25 января 2006 г.
2006 çултан тытăнса пирĕн пурнăçа çĕнĕлĕх кĕни, Чăваш Републикинче социаллă пĕрлехи çул çÿрев билечĕпе çÿреме пуçласси çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Вĕсемпе хулари тата хула çумĕнчи транспортпа - автобуспа тата троллейбуспа пĕтĕм республикипех тÿлевсĕр çÿреме пулать, çын ăçта пурăннине пăхмаççĕ.
Вĕсен çула тухсан хăйсемпе пĕрле çак билета тата çăмăллăхсемпе усă курма ирĕк панине çирĕплетекен документ (удостоверени) пулмалла.
Февраль уйăхне валли социаллă пĕрлехи çул çÿрев билечĕсене январĕн 20 - мĕшĕнче сутма тытăннă. Вĕсене халĕ Муркаш «Никита» автовокзалта, Муркашри почтамтра тата почта çыхăнăвĕн вырăнсенчи уйрăмĕсенче туянма пулать.
Енчен те çак уйăхра çынна билет кирлĕ мар пулсан, ăна туянмасан та юрать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"