25 января 2006 г.
Çыннăн ĕмĕрĕ пĕрре кăна килет. Анчах та нумайăшĕ ăна йĕркеллĕ пурăнса ирттерме пĕлмест.
Мĕншĕн çапла калатăп-ха; Çын çуралнине, мăшăрланнине, вилнине пĕтĕмпех район администрацийĕн ЗАГС пайĕ урлă йĕркелесе пынă пирки çакă пĕтĕмпех куç умĕнче.
Çулталăк итогĕсене тишкернĕ май унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе те паллаштарас килет. Тен, хăшĕ-пĕри пуç йĕри-тавра шутласа пурнăç йĕркине те улăштарĕ.
Пурнăçăн хăйĕн саккунĕ, пĕтĕмпех улшăнса тăрать: пĕри килет, тепри каять. 2005 çул та хыçа юлчĕ. Вилнисен сăлтавĕсене тишкерсен çакă курăнать, хĕрарăмсем пурнăçра арçынсенчен чылай чăтăмлăрах, çирĕпрех иккен. Иртнĕ çулта 312 хĕрарăм, 360 арçын вилнĕ.
Енчен те пенси çулне çитиччен 176 арçын вилнĕ пулсан, ĕçлес çулсенчи хĕрарăмсем - 21 кăна. Çулталăка çитичченхи пĕр ача, 16 çула та çитмен икĕ ача вилни те канăçсăрлантарать. Упрасчĕ хамăрăн ачасене, пурнăç чечекĕсене.
Вилнисен сăлтавĕсене те асăнса хăварас килет: чирленине пула 277 хĕрарăм, 226 арçын пурнăçран уйрăлнă. Хăйсен вилĕмĕпе вилменнисен хушшинче арçынсем-74, хĕрарăмсем-18.
Иртнĕ çулта, 2004 çулхипе танлаштарсан, ачасем Шурча, Мăн Сĕнтĕр, Ильинка, Катькас, Москакасси, Оринин, Юнкă, Ярапайкасси ял администрацийĕсенче нумайрах çуралнă. Шурча, Мăн Хураçка, Ильинка, Катькас, Çатракасси, Чуманкасси, Шашкар, Йуçкасси ял администрацийĕсемпе çынсем малтанхи çулхинчен сахалтарах вилнĕ.
Юлашкинчен манăн çапла каласа хăварас килет. Хамăр пурнăç çине ытларах тимлĕх уйăрар, кашни çутă кунпа савăнса пурăнар. Çут тĕчере эпир хăнара кăна.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"