25 января 2006 г.
Ярапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕ çĕнĕ çула малашлăха шанса, ыранхи кун паянхинчен лайăхрах пуласса ĕмĕтленсе пуçларĕ.
Çакна палăртма кăмăллă: педагогсем, ашшĕ-амăшĕсем пĕрле тăрăшнипе вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракансен хисепĕ çулсерен ÿссе пырать. 2005-2006 çулхи вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш çур çулĕ япăх мар кăтартусемпе вĕçленчĕ. Çавна май шкулта Çĕнĕ çул елки те ытти çулхисенчен урăхларах иртрĕ. Савăнăçлă лару-тăрура, елка курма пынă вĕренкенсемпе аслă çулхи çынсем умĕнче вĕренÿре пысăк çитĕнÿ тунă ачасене чысларĕç. Юлия Антонова, Людмила Сорокина, Наталья Емельянова лайăх вĕреннĕшĕн район пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕç. Вĕсен ашшĕ - амăшĕсене тĕрĕс воспитани парса пултаруллă ачасем ÿстернĕшĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
Иккĕмĕш чĕрĕк итогĕсем уйрăмах савăнтараççĕ. Шкул директорĕ Н. В. Кудряшов палăртнă тăрăх, 166 ачаран 10 отличник, 56 ударник пулнă. 10 «а» класра вĕренекен Эльза Петрова химипе ирттернĕ район олимпиадинче 1 вырăн йышăннă. Çак çитĕнÿре учительсемпе пĕрлех ашшĕ - амăшĕсен тÿпи те пысăк. Э. Петрова, олимпиада çĕнтерÿçи, 200 тенкĕ премие, вĕсен ашшĕ - амăшĕсемпе учительсем Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.
Каласа хăвармалла, юлашки çулсенче кунта вĕренекенсен ашшĕ - амăшĕсем шкул ĕçĕпе кăсăклансах тăраççĕ, кирлĕ чухне май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.
Манăн паян Светлана Александровнапа Вячеслав Владимирович Скворцовсене, Любовь Александровнапа Александр Александрович Петровсене, Л. М. Яковлева, В. И. Ефимовăна, Р. В. Сорокинана, В. В. Жукова, А. В. Никонорова ырăпа асăнас килет. Вĕсем кам ĕçлесе, кам япаласемпе, кам укçан парса шкула пулăшрĕç. Çакă вăл ачасене тĕрĕс воспитани парасси пурин те пĕрле пурнăçламалли ĕç пулнине ăнланнинчен килет. Пĕрлехи вăйпа тăрăшни вара харама каймасть. Ахальтен мар ĕнтĕ шкул пĕтерекенсем аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕресси те ÿссе пырать. 2004 çулта вĕренсе тухнă 29 çамрăкран 11-шĕ институтсемпе университетсене, 7-шĕ техникумсене вĕренме кĕнĕ пулсан, 2005 çулта 23 ачаран аслă вĕренÿ заведенийĕсене -9 çамрăк, ятарлă вăтам пĕлÿ параканнисене 5 çамрăк вĕренме кĕме пултарчĕç. Паянхи кун вĕсем пурте ăнăçлă вĕренсе пыраççĕ.
Ярапайкассинчи педагогсен коллективĕ ытти общественноçпа та тачă çыхăнса ĕçлеме, пурнăçпа тан пыма тăрăшать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"