25 января 2006 г.
Паян унталла-кунталла çиччĕ виçсе пăхатăп та хамăн пурнăçăма ялпа çыхăнтарнăшăн, Турри мана çак çул çине тăратнишĕн пĕрре те ÿпкелешместĕп. Çÿлти Аттемĕре çапла кирлĕ пулнă-тăр.
Эпĕ 1924 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче Юнкăпуç ялĕнче хутла пĕлмен чухăн хресчен çемйинче кун çути курнă. Çĕнĕ пурнăç юхăмне лекнĕскер, çулсем иртнĕçемĕн Юнкăпуç шкулĕнче 4класс, хыççăн Юнкăри тулли мар вăтам шкулта 7класс пĕтертĕм. Çичĕ класлă шкул алăкне тул енче хупса малалла мĕнле пуласси ĕмĕтсем тавра 1939 çулхине Муркашри вăтам шкула каçхи уйрăма вĕренме вырнаçрăм, питĕ кăмăллă çынсем патне хваттере кĕтĕм. Канмалли кунсенче хĕл сиввине пăхмасăрах Юнкăпуçне эрнелĕх çимелли патне çуран утаттăм. 1940 çул умĕн питĕ йывăр чирленине пула малалла пĕлÿ илессипе ман умра шкул алăкĕ яланлăхах хупăнчĕ. Çуркунне çитсен кÿршĕ яла кĕтÿ кĕтме çĕрерĕм. 1941 çулхи мартра район нарячĕпе Юнкă ял советĕнчи виçĕ çамрăкăн Ф З О шкулне кайма хут килчĕ. Эпĕ те çав шута лекрĕм.
Лăпкă вăхăтра иртмерĕ пирĕн çамрăклăх. 1941çулта пирĕн çĕршыв çине фашистла Германи сĕмсĕр вăрçăпа тапăнса кĕчĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме 1942 çулхи августăн 23-мĕшĕнче манăн та ят тухрĕ. Сĕнтĕр районĕнчи 20 çамрăка Чул хула облаçĕнчи Ташино станцинчи мотоциклистсен 15-мĕш вĕрентÿ шкулне вырнаçтарчĕç. Велосипед çине те ларса курман çамрăксене, пире, мотоцикл çине ларса тăшман танкĕсем хыççăн килекен мотоциклистсене хирĕç тăма тата тăшман тылне хăвăрттăн кĕрсе тустарма вĕрентрĕç. Çур çул хыççăн пирĕнтен 83-мĕш уйрăм мотобатальон йĕркелесе 3-мĕш гварди танк корпусне пăхăнмалла турĕç.
1943 çулхи июль пуçламăшĕнче пирĕн часть Орелпа Курск пĕккинчи Прохоровка текен тÿпемри тĕнчипех паллă çапăçăва хутшăнчĕ. Çакăнта нимĕçсен бомба ванчăкĕпе суранланнă хыççăн эвакогоспитальте 45 кун сиплентĕм. Кун хыççăн мана Дон юханшывĕ урлă каçакан чукун çул кĕперне сыхлакан зенитчиксен полкне ăсатрĕç. Унта 1944 çулхи февраль вĕçленичченех кĕпере тăшман самолечĕсенчен хÿтĕлерĕмĕр.
Ун хыççăн Коршун-Шевченковск патĕнче пулнă çапăçусем асра. Мана 58-мĕш стрелковăй дивизири 270-мĕш полкри 76 миллиметрлă пушкă расчетне çирĕплетрĕç. 1944 çулхи июлĕн 11-мĕш каçхине пире улăштарчĕç те тепĕр кун ирхине «Катюшăсем» залп панипе пире нимĕçсен малти оборонине çĕмĕрме приказ пачĕç: малалла кайма çул уçмалла. Тăшман çирĕпленнĕ вырăнтан чакасшăнах пулмарĕ.
