25 января 2006 г.
Пассажирсене турттарма тухакан тăкаксем пысăкланнă май тата обществăлла пассажир транспортне йĕркеллĕ ĕçлеттерес тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи январĕн 12-мĕшĕнчи 1№ йышăнăвĕпе автомобиль тата хулари электричество транспорчĕпе пассажирсене тата багаж турттармалли çĕнĕ тарифсем çирĕплетнĕ.Çавна май Республика Министрсен Кабинечĕн 2004 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнчи 280 № тата 2005 çулхи мартăн 14-мĕшĕнчи 48 № йышăнăвĕсем вăйĕсене çухатнă тесе йышăннă.
Асăннă йышăну 2006 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет.
Автомобиль тата хулари электричество транспорчĕпе пассажирсене тата багаж турттармалли тарифсем
Пассажирсене тата Пĕр хутчен çÿреме,
багажа хулара туртарасси пĕр багаж вырăнĕ 5,50 тенкĕ
Çавсенех, анчах маршрутлă Пĕр хутчен çÿреме,
такси çинче турттарасси: пĕр багаж вырăнĕ
Шупашкар хулинче 8-10 тенкĕ
Ытти хуласенче 6-10 тенкĕ
Пассажирсене хула çывăхĕнчи
маршрутсемпе турттарасси 1километра 0,85 тенкĕ
Пассажирсене республикăри
хуласем хушшинчи маршрутсемпе 1 километра 0,85 тенкĕ
турттарасси
Пассажирсене хула çывăхĕнчи тата ху-
ласем хушшинчи маршрутсемпе «Га-
зель»микроавтобуссемпе турттарасси 1 километра 0,85-1,02тенкĕ
Çав маршрутсемпех
багаж турттарасси:
1-25 км Пĕр вырăншăн 6 тенкĕ
26-50 км 12 тенкĕ
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"