухнă пушарсене  тишкерсе тухрăмăр. Çакă паллă пулчĕ: 2005 çулта  Шурча (2), Ярапайкасси (2), Турай (4), Ильинка (2)  ял администрацийĕсенче виçĕмçулхинчен ытларах пушар тухнă. «Хĕрлĕ автана» çул уçнин тĕп сăлтавĕсем: уçă çулăмпа асăрханусăр пулни, пирус туртни, кăмакасемпе усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисене пăсни тата кăмакасемпе мăрьесем юсавсăрри, электрооборудование майлаштарнă тата эксплуатациленĕ чух правилăсене пăхăнманни, ачасем шăрпăкпа выляни. Çак сăлтавсемпе пĕлтĕрхи 42 пушартан 34-шĕ граждансен килти хуçалăхĕсенче тухрĕ.

- Юлашки çулсенче  Раççей шайĕнчи пысăк пушарсем пирки те массăллă информаци хатĕрĕсенче час-часах хыпар тухать. Пире унтах çитесрен  Турă сыхлатăр, анчах район шайĕнчи пысăкрах  инкексем пирки мĕн калайратăр; 

- Çакна калатăп, пушар хăрушсăрлăхĕпе çĕршывра саккунсем тăтăшах çирĕпленсе пыраççĕ.

Акă, 1994 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен»  Федераллă  саккун вăя кĕчĕ. Ун хыççăн унта пĕрре-иккĕ мар улшăнусем пулчĕç пулин те, вăл хăйĕн тĕп вăйне çухатмарĕ. Унти хăш-пĕр пайсемпе паллаштарам-ха. Мĕн-ха вăл пушар хăрушсăрлăхĕ; Саккун ăна çапла ăнлантарать: пушар хăрушсăрлăхĕ вăл уйрăм çынна, пурлăха, обществăпа патшалăха пушартан хÿтĕлемелли лару-тăру. Пушар хăрушсăрлăх  требованийĕсем - Раççей  Федерацийĕн законодательствипе пушар хăрушсăрлăхне пăхма çирĕплетнĕ социаллă, техникăллă характерлă ятарлă условисем. Пушара хирĕç режим - пушар хăрушсăрлăхне требованийĕсене пăсасран  асăрханма тата пушар сÿнтерме пулăшса çынсем хăйсене тытмалли правилăсем, производство йĕркелĕвĕпе помещени (территори) тирпейлĕхĕн йĕрки. Пушар хуралĕ- пушарсене профилактикăлама, вĕсене сÿнтерме, авариллĕ çăлав ĕçĕсем ирттерме çирĕплетнĕ йĕркепе тунă подразделенисемпе организацисен пĕрлĕхĕ.

Патшалăх пушар надзорĕ - РФ саккунĕсемпе пăхнă пек организацисемпе граждансем пушар хăрушсăрлăх требованийĕсене пăхăннине тĕрĕслесси тата тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнасси.

Кăçалхи январьтен «Раççей  Федерацийĕнчи вырăнти самоуправление йĕркелессин пĕрлехи принципĕсем çинчен»  Федераллă саккун ĕçлеме пуçларĕ. Унта та вырăнта татса памалли ыйтусем çинчен калакан пайăн 14-мĕш статйин 9-мĕш пунктĕнче ял поселенийĕсене хăйсен чиккинче пушар хăрушсăрлăхĕн пирвайхи меррисемпе тивĕçтерессине пăхнă. Халĕ кĕскен асăннă саккунсен статйисем  вырăнсенче пурнăçланнипе кăмăлсăррисем, пушар хуралне лайăхлатма сĕнÿ çуралнисем  РФ  Чрезвычайлă лару-тăру министерсвин  Чăваш  Республикинчи тĕп управленине  шанчăк телефонĕпе  (822) 62-32-08 номерпе,  Атăлпа  Урал тăрăхĕнчи регион центрне  (Екатеринбург хули)  8343 2163354 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме пултараççĕ.