Унăн пĕрремĕш линине çăмăллăнах илтĕмĕр пулсан, иккĕмĕш лини патĕнче самай вăйлă тытăçу пулчĕ. Пирĕн орудирен инçех мар çурăлнă тăшман снарячĕ пирĕн расчетри 7 çынран 4-шне стройран кăларчĕ.Çав самантрах нимĕçсем атакăна çĕкленчĕç.Пирĕн оруди çумĕнче шрапнель снарядсем пулнипе усă курса эпĕ пĕр вăхăтрах наводчик вырăнне те, командир вырăнне те ĕçлесе пĕрремĕш атакăна сирсе ятăмăр. Иккĕмĕш атакăна вара тăшман хăй тĕллĕн çÿрекен «Ферденанд» орудипе тухрĕ. Хĕрсе кайнă совет салтакĕсен парăнас шут пулмарĕ. Пехота çине шрапнель снарядсем ăсатнă хыççăн виççĕмĕш фугас снарядпа «Ферденанда» стройран кăлартăмăр. Çапла вара нимĕçсен иккĕмĕш атакки те пусăрăнчĕ. Çак çапăçăва сăнав пунктĕнчен дивизи командирĕ питĕ тимлĕ сăнанă. Çапла вара çак çапăçусем хыççăн пирĕн çарсем Буг, Висла юханшывĕсем урлă каçса плацдармсем йышăнма пултарнине шута илсе, çак ăнăçура пирĕн тÿпе пуррине курса тăрса çапăçу хыççăн мана 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăларĕç, оруди командирĕ туса хучĕç. Çав вăхăтри духовой оркестр выляни халĕ те асра.
1945 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче каллех наступленине çĕклентĕмĕр. Манăн оруди расчечĕ 5 наци çыннинчен тăратчĕ. Çапăçура кашнех хастарлăхпа палăрчĕ, пурте наградăсене тивĕçрĕç. Манăн кăкăр çинче вара Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ ялкăшма пуçларĕ.
Ордер юханшывĕ урлă каçнă чух пирĕн понтон умне снаряд лексе çурăлнипе эпир пурсăмăр та пăрлă шыва кĕрсе ÿкни паян та асрах. Юрать лашасем пулчĕç. Вĕсенчен кам ăçтан тытма пулать тытăнса çырана тухрăмăр, плацдарм йышăнтăмăр, тăшмана малалла хăваларăмăр. Февраль 19-мĕшĕччĕ ун чух. Хĕрлĕ Çар кунĕнче тăшман çине пĕтĕм хĕçпăшалтан персе салют патăмăр.
... Апелĕн 26-мĕшĕ. Берлинтан 9 километрти Берлин-Преслау автоçул çинче нимĕçсен ункăна лекнĕ çарне тĕп тума пирĕн чаçе приказ пулчĕ. Пире хирĕç нимĕçсем мар, хăйсен ирĕкĕпе тăшмана парăннă тата Власов генерал ертсе пыракан вырăс салтакĕсем-сутăнчăксем тăчĕç. Çапăçу талăка яхăн тăсăлчĕ. Таврари вăрман çулăмпа çунать. Пирĕн танкистсем пырса тухсан çеç власовецсемпе нимĕçсен пысăк ушкăнĕ хĕçпăшалпа пирĕн ума оруди стройран тухнă пирки Берлина нимĕç орудийĕпе кĕтĕмĕр. Çав трофейпах Чехословакин тĕп хулине Прагăна çитсе Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илтĕмĕр.
Унтанпа нумай çулсем иртрĕç пулин те, хама çавнашкал чăтăмлă çуратса ÿстернĕшĕн аннене, çĕршыва юратма вĕрентнĕшĕн учительсене, çапăçура хастарлăх кăтартма хавхалантарнăшăн командирсене чĕрĕрен тав тăватăп.Пĕлетĕп, тав сăмахĕ кивелмест.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"