- 2005 çулта хăвăр асăннă саккунпа килĕшÿллĕн эсир мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ-ха;

- РФ  Президенчĕ те,  Патшалăх  Думи те пурнăç ыйтакан саккунсене çул параççĕ тетĕп. «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» саккун та çав ретре тăрать. Вăл ыйтнă пек ĕçлесе пĕлтĕр эпир уйрăмах пропаганда ĕçне активлăлатрăмăр: пушара сÿнтериччен асăрхаттарма çăмăлрах. Районти тата вырăнсенчи радиосемпе 111 хутчен тухса калаçрăмăр, район хаçатĕнче асăрхаттару статйисемпе пулса иртнĕ инкексем пирки пĕлтерсех тăтăмăр, ĕç коллективĕсене тухса вĕрентÿсем ирттертĕмĕр, 691 хутчен халăхпа тĕл пулса калаçрăмăр. Çак çулсемпе кайса вăтамран 43550 çынпа тĕл пултăмăр. Кунпа пĕрлех иртнĕ çул пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн 83 протокол çыртăмăр. Вĕсенчен 2-шĕ юридициллĕ лицосем, 20-шĕ граждансем, 61-шĕ должноçри çынсем çине. Çулталăк тăршшĕпе 101500 тенкĕлĕх административлă майпа ответ тыттартăмăр, пĕр объекта 70 кун ĕçлемелле мар чарса хутăмăр.

- Час-часах ведомствăлла пушар хуралĕсем ирĕке кайнă çулăмпа кĕрешме тухман тенине илтме пулать.

- Тĕрĕс калаçу пуçартăр. Ку ыйтăва татса парассипе эпир пĕрремĕш çул мар кĕрешетпĕр ĕнтĕ, анчах чылай хуçалăх ертÿçисем çак ыйтăва хăлха çумĕпе ирттерни лару-тăрăва тĕпрен улăштарма май памасть. Паянхи куна «Нива» ял хуçалăх производство кооперативĕнче,  «Колос» акционерлă обществăра, «Юнга» агоофирмăра, К. Иванов яч. хис. тата Мичурин яч.хис. хуçалăхсенче пушар машинисем пур çинчех пушар хуралĕ йĕркелемен. Чапаев яч. хис. тата  «Сеятель» хуçалăхсенче пушар машинисем юсавсăр  пулсан, «Восток» хуçалăхра ăна юсассипе пур енлĕ ĕç пырать.

Район пуçлăхĕ Ю.  Иванов та, депутатсен  Пухăвĕ те, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен хăш-пĕр ертÿçисем те пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем çине тимлĕ пăхаççĕ. Пĕрлехи тимлĕхпе районти 24 пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ведомствăлла пушар хуралĕсем йĕркеленĕ, вĕсенче 26 пушар машини шутланать. «Ударник», «Герой», «Лидер», «Передовик» хуçалăхсем 2-шер пушар машини тытнине ырăпа палăртас килет. Вĕсем кирек хăш пушара  тухма та хатĕр тăни лăпкăлăх кÿрет, малашлăха шанчăклăн пăхтарать. Çав вăхăтрах «Юнга», «Колос», Мичурин яч. хис., «Сеятель», «Хлеборб» хуçалăхсен пушар машинисем инкек вырăнне çийĕнчех  тухайманни кăмрăк купине пысăклатать çеç.

Умра муниципаллă пушар хуралĕсем ĕçлеме пуçласси тăрать. Çĕнĕ йĕркелÿ лару-тăрăва унчченхинчен пачах улăштарасса кĕтетпĕр.Саккунсенчи çĕнĕлĕхсемпе тан пырса çитес малашлăхра вут-çулăмпа кĕрешекенсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси те муниципаллă бюджетсем çине куçĕ. Çакă пушарпа кĕрешме халăха татах та пĕтĕçтерессе шанас килет.

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика